Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кӑларса (тĕпĕ: кӑлар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Фотоаппарата хӗвӗнчен кӑларса ӑна мӗнле тыткаламаллине, ӑҫтан пӑхса курмаллине каласа пачӗ.

Помоги переводом

4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Пысӑк нӳхрепрен ҫӗр улми кӑларса станцӑна турттармалла, терӗ.

Помоги переводом

4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ҫапах та, шӑналӑка пӗр кӗтессинчен сирсе, пуҫа кӑларса пӑхрӑм.

Помоги переводом

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

— Тӑпри ҫӑмӑл пултӑр, — пӗр самант ҫӗлӗкне хывса тӑчӗ Хумкка, кӗрӗк кӗсйинчен чӗлӗмне туртса кӑларса.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вула, эппин, малтан, — сӗтел туртминчен икӗ ҫыру кӑларса пачӗ Ҫимуна Сӑпани.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ав, унта, витрере, — витрине Сӑпани умне кӑларса лартрӗ Ҫимун.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Карчӑк пӗччен кӑларса яма хушмарӗ, — хӑтӑш хыҫҫӑн кӗрӗкне пӗркенчӗ Хумкка та.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Эп ӑна урама кӑларса яман, карчӑк.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ма пӗччене урама кӑларса ятӑн? — упӑшкине ятлама пуҫларӗ Хвекла кинемей.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ӗҫмесӗрех ӳсӗр эпӗ, Хумкка хӑта, — шкафран сивӗннӗ какай кӑларса лартрӗ Ҫимун.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сивӗ шыв ӑша пӑсать, — кӗрӗк кӗсйинчен кӗленче кӑларса лартрӗ Хумкка.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Сантӑркка ҫинчен калаҫма ҫакӑнпа пӗтерӗпӗр, — терӗ кил хуҫи, арчаран пӗр кӗленче эрех кӑларса.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ку та ачине сутнӑ пуль-ха манӑн карчӑка, — пӑшӑлтатрӗ Хумкка, паҫӑр пытарнӑ чӳлмеке туртса кӑларса.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Вилме кайман вӗт эсир, хӑнана кайрӑр, — сӗтел ҫине мӑйлӑ чӳлмек кӑларса лартрӗ Хвекла.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫул ҫинче шутланине йӑлтах халӑх умне кӑларса тӑратрӗ Ҫимун, Николай Дегтярев капитана хӑйӗн ывӑлӗсем курнине ҫеҫ сиктерсе хӑварчӗ, «Ӑна Марьене хӑйне ҫеҫ калӑп», — тесе шутларӗ, ывӑлӗсемпе мухтанать тесе калаҫасран хӑрарӗ.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӑкӑр кӗсйинчи сехетне кӑларса пӑхрӗ.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Нина кӑвак кӑранташ вӗҫне йӗпеткелесе ҫырнӑ ҫырӑва хуҫлаткаличчен Хумкка мучи, конвертран пысӑках мар сӑнӳкерчӗк кӑларса, сӗтел ҫине хучӗ.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Таҫтан-таҫтан тусан кӑларса кӗрлесе ҫывхараҫҫӗ.

Помоги переводом

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Петӗрпе пӗрлех-ши? — ыйтрӗ пӗр хӗрӗ тӳнӗ сӳсе килӗрен кӑларса силленӗ май.

Помоги переводом

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ҫырӑр! — терӗ вӑл, чӗлӗмне ҫӑварӗнчен кӑларса.

Помоги переводом

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней