Поиск
Шырав ĕçĕ:
Занавескӑсемпе чечексен каррисем витӗр эпӗ кураттӑм: пӳлӗмсем тӑрӑх офицерсен яштака кӗлеткисем куҫса ҫӳретчӗҫ, ҫаврака майор йӑваланса утатчӗ, вӑл тӗлӗнмелле простӑ та илемлӗ тумланнӑскерччӗ, ярӑнса ҫӳретчӗ.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
— Унта никам пӗлмен ҫулсем ҫинче, Хальччен курман кайӑксен йӗрӗсем, — тесе ҫырнӑ ытарма ҫук аван йӗркесене эпӗ хам ӑсра каласа ҫӳреттӗм, тата ҫав хам пит лайӑх пӗлсе тӑракан, кӑшт ҫеҫ палӑракан сукмаксене куҫпах кураттӑм, ртуть пек йывӑр сывлӑш тумламӗсене те тӑкман курӑка таптаса хунӑ темӗскерле йӗрсене те кураттӑм.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпӗ хам таврашри ҫынсем паттӑрла ӗҫсемпе преступленисем тума пултарас ҫуккине кураттӑм, вӗсем кӗнекесенче ҫырнинчен таҫта аякра пурӑнаҫҫӗ, тата вӗсен пурӑнӑҫӗнче мӗн интересли пуррине те ӑнланса илме хӗн.
IX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпӗ час-часах кураттӑм: уксахланӑ пек сулланкаласа вӑл, гимназистка пек, кӗнекесене чӗн пиҫиххипе ҫыхса лартса, дамба тӑрӑх вӗт утӑмсемпе утса пыратчӗ, хӑй простӑскер, кӑмӑла каяканскер, ҫӗнӗскер, тасаскер, пӗчӗк аллисене перчатка тӑхӑннӑ.
VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Телейсӗррине хам кураттӑм, анчах юратса кайнӑ ҫынсен куҫӗсем ахаль чухнехи пек маррине час-часах сӑнанӑ пирки, юратакансем ӑраснах ырӑ кӑмӑллине туйнӑ пирки ӗненместӗм; ҫав чӗре праҫникне курса тарасси яланах лайӑх пек туйӑнатчӗ.
VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫавӑн пек пӑхасси ман куҫ умӗнче малтан пуҫласа вӗҫне ҫитичченех час-часах тӗлӗнмелле те йӗрӗнмелле хӑвӑртлӑхпа аталанса пынине хам ирӗклӗн те, ирӗксӗр те сӑнаса тӑрса, эпӗ эпӗ мӗн кураттӑм; Сидоров хӑйӗн салтак пурнӑҫне ӳпкелешнипе хӗрарӑмӑн ырӑ кӑмӑлне ҫавӑратчӗ, ӑна кӑмӑллӑн суйса ӳсӗртсе яратчӗ, пурте пулнӑ хыҫҫӑн вара, хӑй ҫӗнтерни ҫинчен Ермохина каласа кӑтартса, йӳҫӗ эмель ӗҫнӗ пек, пит-куҫне пӗркелентерсе суратчӗ.
VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хӗрарӑмсем ҫинчен матроссем, салтаксем, ҫӗр чавакансем мӗнле калаҫнине эпӗ пӗлсе тӑраттӑм, эпӗ кураттӑм: арҫынсем хӑйсем хӗрарӑмсене улталас ӗҫре ҫивчӗ пулнипе тата хӗрарӑмсемпе хутшӑнас ӗҫре тӳсӗмлӗ пулнипе яланах пӗр-пӗрин умӗнче мухтанатчӗҫ.
VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫывӑрас умӗн вӑл буфетра нихӑҫан сӳнтермен лампадкӑллӑ турӑш умӗнче нумайччен чӗркуҫҫи ҫинче тӑратчӗ, — эпӗ ӑна черви тус пек алӑкри шӑтӑк витӗр кураттӑм, анчах буфетчик епле кӗлтунине ман курма пулмарӗ: вӑл йывӑррӑн сывласа илсе, сухалне якаткаласа, турӑшпа лампадкӑна пӑхса ҫеҫ тӑратчӗ.
VI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫав чӳречесем мана тӗрлӗрен картина нумай кӑтартатчӗҫ: эпӗ ҫынсем мӗнле кӗлтунисене, чуптунисене, ҫапӑҫнисене, картла вылянисене, пӑшӑрханса шӑппӑн калаҫнисене кураттӑм, ман умра, виҫӗ пус парса пӑхмалли панорамӑри пекех, пулӑсенни пек чӗмсӗр пурӑнӑҫ тӑсӑлса пыратчӗ.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Анчах эпӗ хуть те хӑҫан чӳрече витӗр пӑхсан та, крыльца ҫине тухсан та эпӗ Лирӑна е Короле, Петькӑна е Жукова кураттӑм.
65 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Анчах ачасем уроксем хатӗрленӗ чух е класра ответленӗ чух эпӗ вӗсен куҫӗсем кичем пулнине кураттӑм, пӗр пеккисем формулировкӑсене тӑсса каланине илтеттӗм:
56 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Кураттӑм эпӗ: кунтан пин километр аякра ҫуралнӑ ӑслӑ та ансат йӗркесемпе йӑласем кунта хӑйсене тӗллӗнех пуҫланаҫҫӗ, пирӗн пурнӑҫри йӗркесен малалли пайӗ пулса тӑраҫҫӗ.
49 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Эпӗ ҫак калаҫӑва аса илӗттӗм, Антон Семенович каланисене хамӑр пурнӑҫра туса пыраттӑм та ҫакна кураттӑм: ҫав ҫывӑх тӗллев, ыранхи кун патне пурӗ пӗрле туртӑнни, коллективпа ӗҫлесе пурӗ пӗрле ӳсӗмсем тӑвас кӑмӑл пирӗн пур.
38 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Хӑш чухне эпӗ Корольпе Стеклова пӗрле кураттӑм: пӗри теприне диктант ҫыртарать е иккӗшӗ те грамматика упражненийӗсем туса лараҫҫӗ: сӑмаха пур енчен те ҫавӑркаласа пӑхаҫҫӗ, пӑнчӑсем лартса кайнӑ вырӑнсене ирттерсе янӑ саспаллине тӗрӗс ҫырма тӑрӑшаҫҫӗ.
31 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Хам шухӑшра эпӗ ачасем йӗри-таврах хупӑрласа илнӗ Екатерина Ивановнӑна е мастерскойӗнче ӗҫлекен Алексей Саввича кураттӑм, ҫакӑ вара мана кун каҫмалӑхах шантаратчӗ: паянхи кун шанчӑклӑ алӑра.
27 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Анчах Колышкин отрядӗнче ыйхӑллӑ салхуллӑ куҫсене кураттӑм, вӗсем ман куҫсемпе тӗл пуласшӑн марччӗ.В отряде Колышкина я видел глаза сонные или сумрачные, глаза, которые не хотели встречаться с моими.
19 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Костикпа Ленӑна эпӗ час-часах унӑн пӳлӗмӗнче кураттӑм; хӑй патӗнчен вӗсене питех те ярасшӑн мар пулатчӗ.Часто я заставал Лену и Костика у нее в комнате, и она отпускала их неохотно.
12 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Куҫсене хупсассӑнах эпӗ вӗсем ҫавӑн пеккине кураттӑм, халь акӑ — темшӗн ӗҫ тухмасть.всегда я видел их сразу, стоило закрыть глаза, а сейчас почему-то не выходит.
11 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Анлӑлӑх, сулмаклӑх килӗшетчӗ, архитектура тӗлӗшӗнчен ирӗклӗ те хӑюллӑ шухӑшлав пуррине кураттӑм кунта.Правились широта, размах и, что ли, свобода архитектурного мышления.
12 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Кураттӑм вӗт-ха, аван туяттӑм, питех те ырӑ кӑмӑллӑ, ӑшӑ чунлӑ ҫынччӗ Валя.И ведь видел, хорошо видел я, какой прекрасный, какой душевный человек Валя.
6 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.