Корпус чувашского языка

Новые

…Ирхине вӑл пуҫ та, шӑмшак та ҫав тери ыратнипе вӑранса кайрӗ, йынӑшса ячӗ, ҫавӑнтах, каҫхине мӗн пулса иртнине аса илсе, хӑйне алла илчӗ те шӑлне ҫыртрӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ҫитӗ, вӗлерсех пӑрахар мар, срока тӑсса парӗҫ, — тенине кӑна илтрӗ Антун тӑнне ҫухатиччен.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пурпӗр Корольпа тусӗсем ӑна аяла персе чикрӗҫ, вара тӑнран кӑларичченех тапрӗҫ те ҫапрӗҫ, ҫапрӗҫ те тапрӗҫ…

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Антун тем пекех хастаррӑн хирӗҫ тӑчӗ, пӗрне кӑвапаран аяларах лектерсе тӑнран кӑларчӗ, тепринне сӑмсине нимӗрлентерсе ячӗ…

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хайхи Короле те чун кӗчӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапах пӗччен пӗчченех ҫав, Антуна Валетпа тусӗсем хупӑрласа илчӗҫ ӗнтӗ, виҫҫӗн виҫӗ енчен пырса усӑнчӗҫ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Лешӗ стена ҫумне кайса ҫапӑнчӗ, Валет пекех, чылайччен сывлӑш ҫавӑраймасӑр аптӑрарӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Антун нар хушшине вӑшт сиксе тӑчӗ те Короле чӑмӑрӗпе карланкӑран тӑрӑнтарчӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах ӑна-кӑна виҫсе хакламалли самант мар.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ай-яй йывӑррӑн ҫапӑнчӗ вӑл, пӗр пӑт пуканӗпе кӳплеттерчӗ тейӗн.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Антун пӑрӑнса ӗлкӗреймерӗ, тӑхлан муклашки пек сулмаклӑ чӑмӑр ӑна хулпуҫҫинчен пырса лекрӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хайхи Король сулахай аллипе Антун енне сулам пек турӗ те, сылтӑммипе пӗтӗм вӑйран туртса ҫапрӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӑҫтан пӗлтӗр-ха вӑл ҫынни ку хӑй вӑхӑтӗнче тимӗрҫӗ лаҫҫинче пысӑк мӑлатука кунӗ-кунӗпе сула-сула самаях вӑй пухнине.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Антун хӑйӗнчен хӑрпӑкрах курӑннипе, Король унран хӑрамарӗ курӑнать.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑнпа сана ниепле те каҫарма пултараймастӑп.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Анчах эс, шестерка, ман ҫынна кӳрентертӗн.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Маттур! — ырланӑ пек пулчӗ вӑл Антуна.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫакна пӑхса ларакан утаман ӗнтӗ хӑй тӑчӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Антун чӑмӑрӗ пырса кӳплетнипе сывлӑш ҫавӑраймасӑр антӑхрӗ вӑл, варне сулахай аллипе тытса, пӗр вырӑнта ҫӗлен пек авкаланчӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Валет ыратнипе кӑшкӑрса-йынӑшса ячӗ, ҫавӑнтах нӑк! кӑна шӑпланчӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сайт:

 

Статистика

...подробней