Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫук, ялпа уй-хир сӑн-сӑпачӗ ҫеҫ мар, ҫыннисем хӑйсем те палламалла мар улшӑнчӗҫ.
Е машина, е хӑпарту // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 280–284 с.
Зоя палламалла мар тӳрленсе таврӑннӑ.
5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.
Пуля ун витӗр шӑтарса тухнӑ, билет ҫинчи фотокарточкӑна палламалла марах ҫӗмӗрсе тӑкнӑ.
Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Ун чухне вӑл палламалла мар улшӑнса каятчӗ.
V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Палланӑ вырӑнсем, анчах кунта та палламалла марах улшӑнса кайнӑ.
IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Унта эпӗ пӗрремӗш хут пулнӑ вӑхӑтпа танлаштарсан, хула палламалла мар улшӑнса кайнӑччӗ.
IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Нонна палламалла мар улшӑнса кайнӑ.
IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Пирӗн ҫуралнӑ ҫӗршыв, ӗлӗкхипе танлаштарсан, пурлӑхпа хуҫалӑх тӗлӗшӗнчен палламалла мар улшӑнчӗ.
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.
Мӗнлерех ӳссе кайнӑ эсӗ, палламалла та мар! — тесе мана ҫӳлелле — маччана ҫити ҫӗклерӗн.
Ҫыру // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 119–121 с.
Ҫеҫенхир палламалла мар улшӑнса каять.
Хура тӑпраллӑ ҫеҫенхирти ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Темиҫе ӗмӗр иртнӗ те, этем ҫав хушӑра сыпӑкран сыпӑка тӑрӑшса ӗҫленипе хутӑш вӑрмансен зонине палламалла мар улшӑнтарса янӑ.Прошли века, и труд многих поколений людей сделал зону смешанных лесов совершенно неузнаваемой.
Хутӑш вӑрмансен зони мӗнле улшӑннӑ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Тундра палламалла мар улшӑнса кайнӑ.
Ҫулла тундра тӑрӑх сӳрени // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Библиотека палламалла мар улшӑннӑ.
Ишимбайра ҫӗнӗ ӑрури иккӗмӗш библиотека вулакансем валли алӑк уҫать ӗнтӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... nt-3486517
Чӑнах та, вулавӑш, малтанхипе танлаштарсан, тултан та, шалтан та палламалла мар улшӑннӑ.
Этнобиблиотека ӗҫлеме пикенчӗ // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/10/20/%d1%8d%d1%8 ... %87%d3%97/
Вӑтакас Кипеч енчи уйсем те палламалла мар ушлӑннӑ, 3678 гектар ҫӗре йывӑҫ пусса илнӗ.
Уйра текех кашламӗ сӗм вӑрман Тыр-пул пусси куҫа илӗртӗ аякран // Вячеслав КАСЬЯНОВ. http://kanashen.ru/2023/09/15/%d1%83%d0% ... %83%d1%81/
Ҫын ман пек палламалла мар улшӑннӑ пулсан, ун ҫинчен ӑна хӑйне калаҫҫӗ-и вара, уншӑн тӗлӗннине кӑтартаҫҫӗ-и?»
Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.
Халӗ вӑл вырӑнсем палламалла мар улшӑнса, хитреленсе кайнӑ.
Хаклӑ ачасем! // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с. — 124 с.
Ӗнтӗ эпӗ хамӑн ӑс-пуҫпа, чун-чӗре туйӑмлӑхӗпе-сисӗмлӗхӗпе хам та хуҫа мар — темӗнле палламалла мар асамлӑ вӑй мана юлташсем «старта» тӑнӑ вырӑналла «ҫавӑтса» та каять.
«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.
Мана чалӑшларах кӗтесрен (тем те лартса тултарнӑ унта) темле палламалла мар кӗвҫӗкрех, сӑмсана ҫурса пӑралакан, пусӑхнӑ, ҫивӗч касакан шӑршӑ перет.
Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.
Чунӗ савӑккӑн хускалса, хастарланса, ӑшӑнса, юнӗ харсӑррӑн выляса илмеллеччӗ ӗнтӗ ват ҫыннӑн хӑйӗн чун таткисене курсан, анчах, ҫук, ун куҫӗсем хавха та савӑнӑҫ хӗлхемӗсем чӑлтӑр-чӑлтӑр та йӑл-ял вылятмарӗҫ — тунсӑх, палламалла мар айӑп, асаплануллӑ ӳкӗнӗҫ «пӑрланнӑ» вӗсенче.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.