Корпус чувашского языка

Новые

Кивӗ Чукал ялӗн ҫыннисене хӑйне евӗрлӗ пӗр мероприяти тӗл пултарчӗ

Помоги переводом

Ҫемье ҫулталӑкӗнче — урам уявӗ // Дания Нуртдинова, Дилюзя Зурдеева. https://chuprale-online.ru/news/khyparse ... -uram-uiav

Тӗл пултӑмӑр виҫӗ хӗр тантӑш\: Икӗ Нина, пӗр Зина. Пӗр-пӗрне эпир питӗ юратнӑ, Никам та пӗлмест халь ҫавна.

Помоги переводом

Кӑмӑллӑ тӗлпулу // Зинаида Муллина. https://chuprale-online.ru/news/khyparse ... 1723184002

Йывӑр пулчӗ ҫав уйрӑлмашкӑн, Пӗрле ҫитӗннӗ хӗрсене. Ах, мӗншӗн кассӑра сутмаҫҫӗ Ҫамрӑклӑх патне билетне.

Помоги переводом

Кӑмӑллӑ тӗлпулу // Зинаида Муллина. https://chuprale-online.ru/news/khyparse ... 1723184002

Атьсем юнашар пӑхса тӑчӗҫ, Пирӗн савнӑҫа пайласа. Куҫҫӳлӗсем витӗр сӑнарӗҫ, Пит йывӑр пулать уйрӑлма.

Помоги переводом

Кӑмӑллӑ тӗлпулу // Зинаида Муллина. https://chuprale-online.ru/news/khyparse ... 1723184002

Ҫимӗк вӑййине вылямашкӑн Тухрӑмӑр аслӑ ҫереме. Калаҫрӑмӑр, култӑмӑр, савӑнтӑмӑр Ырӑ кун сунса пӗр-пӗрне.

Помоги переводом

Кӑмӑллӑ тӗлпулу // Зинаида Муллина. https://chuprale-online.ru/news/khyparse ... 1723184002

Тӗл пултӑмӑр виҫӗ хӗр-тантӑш Ҫак Аслӑ Ҫимӗк кунхине. Тен, пире ҫӳлтен Туррӑмӑр курчӗ, Пӗр касӑ пачӗ ҫумӑрне.

Помоги переводом

Кӑмӑллӑ тӗлпулу // Зинаида Муллина. https://chuprale-online.ru/news/khyparse ... 1723184002

Кунӗ пулчӗ лӑпкӑ та ӑшӑ, Сар хӗвел сапалать ҫутине. Тӗл пултӑмӑр виҫӗ хӗр-тантӑш, Нумайранпа курман пӗр-пӗрне.

Помоги переводом

Кӑмӑллӑ тӗлпулу // Зинаида Муллина. https://chuprale-online.ru/news/khyparse ... 1723184002

Юратусӑр пулмасть ҫут тӗнче! Юратусӑр вилет чун-чӗре! Юратар-ха, туссем, юратар, Юратма пӗлнӗрен савӑнар.

Помоги переводом

Юрату пулнӑран ҫӗр ҫинче... // Людмила Семенова-Ульянова. https://chuprale-online.ru/news/khyparse ... 1723184002

Юратар-ха, туссем, юратар, Юратса пӗр-пӗрне ыр сунар. Юратар-ха ҫемье савӑнмалӑх! Юратар-ха тӗнче ӑмсанмалӑх!

Помоги переводом

Юрату пулнӑран ҫӗр ҫинче... // Людмила Семенова-Ульянова. https://chuprale-online.ru/news/khyparse ... 1723184002

Юрату пулнӑран ҫӗр ҫинче Юрату пулнӑран ҫӗр ҫинче Килӗшсе пӗрлешет ик чӗре. Юрату пулнӑран ҫӗр ҫинче Кайӑксем те ҫавраҫҫӗ ҫемье.

Помоги переводом

Юрату пулнӑран ҫӗр ҫинче... // Людмила Семенова-Ульянова. https://chuprale-online.ru/news/khyparse ... 1723184002

Хӑватланса кӑтарт-ха ялӑм, Юрру-ташшу ҫӗклентӗр ҫӗр ҫинче. Саплӑк ҫинчен савса калаҫрӑм, Атя юрлар-и, туслӑх кӳллинче!

Помоги переводом

Юратнӑ ялӑм // Наталия-Хӗвел. https://chuprale-online.ru/news/khyparse ... 1723184002

Ҫунатланса вӗҫсе хӑпар эс! Ҫӗр ҫийӗн хумхантӑр ҫунатту! Чӗре таппи, эс манӑн пурнӑҫ! Санран шав юхтӑр юрату!

Помоги переводом

Юратнӑ ялӑм // Наталия-Хӗвел. https://chuprale-online.ru/news/khyparse ... 1723184002

Ҫемье йӑви тӗреклӗ пултӑр, Ун чух ҫеҫ сӳнмӗ тӑван ял! Ачи-пӑчи нумай ҫуралтӑр, Нихҫан эс пулмӑн чухӑн ял.

Помоги переводом

Юратнӑ ялӑм // Наталия-Хӗвел. https://chuprale-online.ru/news/khyparse ... 1723184002

Эп ҫак ялта ӳсмен пулин те, Мана пит ҫывӑх пур ҫынсем. Ӳссе пыран ачи-пӑчи те, Пулаҫ маттур яш-хӗрӗсем.

Помоги переводом

Юратнӑ ялӑм // Наталия-Хӗвел. https://chuprale-online.ru/news/khyparse ... 1723184002

Кил умӗнчи ӳсекен хурӑн та пуҫне уснӑ, ҫулҫисене шӗплеттерсе илет, пӗчченлӗхре пулнине каласшӑн пек туйӑнать.

Помоги переводом

Пушаннӑ ҫурт // Юрий Адъютантов. https://chuprale-online.ru/news/khyparse ... pusann-urt

Ҫук ҫав, апла мар пурнӑҫ урапи малаллах кусать.

Помоги переводом

Пушаннӑ ҫурт // Юрий Адъютантов. https://chuprale-online.ru/news/khyparse ... pusann-urt

Ҫинук аппапа Ҫеруш тете мӑнукӗсене кӗтсе ларӗччӗҫ сак ҫинче, ытамне илсе пылак ҫимепе сӑйлӗччӗҫ.

Помоги переводом

Пушаннӑ ҫурт // Юрий Адъютантов. https://chuprale-online.ru/news/khyparse ... pusann-urt

…Эх, каялла тавӑрма пулсан вӑхӑта?

Помоги переводом

Пушаннӑ ҫурт // Юрий Адъютантов. https://chuprale-online.ru/news/khyparse ... pusann-urt

Кӑлӑхах, яла мар, хуланалла пурӑнма юлчех.

Помоги переводом

Пушаннӑ ҫурт // Юрий Адъютантов. https://chuprale-online.ru/news/khyparse ... pusann-urt

Ҫинук та апла шутламан, тӗп никӗсре — тӗпчӗк ывӑлӗ тымар ярӗ тесе ӗмӗтлӗннӗ.

Помоги переводом

Пушаннӑ ҫурт // Юрий Адъютантов. https://chuprale-online.ru/news/khyparse ... pusann-urt

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней