Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӗрне пуян ҫын ачине мулшӑн парса яма сӑмах татнӑччӗ, ҫавӑ тарӑхтарчӗ-ши юрату туррине?
1 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.
Степан Семенч умӗнчи парӑма та парса татнӑччӗ ӗнтӗ вӑл…
Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html
Ак тата: тин ҫеҫ совет халӑхне «хыпса ҫӑтма» хӑтланнӑ чи хӑрушӑ аҫтаха пуҫне хӗҫпе касса татнӑччӗ, таҫта-таҫта, ҫичӗ тинӗс леш енче, каллех, анчах урӑх аҫтахасем — янкисем — пирӗн «пӳрте касман алӑкпа ҫӗмӗрсе шуса кӗресшӗн», пире хыпса ҫӑтасшӑн пулса «вутлӑ, наркӑмӑшлӑ чӗлхисене вӗлт-вӗлт вӗлтлетсе тӑскаласа илеҫҫӗ».
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Эпӗ пуҫ кӑшӑлӗ ҫыхма чечексем татнӑччӗ, эсӗ ху курнӑ кино ҫинчен каласа кӑтартрӑн.
IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Ку чечексене вӑл пахчана тухсах татнӑччӗ.
10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ҫапла каланине хирӗҫ пӗр карчӑк пӗлтӗр Янтула виҫ сӑмахпа татнӑччӗ: «Упа вӑйлӑ та — сӑнчӑрта» тенӗччӗ.Про его силу одна старушка как-то сказала: «Медведь тоже сильный, только он на цепи».
Янтул кам вӑл? // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Эп сана кӗркуннех парса татнӑччӗ пулмалла тет.
Туптать // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
«Эс килӗшнӗ пулсан эпир тахҫанах ӗҫне татнӑччӗ ӗнтӗ», — тенӗ пек туйӑнаҫҫӗ вӗсен тӗксем пичӗсем.«Эх, согласился бы ты, мы бы уж давно все дело обставили», — говорят их унылые лица.
Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Виҫӗм ҫул Паҫа татнӑччӗ.
Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
«Кӑна аннӳ килнӗ ҫулах татнӑччӗ…— Это мы с твоей матерью в первый год, как сошлись, собирали…
Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Эрнепи вӑл кун иртен пуҫласа каҫчен пуса татнӑччӗ, ҫавӑнпа, ывӑннӑскер, карта алӑкне питӗрсе кӗчӗ те часрах ҫывӑрма выртрӗ.
14. Вырӑссем тухса кайсан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Пӗлӗшӗсене Джесси паян ирхине вунӑ билет пырса пама ӗнерех ҫирӗппӗн сӑмах татнӑччӗ; билетсем — оперӑн ватӑ музыканчӗсем валли укҫа пухмашкӑн лартакан спектакле кайса курма.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
— Калаҫӑр та тӑнлӑр, — ҫапларах сӑмах татнӑччӗ вӗсем.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.
Кунашкал вариант пирки те операцие хутшӑнакан ытти ҫынсемпе сӑмах татнӑччӗ.
4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫапла шутласа татнӑччӗ: ача-пӑчасӑр юлам, эпӗ вилнӗ хыҫҫӑн ман тӑпра ҫине апат илсе пыракан ан та пултӑр, уншӑн пирӗн йӑхран вилнисем ан ӳпкелетчӗр мана.
XIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Пӗр-пӗрне кирек мӗн ҫинчен те пӗр пытармасӑр калама эпир Дмитрипе сӑмах татнӑччӗ пулсан та, хамӑн балсене ҫав тери каяс килни ҫинчен эпӗ ӑна та, ытти ҫынсене те каламарӑм, ман ҫинчен манни тарӑхтарса чӗрене ыраттарчӗ; мана темле философ вырӑнне хучӗҫ пулмалла, ҫавӑнпа эпӗ хама философ евӗрлӗ тытма тӑрӑшрӑм.
XXXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Виҫӗмкун кӑшӑлвирус 3 ҫын пурнӑҫне татнӑччӗ.
Аслӑ Британире кӑшӑлвирусран вилме пӑрахнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/28756.html
Тӗл пулса калаҫма главный архитекторла эпир ӗнерех сӑмах татнӑччӗ.
7 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Пӗренесем нумай марччӗ, улттӑ кӑначчӗ, анчах пӗрне пӑчкӑпа сӗрсе татнӑччӗ.Брёвен было немного, штук шесть, но среди них одно отпиленное.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ экспедицире пуласси ҫинчен сӑмах татнӑччӗ ӗнтӗ, шӑпах геолог вырӑнне каймаллаччӗ.Моё участие в экспедиции было окончательно решено, и именно как геолога.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
- 1
- 2