Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тутипе (тĕпĕ: тута) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тепӗр лаши, тулхӑркаласа илсе, хуҫине лӑплантарасшӑн пулнӑ пек, ун ҫумне тутипе сӗртӗнкелерӗ.

Помоги переводом

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӑчкӑ шӑрши кӗрекен, пыл тутипе тулнӑ сыв-лӑшпа кӑкӑр тулли сывлас та сывлас килет.

Помоги переводом

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тутипе пит ҫӑмартийӗ хӑйӗн ҫиллессӗн тӑлт-тӑлт сикет, кӑмрӑк тусанӗпе тата мазутпа вараланнӑ аллисем винтсене пӑраҫҫӗ.

Помоги переводом

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Ҫемҫе тутипе кӑп-кӑп илет лаша манӑн алӑ ҫинчи ҫӑкӑр татӑкӗсене, хӑй хӑвӑрт чӑмлать, хура куҫӗпе ман ҫине пӑхать.

Помоги переводом

Лашана сутни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Пирӗн пата кил, — терӗ вӑл пӗчӗк илемлӗ тутипе кулкаласа.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ тус Катя // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вӑл мана питӗ кӑмӑла каймарӗ: лапка питлӗ, сӑхӑ куҫлӑ ҫын, сӑмси шӗвӗр, ҫӳхе тутипе кулкаласа калаҫать.

Помоги переводом

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫапла каласа, Ваҫҫа чӗлӗмне хыпрӗ, вучах умне пырса, ун ҫине кӑвар хучӗ те хулӑн тутипе пӑклаттарса тухса кайрӗ.

Помоги переводом

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хӑй каскалать, тутипе пӗрмай кӗвӗ калать.

Помоги переводом

Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Темӗн шырама тесе Уккана пӑлтӑра чӗнсе тухнӑ та Микулай ӑна ыталама, йӗпе тутипе чуп тума тытӑннӑ.

Пьяный, он тотчас принялся ее обнимать, целовать мокрыми губами.

Пӑлхавҫӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вара вӗри тутипе Укка тути ҫумне антӑхса ҫыпӑҫрӗ те аллисемпе ӑна васкаса хывӑнтарма тапратрӗ.

И приник горячими губами к губам Укки, лихорадочно расстегивая ворот ее платья.

Кӑван хуппи уҫӑлнӑ кун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вара каялла ҫаврӑнса арҫын питне хӑйӗн тутипе пӗҫертсе илет.

И вдруг обернулась и обожгла лицо мужчины горячим дыханием…

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тирне чӗтреткелерӗ пулсан та текех ҫилленмерӗ лаша, тутлӑн шӑршласа ывӑҫ тупанӗ ҫинчи ҫӑкӑра тутипе асӑрханса хыпса ҫисе ячӗ.

Та передернулась всем телом, но больше не злилась, а понюхала вкусно пахнущий кусочек и осторожно слизнула его с ладони Яндула.

Янтул кам вӑл? // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кастарнӑ ула ут, Янтула тав тунӑ пек, ҫемҫе тутипе ун хулне тӗксе илет те, ҫапла, ҫапла тенӗ майлӑ, пуҫне темиҫе хут ухать.

Пегий мерин благодарно тычется мягкими губами в плечо Яндула и кивает головой: спасибо…

Хитре хӗрӗн чап каять // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Куҫне аран-аран уҫса вӑл Ухтивай ҫине пӑхса илет те питне пӗркелентерсе амӑшӗн какӑрӗ ҫумне лӑпчӑнать, типнӗ тутипе темскер шырать.

Он еле-еле открыл глаза, посмотрел на Ухтивана, болезненно сморщился и бессильно ткнулся пересохшими губами в грудь матери.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Някуҫ, темӗн чӑмланӑ пек, тутипе кавлесе илет, вӑйсӑр куҫӗпе ытти стариксем ҫине пӑхать.

Но вот Нягусь, словно пожевав что-то губами, поднял подслеповатые глаза на стариков.

Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Нумай пин ҫулҫӑ тутипе Пӑшӑлтатать: «эс пурӑн, пурӑн».

Помоги переводом

XX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Тутипе лаша аманнӑ вырӑна хупларӗ.

Помоги переводом

Шурӑ мӗлке ӑҫта ҫухалать? // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Пахалӑхлӑ соуссемпе тата техӗмлӗхпе усӑ курни — апат тутипе унӑн усӑлӑхне лайӑхлатать.

Использование качественных соусов и приправ - улучшает вкус блюд и увеличивает их полезность.

Соуссемпе техӗмлӗхсем — апатсен тутине вӑйлатаҫҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://ru.chuvash.org/blogs/comments/6048.html

Хӑй Магмет-Эминӗн кӑвакарса кайнӑ тутипе шуранка пичӗ ҫине шикленсе пӑхрӗ, ӑна темшӗн хан унӑн сӑмахӗсене итлесе пӗтерес ҫук пек туйӑнчӗ.

Помоги переводом

1. Хан керменӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эрех парӑр, лайӑхраххине, паян ҫӑварни! — куҫӗсене хӗссе, тутипе пӗркелентерсе, сӗтел ҫинчи хаҫат купине сылтӑм аллипе ҫапрӗ.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней