Корпус чувашского языка

Короткие

Икӗ мулкача хӑваласа тытма ӗмӗтленчӗ кунпа хӗр: пӗрре — ҫемье ҫавӑрма ирӗк илет, тепре — Санькӑн, пулас упӑшкин, ҫакӑн хыҫҫӑн хӑюлӑхӗ татах хутшӑнӗ; ара, хӑй юратӑвӗ ҫинчен район пуҫлӑхне пӗлтерме хӑюлӑх ҫитернӗскер, вӑл хамӑр йышра та пит вӑтанса ҫӳремӗ ӳлӗмрен…

Помоги переводом

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Пурнӑҫра пӗрремӗш хут пӗр-пӗрин ҫумне ларса курнӑ хӗрпе каччӑшӑн, халиччен кун пирки ӗмӗр тума май ҫук япала ҫинчен шутланӑ пек ҫеҫ ӗмӗтленнӗскерсемшӗн, ҫапла ним чӗнмесӗр юнашар ларни те савӑшса пиҫнӗ яшсем ыталанса чуптунинчен ҫӗр хут ытларах чӗрене сиктернӗ…

Помоги переводом

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Анчах та чӑвашлатнӑ варианчӗсем термин картне лараймаҫҫӗ: вӗсем вырӑс варианчӗсенчен вӑрӑмрах, ҫавӑнпа предложенисенче ытти сӑмахсемпе ҫыхӑнтарса калама пур чухне меллӗ мар (асӑрхӑр; кабель хуракан хӗрарӑм кабель хурать, фрезерлакан рабочи фрезерлать т. ыт. те).

Помоги переводом

1 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.

Пуҫтарӑннӑ ҫынсем самай ӗшенетчӗҫ пулмалла, — пӗр сехетлӗхе тӑхтав тӑватчӗҫ, юнашарти буфета кӗрсе, васкаварлӑн бутерброд пекки хыпкалатчӗҫ, турӑх ӗҫсе уҫӑлатчӗҫ, вара, тепӗр кана пуҫтарӑнса, ӗнер пуҫланӑ пухӑва яра куна тӑсатчӗҫ, тата ытларах хӗрсе калаҫатчӗҫ…

Помоги переводом

Аркадий Ӗҫхӗл // Илпек Микулайӗ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 69–70 с.

Кам мана ҫапӑҫу хирӗнчен илсе тухнӑ, сурана кам тирпейленӗ, Ленинграда мӗнле илсе ҫитернӗ — халь ӗнтӗ калама пултараймастӑп, ҫавна ҫеҫ астӑватӑп: мана, ураран аманнӑскере, икӗ санитарка, насилкки-мӗнӗпех, машина ҫинчен антарчӗҫ те госпиталь коридорне йӑтса кӗчӗҫ.

Помоги переводом

Этем тени // Сергей Юшков. «Тӑан Атӑл», 1966 ҫул, ака уйӑхӗ, 4№. — 55–61 с.

«Чӑваш Республикинчи яллӑ территорисене комплекслӑ аталантарасси» программӑпа килӗшӳллӗн ял тӑрӑхӗсенче пӗтӗмпе 174 км ҫул юсанӑ, 916 пуҫаруллӑ проекта, ял территорийӗсен хӑтлӑхӗн 16, компактлӑ ҫурт-йӗр застройкин 1, комплекслӑ аталанӑвӗн 7 проектне пурнӑҫа кӗртнӗ.

Помоги переводом

Ялсене комплекслӑ аталантарасшӑн // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11306-ya ... ntarassh-n

Чӑваш Республикин Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерствин «Комсомольскинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӗ» бюджет учрежденийӗн ӗҫченӗсем хӑйсен хӳттине илнӗ ҫынсемпе яланах сӑпайлӑ та ӑшшӑн калаҫаҫҫӗ, вӗсене пӗтӗм ыйтупа пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ.

Помоги переводом

Йывӑр лару-тӑрӑва лекнисене пулӑшаҫҫӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d0%b9%d1%8 ... %ab%d2%ab/

Ҫакӑ ҫеҫ паллӑ: Сахвине урам урлӑ ларакан, ялан куҫа курӑнса тӑракан чалӑш пӳртри Ятламаспа амӑшне кунӗн-ҫӗрӗн ылханать, Ятламасӗ вара хӑйне хирӗҫ чалӑш пӳртри катӑк шӑллӑ карчӑкпа унӑн чӗмсӗр упӑшкине кашни утӑмра тӗнчери чи усал та киревсӗр сӑмахсемпе асӑнать.

Помоги переводом

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тутар АССР НКВД Следстви управленийӗн пуҫлӑхне Дорфман подполковника мӑшӑрне «халӑх тӑшманӗ» тесе сасартӑках арестленӗ хыҫҫӑн ырӑ хӗрсемпе ӳсӗрле аскӑнланса ҫӳренӗшӗн — «за аморальное поведение» нумай пулмасть званине чакарса Мускавран Хусана куҫарнӑ пулнӑ.

Помоги переводом

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сылтӑм аллинчи туйине вӑл е пӳрнисем ҫинче вӗлтӗр-вӗлтӗр ҫавӑркаласа илет, е калаҫнӑ хушӑра ӑна сӑркӑҫпа (кистьпе) картина ӳкернӗ чухнехи пек вылятать, е хул айне хӗстерет, е ҫурӑм хыҫне тытать, е тата унпа тротуар хӗрринчи чул катӑкӗсене шӑк-шак тутарса хускатать.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Вӗсенчен паллӑраххисем ҫаксем: «Вот и все» (1928), «Трижды бездельник» (1932), «Инакомысляший» (1932), «Книга о ложной свободе» (1932), «Южные мелодии, северные напевы» (1934), «О погоде болтать разрешается» (1934), «Узорчатая кайма» (1936) тата виҫӗ томлӑ «Цзецзетински сборник» (1937).

Помоги переводом

Китай халӑхӗн аслӑ писателӗ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 3–7 стр.

Хӗвеланӑҫ Германире Аденауэр (вӑл та Америка хушнине пурнӑҫласа пырать) ҫӗнӗ ҫул ячӗпе США президенчӗ патне янӑ ҫырура ҫирӗппӗн ҫакна шанса тӑнине палӑртнӑ: 1953 ҫулта «Европа ҫарне» туса хурӑпӑр, ҫапла вара гитлерла вермахт тепӗр хут ҫӗкленесси пурнӑҫа кӗрӗ, тенӗ.

Помоги переводом

Тӗнчери лару-тӑру // И. Артемов. Коммунизм ялавӗ. - 1953. - 23 декабрь (№ 253). - С. 4.

Эпӗ ӑна мӗн ачаран пӗлнӗ, мӗншӗн тесен Сергеев Ивана Ксени аппапа унӑн мӑшӑрӗ, малтан «Соревнование», каярахпа ҫӗнӗ, «Путь Ленина» ят илнӗ колхозӑн бригадирӗнче пӗр улшӑнмасӑр 20 ҫул ытла ӗҫленӗ Александр Демьянов тӗпленсе пурӑннӑ Карсак урамӗнче яланах кураттӑм.

Помоги переводом

Вун тӑхӑр ҫулхи каччӑсене герой ятне памалла пулнӑ // Василий ЛАПИН. https://kanashen.ru/2024/09/20/%d0%b2%d1 ... %bc%d0%b0/

Мӗншӗн Садуров художникӗн Чернобыльте ӳкерсе килнӗ картинисене, вӗсене халиччен Мускаври тата ытти хуласенчи выставкӑсенче пӗрре ҫеҫ мар кӑтартнӑ пулин те, тӑван республикӑра выставка йӗркелеме художнике ҫамрӑксен хаҫатӗнче хӳтӗлесе ҫырнӑ хыҫҫӑн ҫеҫ йышӑннӑ?

Помоги переводом

VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Ӑна уҫнӑ май шкул директорӗ Петр Шашкин неонацизма хирӗҫ пирӗн пултаруллӑ ентешсем, нумаях пулмасть шкул коридорӗпе чупнӑскерсем, парта хушшине ыттисемпе юнашар ларса вӗреннӗскерсем, лӑпкӑ пурнӑҫа хӳтӗлекенсем, урӑхла каласан чӑн-чӑн паттӑрсем тӑнине палӑртрӗ.

Помоги переводом

Паттӑрсемпе мӑнаҫланатпӑр! // Надежда ОСИПОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/52530-patt ... aclanatp-r

Ун пек кӗнекесем уйрӑмах ҫамрӑксемшӗн усӑллӑ, мӗншӗн тесен вӗсем, чӑваш халӑхӑн ӗлӗкхи асаплӑ пурнӑҫне сапласа парса, хальхи пурнӑҫа тата ытларах юратма вӗрентеҫҫӗ, коммунизмшӑн кӗрешме хӑвхалантараҫҫӗ, хӑйсен пурнӑҫри тӗллевне тарӑнрах ӑнланса илме пулӑшаҫҫӗ.

Помоги переводом

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Пӗр-пӗр А точка урлӑ горизонтальлӗ лини туртӑр та ун ҫине хамӑр суйласа илнӗ лини татӑкне (5 мм тӑршшӗскере) 7 хутчен хурса тухар; вара АВ лини татӑкӗ пире А точкӑн хӑвӑртлӑхӗ горизонталь тӑрӑх сулахайран сылтӑмалла кайнине тата вӑл 7 см/сек-па тан пулнине кӑтартать.

Помоги переводом

1. Тӳрӗ лини тӑрӑх пулакан движени // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Умӗнче ҫакӑн сӑлтавне уҫса панӑ; Виссарион та, Иваҫ та автокран ҫине ларма килӗшмен иккен, Акимов вӗсене кунашкал итлеменни вӗсемшӗн япӑхпа вӗҫленессине темиҫе хут асӑрхаттарнӑ ҫӗртех кутӑна пенӗ, ҫапла майпа стройучастока юриех сиен кӳресшӗннине кӑтартса панӑ.

Помоги переводом

2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Районӑн Хисеп кӗнекине РФ субъекчӗсен патшалӑх влаҫӗн органӗсен ӗҫне йӗркелеме пулӑшакан пайӑн начальникӗ Николай Иванович Иванов (Тушкил), Эдуард Сергеевич Ушаков краевед, «Отделка ӗҫӗсен управленийӗ» обществӑн директорӗ Иван Николаевич Лукин ячӗсене кӗртнӗ.

Помоги переводом

Тар кӑларса ӗҫленӗ хыҫҫӑн, ай, савӑнтӑмӑр та акатуйра // А.НИКИТИНА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.06.15

— Ну, Славик, киле чипер ҫитмелле пултӑр, — ачана ҫурӑмӗнчен ачашшӑн лӑпкарӗ отряд вожатӑйӗ, — ялти ачасене лагерь ҫинчен каласа пар, ху вӗреннӗ юрӑ-ташӑсемпе вӑйӑсене вӗрент вӗсене, ачасен туслӑхӗ ҫинчен каласа кӑтарт, пурнӑҫра малашне те тӳрӗ чунлӑ та ӗҫчен пул.

Помоги переводом

«Эп сана кӗтетӗп, Славик!» // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 137–186 с.

Сайт:

 

Статистика

...подробней