Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тӳпери тухӑҫ енчи ачаш ҫутӑ ҫаплипех вӑйсӑррӑн, кӗҫ-вӗҫ лаплатса сӳнес пек чӗлтӗртетет.
Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
«Киле» тавӑрӑнӑҫла, кун ҫути сӳнес умӗн, апат-ҫимӗҫ лавккине кӗтӗм, ҫырткаламаллисем туянтӑм.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Пӳртре сӗм тӗттӗм, кӗтесре халь-халь сӳнес пек мӑч-мӑч туса ҫунакан ҫурта ӑна пӗрре те ҫутатаймасть, ҫавӑнпа Илтимӗр путекне шыраса тупса хыпашласах пӑхрӗ.
6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Санӑн ҫеҫ эпӗ пулӑп ялан, Сӳнес ҫук чунӑмри шӗл-кӑвар!
Ан хӑра эс мана юратма // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 36 с.
Иккӗмӗш шӑрпӑка ҫутрӑм, анчах вӑл сӳнес умӗн алӑк ҫинчи сӳнтеркӗче асӑрхаса ӗлкӗртӗм те — пӑртӑм.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Пӗр-пӗр чаплӑ йӑхӑн тӗтӗмӗ сӳнес пулсан, лордсен палатине тултарса ҫӗнетсе тӑрас тӗлӗшпе мӗн тӑваҫҫӗ? — тесе интересленсе ыйтрӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ҫутӑ хӗвел сӳнес ҫук — Пире вилӗм тивес ҫук.
Д. Н. Телешов // Хветӗр Уяр, Иван Мучи. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 3–7 с.
Хӗвел кӗтмен ҫӗртен сӳнес пулсан, ҫынсем тата пӗр вуншар ҫул ӳсентӑрансем пухнӑ Хӗвел ӑшшипе пурӑнма пултарнӑ пулӗччӗҫ.
Xӗвел // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Сӳнес пек йӑлкӑшакан сапаланчӑк ҫӑлтӑрсемпе ҫутӑ Уйӑха сехечӗ-сехечӗпе пӑхса савӑнас килет.Можно часами любоваться светлой луной и тысячами мерцающих звезд, разбросанных по небу.
Умсӑмаx // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Ҫав йӗкехӳресене курсан, сӳнес пек кӑшт ҫеҫ ҫунса ларакан лампӑна курсан, кӑмӑллӑ мар ҫав, ытла кичем.От крысьего вида, от чахнувшего, чуть-чуть уже желтеющего огонька стало неприятно, жутко.
XXXVI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Сӗтел ҫинче хӑйӑ ҫунать, вӑхӑт-вӑхӑт сӳнес патнех ҫитет вӑл, вӑхӑт-вӑхӑт вӑйлӑн амаланать.
Бирюк // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 148–157 с.
Хӑш чухне вут сӳнес патнех ҫитет, вара вӑрӑм мӗлкӗсем вут купи патнех тӑсӑлса ҫитеҫҫӗ: каҫхи тӗттӗм вут ҫутипе тавлашать.
Бежин ҫаранӗ // Ярукка Сантри. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 71–91 с.
Вут йӗри-тавра хӗрлӗн курӑнакан пӗр ҫаврашка ҫутӑ, таврари ҫӗр тӗттӗмӗ хупласа тӑнӑран, халь сӳнес пек чӗтресе, лӑпкӑн хумханать.около огней дрожало и как будто замирало, упираясь в темноту, круглое красноватое отражение.
Бежин ҫаранӗ // Ярукка Сантри. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 71–91 с.
Пӗлӗтре халь-халь сӳнес пек Кӗмӗл Ҫырма йӑлтӑртатать.
VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Кам пирӗн хушӑмӑрта Кэмби американеца астӑвать, кам пирӗн хушӑмӑрта Мэнгылю шамана астӑвать, ҫавӑн, манӑнни пекех, чӗри айӗнче хӗрсе тӑракан хаярлӑх кӑварӗ сӳнес ҫук.
Хӗрлӗ хӗвел // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Мӗн ӗмӗтленни кӑпӑк пек сӳнес пулсан…
I. Текерлӗк канӑҫне ҫухатнӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Сӳнес патне ҫитнӗ кӑвар ҫути ун куҫӗнче вут-хӗмӗн ялкӑшса илчӗ.
XXVII. Шӑпа // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Шерккей ӑна салтаймасӑр чылайччен хӑшкӑлчӗ, алчӑраса капса, пӗрре урайӗнче выртакан хӗрӗ ҫине, тепре сӗтел ҫинчи сӳнес пек пӗчӗк курӑнакан чӗпкуҫ ҫутине пӑхкаларӗ.
XXIV. Ашшӗпе хӗрӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ҫак самантра факел, сӳнес вырӑнне ҫулӑмпах тивсе кайрӗ те, пӳлӗме пӗтӗмӗшпех ҫутатса илчӗ.
XIV. Иманус та тухса каять // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Ҫывӑрса каяс умӗн хӑй айӗнчи улӑма йӗкехӳресем чӑштӑртаттарнине туйрӗ, ҫивитти витӗр ҫӑлтӑрсем сӳнес пек йӑлкӑшнине курчӗ.
I. Вилӗм ҫывхарать // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
- 1
- 2