Поиск
Шырав ĕçĕ:
Малтанхи ҫулсенче кашни каҫах тӗлӗкре Герберт палӑкне кураттӑм, анчах хӑйне темшӗн пӗрре те курмастӑм.
Тӑваттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Мускав урамӗсенче пионерсене кураттӑм та вӗсен хушшинче Ноннӑна шыраттӑм.
V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Шурӑна эпӗ тӗлӗкре те час-часах кураттӑм е филармонинче, е Атӑл леш енче, е сирень вӑрманӗнче.
IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Люся пирӗн пӳлӗме кӗместчӗ, анчах эпӗ ӑна час-часах стройплощадкӑра кураттӑм.
I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Хӗлле эпӗ Аннушкина ялан тенӗ пекех хӑлхаллӑ ҫӑмламас ҫӗлӗкпе, хура кӗрӗкпе, ӑшӑ ҫу кунӗсенче вара кӗске ҫанӑллӑ йӗтӗн пир кӗпепе кураттӑм.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Киле пырсан, эсӗ ӳпкелешнине илтеттӗм, санӑн хуйхуна кураттӑм, ҫав хуйха кӳрекенӗ хамах пулнине пӗлнӗ ман мана ниҫта кайсан та канӑҫ ҫукчӗ.
Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.
Ҫав вӑхӑтрах вӗсен куҫӗсене эпӗ хам ҫинче те кураттӑм.
Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.
Юрать-ха, эсӗ манпа ташлама килӗшрӗн, унсӑрӑн чиперрӗнех намӑс кураттӑм вӗт.
VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Тӗлӗкре те вӗҫӗмех санпа ярмаркӑран таврӑннине кураттӑм.
IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Тӗлӗкре те сана кураттӑм, — тет вӑл…
VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.
Малалла тата тем кураттӑм… ыйхӑран вӑраннипе тӗлӗк вӗҫсе кайрӗ…
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
1968 ҫулта эпӗ «Туслӑх» райхаҫатра ӗҫлеме пуҫласан вара Михаил Ивановича час-часах кураттӑм.
«Ах, епле хитреччӗ ирхи шуҫӑм…» // Елизавета Илюшкина. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 10 стр.
Тӗлӗкре те сире кӑна кураттӑм.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Эпӗ кӑнтӑрла тӗлнелле вӑранса каяттӑм, яланах ҫав бухтӑра, эсӗ манпа тӗл пулнӑ ҫӗрте; «Этна» нихӑҫан та унтан тухман пек, манпа пӗрле вара — чӑн-чӑн суккӑрсем, хӑйсемшӗн хӑнӑхман кӑткӑс пӳлӗмсенче хыпашла-хыпашла куҫакансем; вӗсем пурнӑҫӗ тӑруках ҫапла улшӑннӑшшӑн хыттӑн кулянатчӗҫ, ҫывӑратчӗҫ, нумай ҫиетчӗҫ тата вӗҫӗмсӗр харкашатчӗҫ; эпӗ вара — ӑнлантарсам мана ҫакна? — каяймастӑп, кимӗ пин метр ҫӳллӗшӗнче ҫакӑнса тӑрать тейӗн; анчах хӗвел аннӑ-анманах, ыйха путсанах, тӗлӗкре ҫакна кураттӑм: хушусем паратӑп, суккӑрсем вун виҫҫӗшӗ те — чӑн-чӑн морякла ҫаврӑнӑҫуллӑ, опытлӑ, ӗҫре вӗресе тӑраҫҫӗ; тата — паллӑ мар ҫар флочӗ тӑнӑ тӗле чее маневрсемпе пырса кӗретпӗр те карапсене путаратпӑр, кашнинчех каялла тухса шӑвӑнатпӑр, ҫакӑн хыҫҫӑн вара шанӑҫ пуҫӗпех пӗтнӗн макӑратпӑр.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 285–292 с.
Эрнере пӗр хут е икӗ хут эпӗ яланах короле ирхине тирпейлесе тумлантарнӑ ҫӗрте пулаттӑм та, король сухалне епле хырнине кураттӑм.
Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Вӗсен ури ҫинче эпӗ пирӗн натуралистсен шучӗпе шӑнасене мачча ҫинче ирӗклӗн утса ҫӳреме пулӑшакан ҫилӗм пек япалана кураттӑм.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Былинӑсенчи паттӑрсене эпӗ хам шухӑшра яланах ҫакнашкал сӑнарлӑ кураттӑм.
Чăн чăннисенчен те лайăхрах // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Ҫак вӑйӑ манра хамра пуррине те эпӗ кураттӑм, ку вара мана тата йывӑртарахчӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Тата час-часах эпӗ ҫынсем пӗр-пӗрине сӑмахпа ҫеҫ хӗрхенсе ырӑ тунине, сӑмахпа ҫеҫ юратнине, ӗҫре хӑйсем сисмесӗрех пурӑнӑҫӑн пӗтӗмӗшле йӗркине пӑхӑнса пынине кураттӑм.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Эпӗ ҫав «чуна лӑмплантармалли ҫуртсенче», пӗр тенкӗлле хӗрарӑма ҫӗр каҫмаллах илме пулнӑ вырӑнта, манӑн юлташсем хӑйсене именерех, айӑпа кӗнӗ пекрех тыткаланине кураттӑм, — мана кунтан ним тӗлӗнмелли те ҫук пек туйӑнатчӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.