Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кӑларса (тĕпĕ: кӑлар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вышкӑсем те мар пек унта, вӑрманпа витӗннӗ ватӑ тусем асамлӑ сасӑ кӑларса тӗлӗреҫҫӗ тейӗн, ӗмӗрхи ыйхӑран чӗрӗлсе вӑранни ҫинчен таврана пӗлтереҫҫӗ.

Помоги переводом

«Хуркайӑксем каяҫҫӗ те килеҫҫӗ…» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Ӑна, пӗччен пурӑнма вӗреннӗ хӑюллӑ та хастарлӑ хӗрарӑма, ӗҫрен кӑларса, качча илсе, ниҫта юрӑхсӑр мӑшӑр вырӑнне хуни, ҫын умӗнче мӑшкӑл туни ӑҫта шӑнӑҫма пултарать?

Помоги переводом

«Хуркайӑксем каяҫҫӗ те килеҫҫӗ…» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Самӑр кӗлеткеллӗ Кулюккана тахӑш самантра темӗнле вӗри сывлӑш алӑкран ҫенӗкелле кӑларса ывӑтрӗ, пуш витресем ҫине шӑлтӑр-шалтӑр вӗҫсе пырса тӑрӑнчӗ вӑл, йывӑррӑн ахлатрӗ.

Помоги переводом

Кулюккапа Уканӗн ҫӗнӗ мыскари // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Карчӑк пӗрре мар унтан куркапа ханша кӑларса ӗҫтеркеленӗ Укане, ҫавӑнпа халӗ те тӗпсакайӑн пӗр кӗтессинче кӗленчепе ханша ларнӑнах туйӑнса кайрӗ.

Помоги переводом

Кулюккапа Уканӗн ҫӗнӗ мыскари // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Хумкка мучи, яланхи йӑлипе кӗрӗк кӗсйинчен тапак енчӗкне кӑларса, чӗлӗмне авӑрласшӑнччӗ, ҫавӑнтах ӳсӗркелесе аллине каялла туртса кӑларчӗ.

Помоги переводом

Виҫӗ тӑван пӗрлешсен… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Айккинчен ҫын пӑхса тӑнӑ хушӑра ку пӳртре хуҫи Сӑпани тейӗччӗ: мӗн кирлине тӳрех тупса кӑларса хучӗ вӑл тирпейлӗ сӗтел ҫине, унта нимӗн те ытлашши мар.

Помоги переводом

Ҫапла иртет ӗмӗр, Сӑпани… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Кӑларса патӑм мӗнпур укҫана ҫав ҫӑхан аллине.

Помоги переводом

Ҫапла иртет ӗмӗр, Сӑпани… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

«Чикеп, — тет, ҫӗҫӗпе хӑмсарса, — кӑларса пар укҫуна!» — тет мана.

Помоги переводом

Ҫапла иртет ӗмӗр, Сӑпани… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Вӑт ҫав Хурчка Иллин ывӑлӗ, Влас, эппин, ялтан тухса тарас кунне, мана ҫивӗч ҫӗҫҫипе хӑратса, виҫӗ пин тенкӗ укҫана арчаран кӑларса илчӗ.

Помоги переводом

Ҫапла иртет ӗмӗр, Сӑпани… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Темле уҫӑ кӑмӑллӑн йӑпӑртатса ҫӳрерӗ вӑл пӳлӗмрен пӳлӗме, калаҫма сӑмахне шеллемерӗ, сӑйлама сӑйне суйламарӗ — мӗн пуррине кӑларса хучӗ.

Помоги переводом

Ҫапа пӗлмен чӑпӑркка // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Тепӗр темиҫе самантран Юмӑҫ Укань кӑмака кукринчен икӗ кӗленче эрехрен пӗрне ӑрӑмласа-тухатса кӑларса та пачӗ Манюк аппана.

Помоги переводом

Ҫапа пӗлмен чӑпӑркка // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Ваҫукӑн ашшӗ кӑларса парӗ сире.

Помоги переводом

Ҫапа пӗлмен чӑпӑркка // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Анархистсем, батька Махносем ҫил кӑларса ҫӳренӗ эп ҫуралнӑ Украинӑра.

Помоги переводом

Ҫапа пӗлмен чӑпӑркка // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Хальхинче, часрах ҫывӑрса кайтӑр тесе, арӑмӗ таҫтан пӗр стакан эрех кӑларса ӗҫтерчӗ Власа.

Помоги переводом

Хумкка мучи юмах ярать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Амӑшӗ кӑмака таврашӗнче ҫаврӑнкаланӑ вӑхӑтра Власӗ, пысӑк портфелӗнчен шурӑ кӗленче кӑларса, пӗр стакан ярса ӗҫме те ӗлкӗрчӗ.

Помоги переводом

Хумкка мучи юмах ярать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

— Чим-ха, кочегар, питех ӗҫес тесен, эп сана халех ҫур литр кӑларса пама пултаратӑп, анчах тӳрех килне кай, таса тумланнӑ ҫынсене мазутпа вараласа ан ҫӳре кунта, лавкка таврашӗнче, илтетӗн-и? — юлашки сӑмахӗсене хыттӑнрах каларӗ Влас, ӳсӗре ӑса вӗрентет тейӗн.

Помоги переводом

Хумкка мучи юмах ярать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Патлая ҫурӑмӗнчен тӗрткелесе алӑкран кӑларса ячӗ Ваҫук.

Помоги переводом

Хумкка мучи юмах ярать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Кунта акӑ пӗр бригадӑна, комсомолецсемпе ҫамрӑксен бригадине, кӗрлеттерсе аслӑ ҫул ҫине кӑларса ярасшӑн.

Помоги переводом

Хӗр туйӗ мар — хӗл туйӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Пӗр бригадӑна мала кӑларса, пӗтӗм Союзӗпе чапа тухас, теҫҫӗ.

Помоги переводом

Хӗр туйӗ мар — хӗл туйӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Нефтяникрен кӑларса ярас пулсан, колхозра ӗҫлӗп.

Помоги переводом

Хӗр туйӗ мар — хӗл туйӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней