Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӗчӗк этемӗн пӗчӗк чунӗнче темле аслати тӗнчене кисретмелле, интернат ҫурчӗ куҫ умӗнчех тайӑла-тайӑла каймалла шартлаттарса ҫапать, пӗчӗк этемӗн пӗчӗк чунӗнчех темле ҫиҫӗм шелсӗр ҫиҫсе ӑшчике ҫунтарать.
5 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Чӑнкӑ ҫыранлӑ пӗчӗк юханшывсем, начар пӗвеленӗ пӗчӗк пӗвесем, час-часах ҫурри таран тӑрри сӗвӗнсе ӳкнӗ тӗксӗм пӳртсемпе пӗчӗк ялсем, ҫатан тытса тунӑ пушӑ итемсем хӗрринче анасласа ларакан пӗчӗк хапхаллӑ тайӑлчӑк авӑн лупасӗсем тӗл пулаҫҫӗ.
III // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Кӑвакарса кайнӑ пӗчӗк тути, нӗшӗклесе, юлашки хут уҫӑлчӗ, пӗчӗк пӗвӗ чӗтренсе илчӗ, амӑшӗ алли ҫинчен хӗрачан йӗп-йӗпе тарлӑ пӗчӗк пуҫӗ каялла усӑнса анчӗ, хӗсӗкленсе юлнӑ куҫшӑрҫиллӗ пӗчӗк Мелехов куҫӗсем темӗнрен тӗлӗннӗ пек пӑхаҫҫӗ.
22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Сад ӑсти йывӑҫ ҫинчи мӗнпур симӗс туратсене каснӑ, улмуҫҫин пӗчӗк тункати ҫеҫ тӑрса юлнӑ, ӑна та пулин ҫӳлтен икке ҫурнӑ пулнӑ, сад ӑсти ҫав ҫурӑка лайӑх улмуҫҫирен каснӑ пӗчӗк турат кӗртсе лартнӑ; каснӑ вырӑна замазкӑ сӗрсе тутӑр татӑкӗпе ҫыхнӑ, ҫумне пӗр пӗчӗк шалча лартса хӑварнӑ.
II // Василий Хударсем. Ушинский К. Д. Тӑватӑ ӗмӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 28 с. — 12–15 с.
Унтан эпӗ хамӑн столяр (ӑна ман пӗчӗк заказсене пурне те туса пама хушнӑччӗ) хам кӑтартса тӑнипе ман ҫывӑрмалли пӳлӗмре ларакан пукансенчен пысӑк та мар, пӗчӗк те мар икӗ пукан тума хушрӑм, пукан хыҫӗпе ларкӑчин йывӑҫ харшисене ҫинҫе пӑшатанпа пӗчӗк шӑтӑксем шӑтарттартӑм.
Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Сӳни-сӳнми пӗчӗк ҫутӑ ҫинче Михальчук пӗчӗк аппаратпа вӑрттӑн ӳкерсе илнӗ ҫамрӑк ҫынна курма ӗлкӗрчӗ, вӑл драпран тунӑ ҫӳхе пальтопа, ҫемҫе, ҫамка ҫинех пусарса лартнӑ шӗлепкепе, аллинче икӗ чемодан, пӗчӗк сухаллӑ, куҫне те, сӑмсине те палласа илме ҫук.
XV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Чи пысӑк ҫынпа чи пӗчӗк ҫын хушшинчи уйрӑмлӑх та чи пысӑк кӑткӑпа чи пӗчӗк кӑткӑ хушшинчи уйрӑмлӑхран пӗчӗкрех.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Юханшыв ҫийӗн инҫете пӑхсан, чи малтанах хура тӑрӑх куратӑн — ку вӑл леш е чи вӑрман, халлӗхе куҫ урӑх нимӗн те палӑртаймасть-ха, унтан пӗлӗт хӗрри ҫуталать, ҫутӑ тӑрӑхӗ сарӑлнӑҫемӗн сарӑлса пырать, халь акӑ юханшыв та, — ун тӑрӑх инҫете пӑхсан, — хура мар, сӑрӑрах тӗслӗн курӑнать; аякра-аякра пӗчӗк хура пӑнчӑсем шӑваҫҫӗ — кусем шаландӑсемпе пӗчӗк кимӗсем, хура вӑрӑм тӑрӑхсем — сулӑсем; хӑш-пӗр чухне кӗсменсем чӗриклетни, ҫынсем кӑшт сӑмахлани илтӗнет — питӗ шӑп чухне сасӑ шыв ҫийӗн аякка каять; майӗпен-майӗпен шыв ҫийӗ кӑтраланни те курӑнакан пулать, ҫакӑн тӑрӑх ку тӗлте шыв юххи вӑйлине, вӑл тунката ҫине ҫапӑннине пӗлетӗн, — шыв ҫийӗ ҫавӑнпа кӑтраланать; унтан юханшыв ҫийӗн тӗтре йӑсӑрланма тытӑнать; хӗвелтухӑҫӗнче пӗлӗт хӗрелет, юханшыва та хӗрлӗ тӗс ҫапать, леш ҫыранра мӗн пурри те йӑлтах курӑнать ӗнтӗ — авӑ, вӑрман хӗрринче пӗчӗк йывӑҫ ҫурт ларать, йывӑҫ складне хураллакан пурӑнать пулас унта, ҫуртне алапаш тукаланӑ, пӗренесем хушшинчи шӑтӑксенчен кушак та кӗме пултарать; кӗҫех лӑпкӑ ҫил тухать, вӑл пит-куҫа уҫӑлтарса вӗрет, вӑрман шӑршипе чечек шӑрши илсе килет, хӑш-пӗр чух япӑх шӑршӑ та килкелет, мӗншӗн тесен ҫыран хӗрринче ҫӗрӗк пулӑ купи выртать, унтан усал шӑршӑ сарӑлать; кӗҫех ҫутӑ кун пуҫланать, тавралӑх йӑлтӑр кулӑпа ҫиҫет тейӗн — хӗвел тухрӗ, кайӑксем юрласа ячӗҫ.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ҫын ҫакӑн пек пӗчӗк ӗҫе тума йӑлӑнса ыйтать пулсан, ҫак пӗчӗк пек туйӑнакан ӗҫ пачах пӗчӗк мар, инкек таҫта ҫывӑхрах явкаланса ҫӳренӗ пек туйӑнать.
Вӑрманти тӗтӗм // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 77–104 с.
Никодимӑн сӑмси пӗчӗк, ҫӑварӗ пӗчӗк, пит-куҫӗ пӗчӗк — вӗсем ун пысӑк пуҫӗпе тата ҫӳлӗ пӗвӗпе питех килӗшсе тӑмаҫҫӗ, халӗ унӑн пит-куҫӗ ывӑннисӗр тата маншӑн пурпӗрех тенисӗр пуҫне урӑх нимӗн те палӑртмасть.
18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Пӗррехинче, — Вера Павловна ун чухне пӗчӗк пулнӑ-ха: ҫитӗннӗ хӗрӗ умӗнче Марья Алексевна ун пек туман пулӗччӗ, ун чухне мӗншӗн тӑвас мар-ха ӗнтӗ? — пӗчӗк ача ӑнланмасть вӗт! — чӑнах та, Верочка хӑй тӗллӗн ӑнланайми пулӗччӗ те, тавтапуҫ, кухарка питӗ тӗплӗн ӑнлантарса панӑ, кухарка та ӑнлантармӗччӗ ӗнтӗ, мӗншӗн тесен пӗчӗк ачана ун ҫинчен пӗлме кирлӗ мар, анчах еркӗнпе ҫӳренӗшӗн ӑна Марья Алексевна пӗрре питӗ хытӑ хӗненӗ те, чунӗ чӑтайманнипе каласа памалла пулнӑ (тепӗр тесен, Матрена яланах шыҫмак куҫпа ҫӳренӗ, Марья Алексевна аллинчен мар, еркӗн аллинчен, — ку вара лайӑх та, мӗншӗн тесен шыҫмак куҫлӑ кухарка тытма йӳнӗрех-ҫке-ха).
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ман аттене, чухӑна, авлансан, ҫурт лартма ялӑн анат вӗҫӗнче, уй хапхин тулаш енче вырӑн панӑ пулнӑ та, атте аран-аран вӑй ҫитерсе, урамалла икӗ пӗчӗк, кил хушшинелле тепӗр пӗчӗк чӳречеллӗ пӗчӗк пӳрт лартнӑччӗ.
Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18
«Операци ирттермелли залсем кӑткӑс техникӑпа пуян, хӑйсен ӗҫне профессионалсен шайӗнче пурнӑҫлакан пӗр шухӑшлӑ сиплевҫӗсен туслӑ ушкӑнӗ чӑмӑртаннӑ. Операцисен 60 процентне ытла пӗчӗк инвазивлӑ технологисем пулӑшнипе ирттереҫҫӗ. Чи пӗлтерӗшли — ӗҫӗн ырӑ ҫимӗҫӗ: операцисен пысӑк эффективлӑхӗ тата пӗчӗк ачасем вилессин Раҫҫейри чи пӗчӗк кӑтартӑвӗ — 3,3 промилле. Вӗсене ҫӗнсе илмешкӗн мӗнлерех тӑрӑшма тивнине тата ача-пӑча хирургӗсем пысӑк тӳпе хывнине пурте аван туятпӑр», — ҫапла хакланӑ Владимир Круглый регионти ертсе пыракан ача-пӑча сиплевӗн учрежденийӗн ӗҫне.
Шупашкарта - ача-пӑча хирургӗсем // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№
Механизмӑн пӗчӗк калӑпӑшӗ вӗсене капӑр формӑсемпе кӑларма май парать, хронометрсем вӑхӑт сыпӑкӗсене ҫеккунтран та пӗчӗкрех виҫе таран тӗрӗс виҫме пултараҫҫӗ.
Алӑ сехечӗ // Владислав Николаев. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%90%D0%BB%D ... 1%87%D3%97
Пӗчӗк ҫӗрпӳрт часах ӑшӑнчӗ, пӑрланнӑ пӗчӗк кантӑк ирӗлсе шывланчӗ.
Вӑрманти ыйткалакан // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Елизавета Александровна калашле, пӗчӗк чух пӗчӗк хуйхӑ, пысӑклансан - пысӑкки.
Пурнӑҫ сӑпкара сиктермен // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/purnac-sapkara-si ... ermen.html
Пӗчӗк ҫынпа пӗчӗк ӗҫ тӑвать-и?
Пӗрлӗхре — вӑй! // Юрий ПЕТРОВ Сантус-Ара. http://gazeta1931.ru/gazeta/12352-p-rl-khre-v-j
«Пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх тата уйрӑм предпринимательлӗх пуҫарӑвне пулӑшу парасси» наци проекчӗн шайӗнче Пушкӑртри пӗчӗк тата вӑтам бизнес хӑйӗн ӗҫне аталантарас енӗпе комплекслӑ пулӑшу ӗҫӗсемпе усӑ курма пултарать.
Пушкӑрт туризм компанийӗсем бизнеса аталантарма пулӑшу илме пултараҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... ra-3877185
Кашни ҫул «Пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх субъекчӗсене аталантарасси тата пулӑшасси» муниципалитет программисен шутӗнче финанс пулӑшӑвӗ параҫҫӗ, пилӗк ҫул хушшинче 33 пӗчӗк предпринимательство субъектне пулӑшу панӑ.
Республикӑн инвестици политикин тӗп инструменчӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... ch-3876256
— Пӗчӗк пепкем, манӑн пӗчӗк ылтӑнӑм!
Эпилог // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.