Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл армути пусса илнӗ ана сыппинче курӑк ҫисе ҫӳрекен вӑкӑрсене, ҫиелтен шӑналӑк витнӗ урапана куҫ умӗнчи пек курчӗ, шӑрчӑксем янӑравлӑн чӑрӑлтатнине илтрӗ, армутин ӑша лӗклентермелле йӳҫӗ шӑршине сывларӗ…
III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫавӑ кӗске «е?», йӗпрен те шӗвӗртерехскер, яш чӗрене вӑрӑммӑн чиктерет, ҫавӑ ытла та кӗске «е?», эсремет, армути шывӗ тулса ларнӑн, хул-ҫурӑмра тӑкӑскӑ йӳҫеклӗхе вӑйлата-вӑйлата ярать.
Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Хӗвелӗ вылять те кулать; кайӑксем ӑмӑртмалла чӗвӗлтетеҫҫӗ; чӑн-чӑн амӑшӗ килменнине, «атя, ывӑлӑм» теменнине пула ача чунӗнче армути йӳҫеклӗхӗ амаланать.
3 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
— Тьфу, армути пек йӳҫӗ, — терӗ вӑл.
7 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.
— Ара, ҫӑвара армути хыпса чӑмланӑнах, йӳҫӗ те…
2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.
Амӑшӗн тӗслӗхӗпе хӗр ҫулла армути татса типӗтет, ӑна типӗ хутаҫра тытать.
IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.
Ӗпхӳ районӗнче пултӑран, армути тата ытти йышши хыт-хура пусса илнӗ 86 пин тӑваткал метр ял хуҫалӑх культурисем ӳстермелли ҫӗр лаптӑкне асӑрханӑ.
Пулӑхлӑ ҫӗре юхӑнтарнӑшӑн асӑрхаттарнӑ // Надежда Родионова. https://ursassi.ru/news/novosti/2023-09- ... rn-3443856
Кӗркуришӗн ку хыпар кӗтмен-туман ҫӗртен ҫӑвара армути вӑрри хыптарнӑ пекех пулчӗ-тӗр: вӑл, уттине кӑштӑн мӑтӑклатса, хӑтӑм чӗтретнӗ пек, шартах туртӑнса-сиксе илчӗ те, куҫне-пуҫне чар! чарса пӑрахса, куҫ харшине мӑлт-мӑлт сиктере пуҫларӗ:
Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.
Трофим талпам, сарлака ӑмӑрлӑ, пиҫсе ҫитнӗ торн пек куҫлӑ, армути шерепи пек вӑрӑм, шӗвӗр сухаллӑ качака таки, ҫемйине хӑй тавра пуҫтарнӑ та, хӑнк та сикмесӗр, лӳ те тумасӑр, хӑйӗн тивӗҫлӗ хакне туйса, тӳлеккӗн, ҫемҫен кӗмӗртетсе, кавлек кавлесе выртать.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Сӑмсана армути шӑршипе хутӑшса кайнӑ шерпетлӗ, техӗм шӑршӑ кӑтӑклать, ӑс-пуҫа ӗнтӗркеттерсе тӗтрелентерме пӑхать.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Армути йӳҫҫиллӗ, пӑрланнӑ хуҫӑк кӑмӑлпа йывӑрланнӑ сӑмахсен урапине халсӑррӑн кустаркаласа, лӑппи-лаппи пускаласа утса, ҫамрӑксем юханшыв портне пырса ҫитрӗҫ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Йытӑ тесен — йытӑ мар Ҫав фашистсен йӑхӗсем, — Армути пек йӳҫӗхсе Тӑраҫҫӗ пуль чунӗсем.
Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.
Урапа ҫуммипе армути тӗмӗсем тӑрса юлаҫҫӗ.
Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Анасем ҫинчи чӗлтӗрти тырра та, ҫул хӗрринчи армути, хыт хура, пиҫен, анра ҫарӑк тунисене те тусан пусса лартнӑ, ниҫта пӗр ешӗл тес курӑнмасть.
Турӑпа ҫӳреме тухни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ҫук, ку пурнӑҫ Яриле мучине ытла та йӑлӑхтарса ҫитернӗ, армути шывӗ пекех, шӑмӑ варрине ҫапнӑ.
Ярила мучи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Сӑмсана пӗрре пӗтнӗк шӑрши, тепре армути шӑрши киле-киле ҫапать.
6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Пусӑра пӗр чечек курӑнмасть, мӑянпа армути кӑна ашкӑрать.
9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Мӑян курӑкӗпе армути ҫеҫ ӳстерме тытӑнӗҫ!
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Атӑл епле вӑрҫӑра ҫӳрени ҫинчен, епле вӑл пысӑк юмансене, армути ҫӑмланӑ пек, турта-турта кӑларни ҫинчен харӑс янратаҫҫӗ.на дружное пение о битвах Адыл-батыра, о том, как выворачивал он дубы, словно полол полынь,
III // Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫырнисен пуххи. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 355 с. — 162-177 c.
— Мунча хутса армути шывӗпе ҫурӑмӑр…
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.