Поиск
Шырав ĕçĕ:
16. Эхер те эсӗ ӑна кураймастӑн пулсан, уйӑрса яр, тет Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ; кӳренӳ унӑн тумтирне хуплӗ, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа; ҫавӑнпа хӑвӑр чунӑра астуса тӑрӑр, ултавлӑ ӗҫ ан тӑвӑр.
Мал 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Патша хыттӑн кӑшкӑрса янӑ: эй Даниилӑн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ, Эсӗ аслӑ, Сансӑр пуҫне урӑх Турӑ ҫук! тенӗ.
Дан 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Патша Даниила ҫапла каланӑ: эсӗ ҫак вӑрттӑнлӑха уҫма пултартӑн пулсассӑн, сирӗн Туррӑр чӑннипех — турӑсен Туррийӗ, патшасен вӑрттӑнлӑха уҫакан Патшийӗ! тенӗ.
Дан 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Хӑй ҫу сӗрсе янӑ Кир патшана Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: халӑхсене санӑн ҫӗнтермелле пултӑр тесе, Эпӗ сана сылтӑм алӑран тытса тӑрӑп, саншӑн алӑксем уҫӑлччӑр, хапхасем ан хупӑнччӑр тесе, патшасен пиҫиххийӗсене салтса илӗп; 2. Эпӗ санӑн умӑнта пырӑп, тусене тикӗслетӗп, пӑхӑр хапхасене ҫапса салатӑп, тимӗр сӑлӑпсене аркатӑп; 3. Эпӗ — сана ятран чӗнекен Ҫӳлхуҫа, Израиль Туррийӗ — сана ҫакна пӗлтересшӗн, тӗттӗм вырӑнсенче упранакан хаклӑ мула, пытарнӑ пуянлӑха сана парӑп.
Ис 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Чухӑнсемпе кӗлмӗҫсем шыв шыраҫҫӗ — шывӗ ҫук; ӗнтӗ антӑхнипе вӗсен чӗлхийӗ типет: Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, вӗсене илтӗп, Эпӗ, Израиль Туррийӗ, вӗсене пӑрахмӑп.
Ис 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вара Исаийӑна Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ, ӑна ҫапла каланӑ: 5. кай та Езекияна кала: Ҫӳлхуҫа, Давид аҫун Туррийӗ, ҫапла калать, те: Эпӗ санӑн кӗллӳне илтрӗм, санӑн куҫҫульне куртӑм, акӑ ӗнтӗ санӑн пурӑнас кунусем ҫумне тата вунпилӗк ҫул хушса паратӑп, 6. сана тата ҫакӑ хулана Ассири патши аллинчен хӑтаратӑп, ҫакӑ хулана хӳтӗлетӗп.
Ис 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ — ҫӗр ҫинчи мӗнпур патшалӑхӑн пӗртен-пӗр Туррийӗ; Эсӗ тӳпепе ҫӗре пултарнӑ.
Ис 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Езекия ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа умӗнче кӗлтунӑ, ҫапла каланӑ: 16. эй херувимсем ҫинче ларакан Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Туррийӗ!
Ис 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫу йывӑҫӗн ҫимӗҫне пухнӑ чухне чи ҫӳлте икӗ-виҫӗ ҫырла юлнӑ пек е тулӑхлӑ турат ҫинче тӑваттӑ-пиллӗк юлнӑ пек тӑрса юлӗҫ вӗсем, тет Ҫӳлхуҫа, Израиль Туррийӗ.
Ис 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Унтан вӑл Олоферн вырӑнӗ пуҫӗнчи пӗчӗк юпа патне пырса унта ҫакӑнса тӑракан хӗҫе, Олоферн хӗҫне, илнӗ те 7. каялла вырӑн патне пырса Олоферна ҫӳҫӗнчен ярса тытнӑ та каланӑ: эй Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ! мана ҫак кун тӗрек парсамччӗ! тенӗ.
Иудифь 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иудифь вара ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ, пуҫӗ ҫине кӗл сапнӑ, ҫийӗнчи хурлӑх тумне хывса пӑрахнӑ; ҫак вӑхӑтра Иерусалимра Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче тин ҫеҫ фимиам тӗтӗрнӗ пулнӑ, Иудифь пӗтӗм чун хавалӗпе Ҫӳлхуҫана тилмӗрсе йӑлӑннӑ: 2. эй манӑн аттемӗн Симеонӑн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ, Эсӗ ун аллине ют йӑх ҫыннисене тавӑрмашкӑн хӗҫ тыттарнӑ: хӗр варне уҫса мӑшкӑл тунӑ, ун пӗҫҫине уҫса намӑс кӑтартнӑ, унӑн варне хур туса ирсӗрлетнӗ ют йӑх ҫыннисене тавӑрма хӗҫ тыттарнӑ!
Иудифь 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эй Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлхуҫа, аттемӗрсенӗн, Авраамӑн, Исаакӑн, Иаковӑн тата вӗсен ырӑ вӑрлӑхӗн Туррийӗ! [а]Господи Вседержителю, Боже отцев наших, Авраама и Исаака и Иакова, и семени их праведного, [а]
2 Ҫулс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Иудея патшине, хӑвӑра Ҫӳлхуҫаран ыйтма янӑскерне, калӑр: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ эсӗ илтнӗ сӑмахсем пирки ҫапла калать: 27. ҫак ҫӗр ҫинчен, унта пурӑнакансем ҫинчен каланӑ Манӑн сӑмахӑмсене илтнӗ хыҫҫӑн санӑн чӗрӳ ҫемҫелчӗ, эсӗ Турӑ умӗнче йӑвашлантӑн, Ман умӑмра йӑвашлантӑн та ҫири тумтирне туртса ҫуртӑн, Ман умӑмра йӗрсе ӳкӗнтӗн, ҫавӑнпа Эпӗ сана илтрӗм, тет Ҫӳлхуҫа.
2 Ҫулс 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫапла хӗсӗклӗхе лексессӗн, вӑл Ҫӳлхуҫана, хӑйӗн Туррине, тархаслама пуҫланӑ та ашшӗсен Туррийӗ умӗнче питех те йӑвашланнӑ.
2 Ҫулс 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вара Иосафат ҫӗнӗ картиш умӗнчи Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче иудейсемпе Иерусалим ҫыннисен умне тӑнӑ та 6. каланӑ: эй аттемӗрсен Ҫӳлхуҫа Туррийӗ!
2 Ҫулс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эй Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ!
2 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эй Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ! халӗ ӗнтӗ Эсӗ Хӑвӑн чуруна Давида, манӑн аттеме, мӗн каланине: «эхер те санӑн ывӑлусем Ман умӑмра, эсӗ ҫӳренӗ пек, Ман саккунпа ҫӳресе хӑйсен ҫулӗсене астусах тӑрсассӑн, санӑн Ман умӑмра Израилӗн патша пуканӗ ҫинче ларакан [ар] пӗтмӗ» тесе каланине вырӑна килтерсемччӗ.
2 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Соломон вара Ҫӳлхуҫанӑн парне вырӑнӗ патне, пӗтӗм Израиль ҫынни умне тӑнӑ та аллисене ҫӳлелле ҫӗкленӗ, — 13. Соломонӑн картиш варрине лартнӑ пилӗк чике тӑршшӗ, пилӗк чике сарлакӑш, виҫӗ чике ҫӳллӗш пӑхӑр амвон пулнӑ; вӑл ҫавӑнта хӑпарнӑ та пӗтӗм Израиль ҫынни умӗнче чӗркуҫленсе ларса, аллисене ҫӳлелле ҫӗклесе 14. ҫапла каланӑ: эй Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ!
2 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Тата Хирам каланӑ: тӳпепе ҫӗре пултарнӑ, Давид патшана тӑн-пуҫпа шухӑшлама пӗлекен ӑслӑ ывӑл панӑ Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ мухтавлӑ, — ҫав ывӑл Ҫӳлхуҫа ячӗпе Ҫурт лартас, хӑй валли патша кил-ҫурчӗ ҫавӑрас шутлӑ, тенӗ.
2 Ҫулс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫапах та Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ аттемӗн пӗтӗм килӗнчен ӗмӗрӗпе Израиль патши пулма мана суйласа илчӗ, ӗнтӗ Вӑл Иудӑна ҫулпуҫ пулма суйланӑ, аттемӗн килӗ вара Иудӑн килӗнче шутланать; аттемӗн ывӑлӗсенчен вара пӗтӗм Израиль патшине лартма мана кӑмӑл тунӑ, 5. манӑн мӗнпур ывӑлӑмран, — Ҫӳлхуҫа мана нумай ывӑл пачӗ, — Вӑл Соломон ывӑлӑма Ҫӳлхуҫа патшалӑхӗн аслӑ пуканӗ ҫинче ларма, Израиль патши пулма суйласа илчӗ, 6. вара мана ҫапла каларӗ: Манӑн Ҫуртӑма, Манӑн картишӗмсене Соломон ывӑлу тӑвӗ, Эпӗ ӑна Хамӑн ывӑлӑм пулма суйласа илтӗм, Эпӗ вара унӑн ашшӗ пулӑп, 7. Манӑн ӳкӗтӗмсене, Эпӗ хывнӑ йӗркесене хальчченхи пекех пурӑнӑҫа килтерсе пырсассӑн, унӑн патшалӑхне ӗмӗрлӗхе ҫирӗплетӗп, терӗ.
1 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2