Новые
Ав мӗнле «пыл хурчӗ» чуна ҫуйхӑн ертнӗ иккен!
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Умри вӗр-тӗттӗм вӑрман та халӗ яр-ҫуттӑн ҫуталса кайрӗ, тейӗн.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫав хушӑрах ун ӑшӗнче темскер, ытла та хаклӑскер, йӑшӑлт вӑранчӗ те пӗтӗм чун-чӗрине ыррӑн-ыррӑн хускатса, хумхантарса ячӗ, кӑштахран вара куҫӗ умне майӗпен ытла та ҫывӑх ӗлке, чӗрери ҫурхи хӗвел — Полина сӑнарӗ — ҫӗкленсе-тӗсленсе, хӗрелсе-чечекленсе тухрӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ула Тимӗр тӗвӗсӗр, тӗссӗр шухӑшлӑн тӗкӗрленсе хытнӑ куҫне вут ҫине ӳкерчӗ, анчах тӗннӗ, тӑнтанланнӑ ӑс-тӑнӗ умра нимӗн те «ӑслаймарӗ», витӗрлеймерӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Уҫӑ вучах, сасси шала кайнӑ пулин те, ташшиюррине тӗксӗмлетмен-ха.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ула Тимӗре халӗ темшӗн ҫав тери лайӑх, ун чун-чӗрине, ҫемҫен-ҫемҫен ирӗлтерсе, темскер ыррӑн-ыррӑн, тутлӑн-тутлӑн пиелет, ҫунатлантарать, ҫав хушӑрах йӳҫҫӗн-йӳҫҫӗн те кӗвелӗклентерсе, пӑлхаткаласа илет.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Никам та чӑрмантармасть, нимӗн те илтӗнмест, ун пек ыйхӑ вӗҫнӗ авӑксенче вара тӑрӑ ӑс-тӑн ҫивӗчленет, инҫе шухӑш ҫиппи пӗр арканмасӑр-чӑлханмасӑр тӑсӑлать, аса е ырри, е усалли ҫеҫ ӗрӗхсе килет.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Шӑмми-шакки те алли-ури сӑрӑлтатса лӑштӑрах кайнине пула пӑртак пусахланчӗ-ха, анчах, амутке, ыйӑхӗ тутлӑн канӑҫ парса пуснине пӗртте туймарӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫапла кӑмпасемпе мӑй таран тутӑ пулса, Ула Тимӗр, лӑнкӑрт-лӑнкӑрт лӑнкӑртатса, кӗленчерен шыв ӗҫрӗ, тутине ал лаппипе типтерлӗн шӑлса илчӗ, вара шывӗ чӑх сыпса тӑранмалӑх ҫеҫ юлнӑ кӗленчине рюкзакӑн ҫиелти пӗр кӗсйине чикрӗ, ҫав сулӑмпах хӑйне, рюкзакне, ӑҫта кирлӗ — тӳмелерӗ, ӑҫта кирлӗ — тӑтӑхлӑ, тӑп-тӑп ҫыхрӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Пӗр кӑмпине те хӑвармарӗ — пурне те «карта урлӑ ялт! сиктерчӗ, ланкашкана ланк! антарчӗ» (кӑмписем пысӑкскерсемех пулмарӗҫ).
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Халӗ ӗнтӗ ҫӑкӑр кӑна мар, ҫак кӑмпасем те ҫӗр ҫинче ҫук тутлӑ деликатес пек туйӑнчӗҫ Ула Тимӗре.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Тӑварпа татах та тутлӑрах иккен.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Анчах шӑлӗсем ниепле те ҫурма чӗрӗ, ҫав-ҫавах пӗҫерекен ҫимӗҫе ҫителӗклӗн чӑмласа ватма, «пӑтӑлантарса» вӗтетме ӗлкӗреймерӗҫ — выҫӑ хырӑм чӑтӑмлӑхӗ шартах татӑлса кайнипе карланки ӑна янкӑлт кӑна сиктерсе антарса ячӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫакна тусан кӑмпана ҫӑвар тулли ҫырта-ҫырта илчӗ те «арманне» паҫӑрхинчен те ӗмӗтсӗртереххӗн авӑрттарса ячӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
«Ара, манӑн тӑвар пур-иҫ!» — аса илчӗ Ула Тимӗр, вара сулахай аллипе иккӗмӗш кӑмпана тирнӗ ҫӗҫҫине тытса сылтӑммипе рюкзакӑн пӗр кӗсйинчен спичка курупки кӑларчӗ, ещӗкне пӳрнепе тӗксе уҫрӗ, унтан пӗр чӗптӗм тӑвар чӗпӗтсе илчӗ, вара пӑртак сӑпрамланнӑ тӑвара кӑмпа ҫине чухласа кӗрпеллӗ юр пек «ҫутарчӗ».
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Мӗнех, ӑш кӗленипе-ши, хырӑмра хальлӗхе нимӗнле «хирӗҫтӑру» та пулмарӗ-ха.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Аш пекех иккен!
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Вӑл «хырӑм йӑпатмӑша» чӑтӑмсӑррӑн хӗрринчен нӑтӑрт! ҫыртса илчӗ, ҫӑварта апла та капла сиктеркелерӗ, чӑмлакаланӑ пекки те турӗ, вара ҫӑтрӗ те ячӗ (пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать тенине аса илчӗ пулинех.)!
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Чӑнах, кӗҫех кӑмпа пӑртак «кунӗленнӗ» пек туйӑнчӗ ӑна.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
«Ӗф-ф-ф-ф! Ӗф-ф-ф-ф! Ӗф-ф-ф-ф!» — хыпалансах, ӑшши-пӑшши ӗфлетрӗ вӑл кӑмпа ҫине ун вӗрилӗхне хӑвӑртрах иксӗтес тесе.