Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сухан ҫыххи тупса Детрей иккӗшне тасатрӗ, турарӗ, пысӑк ҫатма ҫинче тӑварпа хутӑштарчӗ, лайӑх пӑтратсан ҫыхнӑ кӗленчерен олива ҫӑвӗ ячӗ, икӗ теҫетке ҫӑмарта ҫӗмӗрсе хучӗ; ҫакӑн хыҫҫӑн патентланӑ спиртовкӑна чӗртрӗ те ҫатмана сенкер ҫулӑм кӑшӑлӗ ҫине лартрӗ.
XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Сӗтелсен тавра хӑнасене олива тӗслӗ пархӑтпа сӑрнӑ ҫӑмӑл креслӑсем кӗтеҫҫӗ.Вокруг столов ждали гостей легкие кресла, обитые оливковым бархатом.
XVII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Халӗ вӑл провинцири апоплексипе аптӑракан матроссене, отставкӑри сержантсене, хӗрарӑмла хӑвӑрт кӳренекен, Гарпагона пек хыт кукар патерсене, олива тӗслӗ, шала кайнӑ пин-пин чирпе нушаланакан тӗреклӗ фермерсене сиплет.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 305–309 с.
Статуя хӑвӑл пулнӑ, тулӑх пурнӑҫа пӗлтерес тесе, унӑн ӑшне олива ҫӑвӗ тултарнӑ.Статуя была полая и наполнена оливковым маслом в знак изобилия.
XVII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Везувин пӗтӗм анат пайӗ садсемпе, виноградниксемпе, ращасемпе, олива тата улма-ҫырла йывӑҫҫисемпе, виллӑсемпе, керменсемпе витӗннӗ.
XI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Нумай-нумай йӑх юнӗ — хура та хӗрлӗ, олива тӗслӗ те шурӑ, — хӑмлалла йӳҫекен, ӗмӗтлӗ Ази номачӗсен юнӗ, ҫӑлтӑрсене пуҫ ҫапакансен, урса тилӗрекен Су Хутам Лу несӗлӗсен юнӗ юха-юха кӗрсе арпашӑнать.
Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Вӗсем — олива тӗслӗ-кӗререх, куҫӗсем тӗлкӗшеҫҫӗ, сӑмсисем кайӑкӑнни евӗр.Они были оливково-смуглые, с длинными, горящими глазами и носами, как клюв.
Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Вӑл олива тӗслӗ фракпа, кӑвак атлас галстук ҫакнӑ, хыҫалта ун ҫинче àla хресченле тӗплӗн тураса якатнӑ вӑрӑм шурӑ ҫӳҫӗ выртать.
X сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл хӑйне валли модӑллӑ тумтир — олива ҫимӗҫӗ тӗслӗ фрак; модӑпа ҫӗлетнӗ штрипкӑллӑ шӑлавар тата хӑйне питӗ килӗшекен вӑрӑм бекеша ҫӗлетрӗ, хӑнана, уйрӑмах пӗр хӗрарӑм патне кайнӑ чухне час-часах унран духи шӑрши кӗрет, ҫав хӗрарӑм пирки вара Мими ассӑн сывламасӑр калаҫма пултараймасть, сӑнӗ тӑрӑх вӑл ак мӗнле сӑмахсем каласшӑннине тавҫӑрса илетӗн: «Мӗскӗн тӑлӑхсем! Инкеклӗ юрату! Юрать-ха вӑл ҫук» т. ыт. те.
IV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах вӑл йӑл илнӗ те хӗвел ҫинче ырӑ олива йывӑҫҫи пек ӳсме тытӑннӑ.Однако он выжил и стал подрастать на солнышке, как хорошее оливковое деревцо.
Ылтӑн пуҫ мимиллӗ ҫын // Александр Артемьев. Тӑван Атӑл. 1960, 3№ — 71–72 с.
Олива тухсанах, пӳлӗме Раймонд кӗчӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
— Мӗншӗн эсӗр партире мар, Олива юлташ?
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
— Юрать, Олива юлташ, ӗҫлӗр.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
— Олива юлташ, калӑр-ха, — унта сирӗнсӗр пуҫне урӑх шанчӑклӑ ҫын тата ҫук-и?— Скажите, товарищ Олива, там, кроме вас, никого больше нет, кому можно было бы доверить?
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Ку ӗҫе тӗплӗрех тумалла, унсӑрӑн пуҫсӑр та тӑрса юлма пулать, — тет Олива лӑпкӑн, тӗплӗн.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Пирӗн патӑрта Олива.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Олива йывӑҫҫисен ҫӑра ҫулҫисем хушшине темиҫе пин йӗс хӗлӗх каркаланӑ тейӗн, хытӑ ҫулҫӑсене ҫил силлентерет те, вӗсем ҫав хӗлӗхсене ҫепӗҫҫӗн, пӗр чарӑнми сӗртӗне-сӗртӗне илнипе вӗри сывлӑш пуҫа янӑратакан сасӑпа тулать.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Ливанран кӳртернӗ кедр пӗренисемшӗн, кипариспа олива хӑмисемшӗн, певг йывӑҫӗшӗн, ситтимпа фарсисшӑн, ялтӑраса-ҫуталса тӑракан пуличчен тип-тикӗс якатнӑ тем пысӑкӑш хаклӑ чулсемшӗн, пурпурпа йӑм-хӗрлӗ сӑршӑн тата ылттӑнпа ҫӗленӗ виссоншӑн, сенкер ҫӑм материсемшӗн, пил шӑммипе хӗрлӗ така тирӗшӗн, тимӗрпе оникс тата тӗрлӗрен мраморшӑн, хаклӑ йышши чулсемшӗн, ылттӑн сӑнчӑрсем, пуҫкӑшӑлӗсем, шнурсем, хӗскӗчсем, сеткӑсем, таканасем, лампадӑсем, чечексемпе ҫутаткӑҫсемшӗн, алӑксен ылттӑн тӑпсисемпе кашниех утмӑлшар сиклӗ таякан ылттӑн пӑтасемшӗн, ылттӑнран тунӑ куркасемпе тирӗксемшӗн, шарӑҫлӑ та мозаиклӑ тӗрӗ-эрешсемшӗн, шӑратса хывнӑ тата чула касса хатӗрленӗ арӑслансен, ӗҫ вӑкӑрӗсен, пальмӑсемпе ананассен кӗлеткисемшӗн Тир патшине Хирама, зодчипе пӗр ятлӑскере, Галилей ҫӗрӗнчи ҫирӗм хулипе ялӗсене парнеленӗ Соломон, апла пулин те Хирам ҫав парнене ним вырӑнне картман, — ҫакнашкал никам илтмен капӑрчӑклӑхпа ӳссе ларнӑ турӑ храмӗпе Соломон керменӗ тата Миллори кӗҫӗн кермен — патша арӑмӗ, Египет фараонӗн Суссакимӑн хӗрӗ, хитрешке Астис валлискер.
I сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Чуста валли 30 г ҫӗпре, 1 чей кашӑкӗ сахӑр песокӗ, 1 чей кашӑкӗ тӑвар, 800 г ҫӑнӑх, 1 кашӑк олива ҫӑвӗ, 1 стакан шыв; ӑшлӑх валли 300 г кӑлпасси, помидор, 2 кашӑк томат пасти е кетчуп, 2 кашӑк майонез, 3 тӑварланӑ хӑяр, 100 г маринадланӑ кӑмпа, 200 г сыр кирлӗ.
Верук тӗпелӗ // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08
Усӑллӑ: тӑпӑрчӑ, лайӑх ислетнӗ тӑварланӑ селедка, треска, сӗлӗ пӑтти, олива, куккурус, хӗвелҫаврӑнӑш, йӗтӗн ҫӑвӗсем.
Ҫӑмӑллӑх кӳреҫҫӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.04.20. 15№
- 1
- 2