Корпус чувашского языка

Новые

Ула Тимӗр шӑлавар кӗсйинчен ҫӗҫӗ кӑларчӗ, ун вӗҫӗпе пӗр кӑмпине тирсе ҫӗклерӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Ҫитет!» — чӑтаймарӗ Ула Тимӗр, вара чӑшлакан, сӑмсана тутлӑн кӑтӑклакан, пӑсланакан кӑмпасене вут ҫинчен илчӗ те, пырне курак чӗппи пек сассӑр кх-х-х! хыртарса илсе, «шампур» вӗҫӗнчен кӑшӑлт-кӑшӑлт турта-турта хӑтарса, чӗрӗ чӑрӑш тураттисем ҫине сиктерчӗ, ҫӑвара шыв килтерекенскерсене пӳрнисемпе тӗкӗнкелесе пӑхрӗ — исленичченех ӗлкӗреймен иккен-ха, ҫӑваралла алхапӑл ӑсатма та васкамалла мар: пӗҫереҫҫӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ак ӗнтӗ вӗсем, кӑнчӑр пулса, пат та пат «ҫу» тумлаткаласа, пӗркеленсе-катрашкаланса, хӗррисемпе кӑмрӑкланма та пуҫларӗҫ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Васкать, васкать, ҫулӑм тӗлне туса, апла та капла ҫавӑркалать, кутӑн та пуҫӑн тыткалать кӑмпасене Ула Тимӗр.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хырӑм вара, хӑш-пӗр мыскараҫӑ калашле, пӗртте вашават, йӳнеҫӳллӗ хуняма пек мар: ҫимелли ыйтса васкатать те васкатать.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кӑмпасене мангалсӑр кӑвар ҫинче тытса ларма та самаях вӑхӑт кирлӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Анчах хӑҫанччен кӗтмелле-ха шӗл кӑвар «пиҫсе», шӑранса ҫитессе?

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Шӗл кӑвар вӗрилӗхӗ те ҫитет ӑна.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Шашлӑк тумалли аша нихӑҫан та ҫулӑм ҫинче ӑшаламаҫҫӗ, унсӑрӑн унран деликатес мар, кӑпӑш кӑмрӑк пӗркеленчӗкӗ кӑна тӑрса юлма пултарать.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Нумаях та вӑхӑт иртмерӗ, ӗнтӗ тӗркӗшсе, карласа, ырӑ йытӑ-кушак чӗлхилене-чӗлхилене парӑлтатса ҫунма пуҫланӑ кӑвайт ҫинче «шампур» ҫине тирнӗ, чӗрӗ аш касӑкӗсем вырӑнне йышӑннӑ ултӑ кӑмпа (ҫутӑра курӑнчӗ: иккӗшӗ ут тути, ыттисем хурӑн тата ӑвӑс кӑмписем иккен) пӑш-пӑш ӑшаланма та пуҫларӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ӑшши-пӑшши хыпаланмасӑр, тулли кӑмӑлпа пуҫӑнчӗ вӑл «шашлӑк» хатӗрлекен ӗҫне.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чи малтан кӑвайта лешӗн, ал хурси тачкӑшлӗ хӑрӑк йывӑҫӑн, вут-ҫулӑм ҫулаймасӑр, хыпса ҫӑтаймасӑр юлнӑ пӑсӑрланакан юлашкипе «апатлантарчӗ», унтан чӗрӗ чӑрӑш тураттисем ҫине шашлӑк чысне тивӗҫнӗ кӑмпасем ҫывӑхнерех ларчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Йывӑҫа Ула Тимӗр, пехле-пехле, тӗпӗнчен ҫӗҫӗпе касса илчӗ, унтан, тӑршшӗне хӑлаҫ тӑршшӗ хӑварса, шӑнӑрӗ ҫирӗпленме ӗлкӗреймен тӑррине касса татрӗ, тураттисене иртрӗ, вара пулас «шампура» кӑвайт патне илсе пычӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ун пек яштака ҫамрӑк йывӑҫ вулисенчен е туратсенчен вӑлта хулли тӑваҫҫӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫӳллӗшӗпе… мӗнле калас…

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вулли ытлашши йӑплака та, кӑтрашкаллӑ та, туратлӑ та мар (ӑвӑс е хыр пулчӗ-ши?).

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тинех мӗн кирли тупӑнчӗ пулас.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ак алла хӑйӗн тӑван-туканӗпе йӑввӑн-йӑввӑн ӳсекен пӗр ҫамрӑк йывӑҫ лекрӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӑш-пӗр тӗлте е йывӑҫӑн хӑйпӑнчӑкне, е хуҫӑлнӑ турат тӗпне, е йӗплӗ вулӑллӑ тӗмӗ ҫине пыра-пыра тӗрӗнсе, тӑрӑнса, Ула Тимӗр ал лапписемпе пӳрнисене ыраттарса, юнлантарса, шӑрпӑк та кӗрткелесе пӗтерчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Анчах чуна тивӗҫтерекенни тӳрех ниепле те тупӑнаймарӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сайт:

 

Статистика

...подробней