Поиск
Шырав ĕçĕ:
18. Ӑшӑмра этем ывӑлӗсем пирки ҫапла каларӑм: Турӑ вӗсене сӑнаса пӑхтӑр, вӗсем хӑйсем халлӗн выльӑх ҫеҫ иккенне курччӑр, терӗм; 19. мӗншӗн тесессӗн этем ывӑлӗсен шӑпи те, выльӑх шӑпи те — пӗрех: лешӗсем те вилеҫҫӗ, кусем те вилеҫҫӗ, пурте пӗр сывлӑшпа пурӑнать, этем выльӑхран мала мар, мӗншӗн тесессӗн пӗтӗмпех — харамлӑх!
Еккл 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫӗртен ҫимӗҫ кӑлармашкӑн Эсӗ выльӑх-чӗрлӗх валли курӑк ӳстеретӗн, ӗҫ ӗҫлемешкӗн этем валли калча ҫитӗнтеретӗн, 15. этем чунне савӑнтаракан эрех, унӑн сӑнне ҫутатакан йывӑҫ ҫӑвӗ, этем чӗрине вӑй кӗртекен ҫӑкӑр пултаратӑн.
Пс 103 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Аван мар, ачамсем, эпӗ [сирӗн ҫинчен] илтекен сас-хура лайӑх мар, [ун пек ан тӑвӑр — эпӗ илтекен сас-хура лайӑх мар]; эсир Ҫӳлхуҫа халӑхне пӑсатӑр; 25. эхер те этем этеме хирӗҫ ҫылӑхлӑ ӗҫ тӑвать пулсассӑн, уншӑн Турра кӗлтӑваҫҫӗ; эхер те этем Ҫӳлхуҫана хирӗҫ ҫылӑхлӑ ӗҫ тӑвать пулсассӑн, ун хутне кӗрекенни кам пулӗ? тенӗ.
1 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Мӗн тӑвӑн ӗнтӗ, пирӗн учительсем Тургеневпа Щедрин тӑрӑх вӗренсе ӳснӗ, шухӑшлама чухлакан, май мар ӗретлӗ этемсем, апла пулин те ялан калушпа та зонтикпа ҫӳрекен ҫав пӗчӗкҫӗ этем пӗтӗм вунпилӗк ҫул хушши пӗтӗм гимназие хӑйӗн аллинче тытса пурӑнчӗ.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Кунтан, тен, атавизм явленийӗ, этем сӗм авалхи аслашшӗ, обществӑллӑ чӗрлӗх пулсах ҫитмен пирки, хӑйӗн ҫӗр шӑтӑкӗнче пӗр пӗччен пурӑннӑ чухнехи вӑхӑт патнелле каялла тавӑрӑнса кайни пулӗ, тен тата, ку просто этем характерӗн тӗрлӗ енӗсенчен пӗри кӑна пулса тӑрать, — кам пӗлет?
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Пурнӑҫра пысӑк савӑнӑҫсен ҫиҫӗмӗсем ҫиҫеҫҫӗ, кӗтмен ҫӗртен пысӑк хуйхӑсен аслатийӗ ҫапать; суя шанчӑкпа илӗртӳллӗ телей мӗлкисем улталаҫҫӗ; этеме хӑйӗн шухӑшӗ ҫисе пӗтерет, тилӗрекен туйӑм вӗлерет; ун ӑсӗ пӗрре ӳсет, тепре хавшать; этем чарӑнми ҫапӑҫура кӗрешет, вара, асапланса пӗтнӗскер, ҫырлахманскер, тӑранманскер, ҫав ҫапӑҫу хирӗнчен каять; Обломов ҫав чӑрмавлӑ, асаплӑ, тӑвӑллӑ пурнӑҫран хӑтӑлнӑшӑн чунран савӑнчӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пуринчен ытла вӑл пушӑ ӗмӗтрен хӑрать; ӗмӗте ытлашши ӗненмесен — вӑл этемӗн тусӗ пулать; ӗмӗте ытлашши ӗненсен — вӑл этем тӑшманӗ пулать.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Михей хӑйшӗн тӑрӑшакан этем те, вӑрттӑн майсемпе ҫын ӗҫне тӑвакан та пулайман; ашшӗ ывӑлне ҫавнашкал этем тума тӑрӑшни, паллах, харама та кайман пулӗччӗ, анчах шӑпа старик ӗмӗчӗсене аркатса пӑрахнӑ.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Тепӗр читлӗхре эсир этем евӗрлӗ Гиббон-упӑтене курӑр, вӑл хӑй этем евӗрлех пулнипе пурне те тӗлӗнтерет.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Чӑн ӗнтӗ, этемӗн пурнаҫӗнчи пысӑк событисем ҫакӑн пек йеркеллӗ килсе тӑмаҫҫӗ, анчах этем, унӑн ӳсӗмӗ тӗрӗс аталанса пырать пулсан, хӑй пурнӑҫӗнчи кашни хирӗҫтӑру умне ҫитӗнерех, ӑслӑрах, чӑнлӑха лайӑхрах пӗлекен пулса тухса тӑрать.
16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Этемӗн сӑнарӗпе чунӗ хушшинче яланах темле, тӗлӗнмелле ҫыхӑну пуррине час-часах асӑрхакаланӑ эпӗ; этем хӑй кӳлепин пӗр-пӗр пайне ҫухатсан вара, унӑн чунӗ те пӗр-пӗр туйӑмне ҫухатнӑ пек туйӑнатчӗ мана.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Неушлӗ Оля унпа мӗн пулнине пӗлеймесӗрех юлӗ, — ҫак вунсакӑр уйӑх хушшинче унӑн мӗн тери пысӑк йывӑрлӑхсем тӳссе ирттермелле пулнине, вӑл ҫапах та хӑйӗн ӗмӗтне пурнӑҫланине, чӑн-чӑн этем — ҫапла ҫав, чӑн-чӑн этем! — пулса тӑнине, анчах пур ӗмӗтсем те тулнӑ хыҫҫӑнах ҫакӑн пек киревсӗр, ухмахла вилмелле пулнине пӗлеймӗ-ши?
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Эсир мана каллех: этем ҫав тери киревсӗр пулма пултараймасть, тейӗр, анчах эпӗ сире ҫакна калӑп: эсир трагедиллӗ тата романтикӑллӑ усал этемсем пулма пултарнине ӗненместӗр-и?
Умсӑмах // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вӗсем лачакара аран утса пыракан лаша ури сассисемпе пӗрле этем ури сассине илтме тӑрӑшрӗҫ, анчах та этем ури сассисем илтӗнмерӗҫ.
13 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
— Астӑвӑр, ачасем, — терӗ учитель кӑмӑлсӑррӑн, — вӗренӳре ҫынна шанакан этем хӑйне ҫеҫ улталать, хӑй ӗҫне ҫынна сӗнекен этем юлташне шыва ярать.
Математика мыскари // Александр Галкин. https://vulacv.wordpress.com/2017/10/19/ ... %B8%D0%BD/
Этем пурӑнакан пӳрт вӑл — этем пурӑнакан пӳртех.
Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.
Тепӗр хӑвалу пуҫланчӗ: этем этеме хӑвалама тапратрӗ.
Кашкӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 3–10 стр.
Суда, прокуратурӑна, айӑплава пурнӑҫлакан управленин ҫӳлти органне, РФ Этем правипе уполномоченнӑй патне, РФ законӗпе, Этем правипе Европа сучӗ йӗркеленӗ обществӑлла сӑнав комиссине яраканнисене вара пачах та тӗрӗслеме ирӗк ҫук.
Репресси органӗ мар, тӳлевсӗр адвокат // Виктория Вышинская. «Тӑван Ен», 2017.11.16
Ҫӗн этем, тет, ҫӗнӗ юнлӑ Ҫӗн этем ҫуратнӑран.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
34. Халӑх каланӑ Ӑна: Христос ӗмӗр-ӗмӗрех пулмалла — эпир ҫакна саккунран пӗлетпӗр; епле-ха Эсӗ Этем Ывӑлӗн ҫӳле ҫӗкленмелле тетӗн? Ҫав Этем Ывӑлӗ кам вӑл? тенӗ.
Ин 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.