Поиск
Шырав ĕçĕ:
Александровӑнне йӗмне антарчӗҫ, ҫара кутлӑскерне сак ҫине тӑсса вырттарчӗҫ, пӗр казакӗ урисем ҫине улӑхса ларчӗ (аллисене сак айӗнчен ҫыхса хучӗҫ), иккӗшӗ, пӗрер ывӑҫ ҫӳҫе хулли тытса, сакӑн икӗ енне тӑчӗҫ.
XXXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Каканаров, каялла утса кайса, сак ҫинчи хаҫата илчӗ, пӗр-ик утӑм тусан, каллех ҫаврӑнса сак патне таврӑнчӗ те татах темскер илчӗ:
Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.
Мана шӑтарасла тӗсесен хӗрарӑм хӑйне хуплакан плащ айӗнче аллине чӗтревлӗн тӑсрӗ те эпӗ ларакан сакпа юнашар сак ҫине вырнаҫрӗ.
XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Шухӑшсем тепӗр майлӑ ҫаврӑнса ӳкрӗҫ, ҫывӑхри сак ҫинче пӗр ҫав тери япӑх та тирпейсӗр тумланнӑ ватах мар, анчах шуралса кайнӑ ҫӳҫлӗ господина, хыҫалти сак ҫинче ыттисенчен уйрӑм лараканскере курсан, эпӗ хытӑ хӗпӗртерӗм.
X сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӗр вӑхӑт хушши нимӗн шухӑшламан пиркиех — тӑн сапаланса кайнӑ пек пулнӑ вӑхӑтра — хресченӗн вунҫичӗ ҫулхи ывӑлӗ, ватӑ ашшӗ ҫывӑрса выртакан сак ҫывӑхӗнче тин ҫеҫ хӑйранӑ пуртӑн ҫивӗчӗшне тӗрӗслекенскер, сасартӑк пуртине сулса ярать те касса татнӑ мӑйран сак ҫине юн йӑрӑлтатса юхнине тӑмсайла пӑхать; пуҫра шухӑш ҫукран тата инстинктла интересленӳ пиркиех этем чӑнкӑ ҫыран хӗрринех пырса тӑрса, аялалла сиксен мӗн пулӗ-ши? тесе шухӑшланинче киленӳ тупать, е авӑрланӑ пистолета ҫамки тӗлне тытса, гашетка ҫине пуссан мӗн пулӗ-ши? тесе шухӑшлать, е мӗнпур ҫынсем йӑпӑлтатса хисеплекен мӑнаҫлӑ ҫын ҫине пӑхса, ҫапла шутлать: эхер ун патне пырса, сӑмсинчен тытнӑ хыҫҫӑн: «Ну-кӑ, савнӑ ҫыннӑм, каяр» тесе каласан мӗн пулӗ-ши?
XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кантюк шлепкине хывса ҫакрӗ, сак ҫинчи кашмана аллипе хыпашлакаласа, майӗпен ҫеҫ тӗренсе, сак хӗррине ларчӗ.
XXIX. Кӗтмен хӑнасем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Авдотья, аллисене сак ҫине хурса тата хулпуҫҫине пӗкӗртсе, алӑк патӗнчи сак ҫинче ларать.Авдотья сидела на лавке у дверей, уронив руки, опустив плечи.
1. Виҫҫӗн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Вӑл ларакан сак пирӗн сакпа тӗлме-тӗл, кафедрӑн тепӗр енче.Его скамья как раз напротив нашей — по другую сторону кафедры.
Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ӑна тӑма та вырӑн пулмарӗ, вӑл аялти сакӑн хӗррине пусрӗ те, аллипе ҫӳлти сак тимӗрӗнчен ярса тытрӗ.Ей негде было встать, и она стояла на краешке нижней полки, держась за поручень верхней.
Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Кравать ҫине шинельсемпе кӗрӗк пиншаксем купаласа хунӑ, сак ҫумне речӗпех карабинсем тӑратса тухнӑ; унтах — сак ҫине — хӗҫсем, патронташсем, патрон хутаҫҫисемпе йӗнер уртмахӗсем мӗнле килнӗ ҫапла пӑрахса тултарнӑ.
XI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ирхине сакӑр сехет ҫитнӗ чух Аксинья кӑмакаран кӑвар туртрӗ, хӗрелсе кайнӑ тарлӑ питне саппунӗпе шӑлса илсе, сак ҫине ларчӗ.
VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Мӑкӑрӑлса тӑракан кӑшт шыҫӑннӑ пек курӑнакан кӑкри ҫинче ӑвӑс тӗслӗ сарӑ аллисем лӑпкӑ выртнӑ, сак патне чӗркуҫленсе ларнӑ амӑшӗ хӳхлесе макӑрас мар пулсан, ашшӗ картишӗнчен вутӑ ҫурса кӗнӗ те, пурттине сак айне пӑрахса, кӑтра аркӑллӑ кӗрӗк пиншакне сарса, канма выртнӑ тесе шухӑшлама пулнӑ…
2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Хӑй вӑл, сӑнӗпе хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе, ҫӗр сак ҫинче выртакан хӑмач саппуна пытарма пикенсе, сак ҫине кайса ларчӗ те ҫӗрпӳртӗн шӑналӑк карса картланӑ кӗтесӗ еннелле куҫне хаяррӑн чалӑштарса тинкерчӗ: шӑналӑка кӑштах сирсе, унтан хӑйӗн арӑмӗ хӑмӑр куҫӗпе кулса пӑхать иккен…
LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Давыдов пӳрте кӗчӗ, сак ҫине ларчӗ, саламатне сак айне пӑрахрӗ.Давыдов прошел в хату, присел на лавку, бросил под лавку плеть.
XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Эпӗ чемоданран ҫурта кӑларса тивертрӗм те япаласене вырнаҫтарма тытӑнтӑм: хӗҫпе пӑшала кӗтесе тӑратрӑм, пистолета сӗтел ҫине хутӑм, буркӑна сак ҫине сарса хутӑм, казак тепӗр сак ҫине сарса выртрӗ.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Пӗчӗк сак ҫине лартӑмӑр.
Тарӑхакан улмуҫҫи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 260–262 с.
Эп ӑна сак ҫине хутӑм вӗт-ха.
Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
— Саппуна сак ҫинче тупаймӑн.
Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Аптӑраса сак айне те пӗшкӗнсе пӑхать.
Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Сӗтел ҫине ӗҫмелли-ҫимелли лартать, вара сак патне пырать те тем шырама тытӑнать.
Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.