Корпус чувашского языка

Новые

Тусӗсем ӑна каллех хисеплесе пуҫ тайрӗҫ, Антунпа тепӗр малтанхи ристан япалисене тата айккинерех тапа-тапа сирпӗтсе, нар ҫине унпа юнашар пырса вырнаҫрӗҫ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Эсир те канма пултаратӑр, — терӗ ыттисене темле ҫав тери пысӑк ырлӑх панӑ пек.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Упа пекки, пӗҫҫисене чаркаласа, вӗсем урлӑ йӗрӗнчӗклӗн пуса-пуса каҫса кайрӗ, аялти нар ҫине пырса ларчӗ, ик аллине чӑмӑртаса, юлташӗсене тав турӗ, унтан канлӗн кӑна тӑсӑлса выртрӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Лешсем, — ҫав тери сӑпайлӑ ҫынсем тейӗн ҫав, — пуҫ тайрӗҫ те, нар патне пырса, ҫын япалисене урайне кӑпӑр-капӑр шӑлса ывӑтрӗҫ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӗсенчен пӗри, сӑнӗпе этеме мар, ытларах упана аса илтерекенскер, алӑкран кӗнӗ-кӗмен унталла-кунталла чӑл-чал пӑхса илчӗ, Антунпа юлташӗн аялти нар ҫинчи — ыттисем тухса кайсан, тахҫанах ҫирӗпленнӗ йӑла-йӗркепе, вӗсем унта куҫнӑччӗ — япалисем ҫине тачка пӳрнипе тӗллерӗ те: — Халех тасатӑр ман вырӑна ҫав ӑпӑр-тапӑртан! — хушрӗ хӑйпе килнӗ тусӗсене.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавсем шӑпах Антунпа тепӗр ристан кӑна юлнӑ камерӑна лекрӗҫ те ӗнтӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Канаш станцийӗнчен кӑнтӑралла каякан пуйӑс ҫинчен тытса антарнӑ вӑрӑсем тет-и.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ун чухне вӗсен камерине кӑшт маларах ирӗке тухнисем вырӑнне харӑсах тӑватӑ ҫынна пырса ячӗҫ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Антуншӑн ҫавнашкал пысӑк улшӑну сентябрь уйӑхӗнче пуҫланчӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑнпа тӗрмере, каларӑмӑр ӗнтӗ, кашни кун мӗн те пулин улшӑнатех.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тата ирӗкрен тӗрлӗ хыпарсем те ҫитсех тӑраҫҫӗ, хӑшӗсем пӗр хӑлхаран кӗрсе тепринчен тухса каяҫҫӗ, хӑшӗсем вара уйрӑм ҫынсене самаях витӗм кӳреҫҫӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кӑмӑл тӗлӗшпе кашни расна вӗсем.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Мӗншӗн тесен ристансем пӗрисем тухса каяҫҫӗ, вӗсен вырӑнне теприсем килеҫҫӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапла ҫулталӑк та, икӗ, виҫӗ ҫул та хуллен иртетчӗҫ-и, анчах тӗрмери пурнӑҫ вӑл, хуранти пӑтӑ пек, ялан пӗр ҫерте пӑтраш ӑнать пулин те, пӗр евӗрлӗ мар, пачах урӑхла, кунсерен улшӑнса пырать.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫӗрле кӑна эс пушанасса кунӗпе кӗтсе ывӑннӑ шухӑшсем ярса илеҫҫӗ те сана йӑвалантараҫҫӗ вара хытӑ нар ҫинче енчен енне…

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӗҫре вара тепӗр чухне ху кунта мӗншӗн, хӑҫанлӑха лекнине те манатӑн, темле ҫӑмӑллӑнрах туйма тытӑнатӑн.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тӗрме вӑл — пысӑк хуҫалӑх, каскалама пултаракан ҫын валли унта ӗҫ тупӑнсах тӑрать.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл йывӑҫ каскалама ӑста иккенне пӗлсен, ӑна тӗрлӗ ӗҫ хуша пуҫларӗҫ: е столовӑйри сӗтел-пукана юсамалла, е пуҫлӑхсен пӳлӗмӗсенче урай улӑштармалла, е караул пӳртӗнче нарсем туса лартмалла…

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Антун тӗрмере пӗр виҫӗ уйӑх чиперех пурӑнчӗ темелле.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сакӑр ҫул вӗренмелли шкулта ӗҫлет-ҫке вӑл!

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сайт:

 

Статистика

...подробней