Короткие
Малтан Иванов (Петров, Сидоров…), ытла чаплах мар пулин те, литератор пулнӑ, кӗнекесем те ҫыркаланӑ, теҫҫӗ, анчах кайран лит-оратор пулса тӑнӑ: хӑй нимӗн те ҫырман, ҫынсем ҫырнине тиркенӗ те мӗнле ҫырмаллине вӗрентнӗ, ҫавӑн пиркиех ӑна пысӑк писатель тесе шутланӑ.
Литературӑпа искусство картишӗнче // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 61–62 с.
Культурӑллӑ революци совет халӑхне ӑс-тӑн тӗлӗшӗнчен пачах улӑштарса ҫӗнетрӗ, ҫак революци халӑха моральпе культурӑ тӗлӗшӗнчен ҫӳле ӳстерчӗ, политикӑ тӗлӗшӗнчен вӑйлӑ турӗ, коммунизм обществи тӑвассишӗн яланах активлӑн та ҫирӗппӗн кӗрешме туптаса хатӗрлерӗ.
Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.
Кӗске ҫанӑллӑ симӗс те хӗрлӗ тӗслӗ пысӑк чечеклӗ сатинран ҫӗленӗ кӗпе тӑхӑннӑ, пӗчӗк сумкине хулпуҫҫи ҫине ҫакнӑ, пысӑккине сылтӑм аллипе йӑтнӑ, вӑтам пӳллӗ, ҫаврака пит-куҫлӑ яштака хӗр пӗр хутлӑ, ҫурма хыр пӗренисенчен купаланӑ пилӗк стеналлӑ ҫурт патне ҫитрӗ.
I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.
Район администраци ӗҫтӑвкомӗнчи ачасен прависене сыхлассипе ӗҫлекен аслӑ специалист Ирина Савинова пӗлтернӗ тӑрӑх, районта ыр кӑмӑллӑх ҫине яланах пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ, республика шайӗнче Ыр кӑмӑллӑх ҫулталӑкӗ ирттересси ҫинчен йышӑну тӑвичченех ҫапла пулнӑ.
Пысӑк та туслӑ ҫемье // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22
Питрав хыҫҫӑнхи каҫсенче те вӑл пуртӑпа ним хӗрхенми лачлӑттарнӑ сӗткенлӗ хурӑн вулли пекех хӳхлевлӗ марччӗ-ха, савнӑ ҫынни пырса каҫару ыйтасса, ашшӗ-амӑшӗ умнее чӗркуҫленсе пил илтессе, туйкӗреки хушшине ларса курасса хытӑ-хытӑ ӗненнӗччӗ, питӗ-питӗ кӗтнӗччӗ.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Пишпӳлекри «Умка» ача садӗнче педагогпа ача-пӑча пӗрле ӗҫленӗ май «Пӗчӗк ҫуран ҫын правилисем», «Урамри хӑрушсӑрлӑх правилисем», «Кашни ҫуран ҫыннӑн асра тытмалла», «Ачасем уҫӑлса ҫӳремелли правилӑсене асра тытмалла» вӑйӑ лару-тӑрӑвӗсемпе калаҫусем ирттернӗ.
Ачасене ҫул-йӗр юхӑмӗн хӑрушсӑрлӑх правилисене ача садӗнченех вӗрентмелле // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... le-3830308
Кӗске платйӗпе вӑл, ҫара уранах, ҫивӗчӗсене кӑкӑр ҫинелле уртса янӑ, кунталла утнӑ чухне вӗсем хӗвел ҫутипе, — ҫук, хӗвел ҫутипе мар ҫав, вӑрҫӑран килсе ӳкекен ҫутӑпа вутлӑн-хӗмлӗн ялкӑшаҫҫӗ; тӑрӑхларах пичӗ тап-таса, янахӗ шӗвӗртерех, куҫӗсенче — вӗҫӗмсӗр ҫулӑм.
5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Тарҫӑ вырӑнне ӗҫлесе пурӑнакан, килти ҫын пекех шутланакан Хӗветӗр те хӑйӗн хуҫи ҫинчен акӑ мӗскер каласа парать: эпӗ ырӑ хуҫа аллине лекрӗм ҫав, Микулай Уҫӑпӑч мана нихҫан та кӳрентермест, манпа пӗрле апат ҫиме те йӗрӗнмест, хӗрӗнкӗ чухне мана шӑллӑм тесе чӗнет.
Элкей килйышӗ // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 5–14 с.
И.И. Ефремова, В.В. Максимов, Т.С. Тимергалеева, Н.М. Миннетуллина, Н.М. Алякина, М.С. Колисниченко, Л.Н. Симендеева, Е.И. Воронова, З.П. Лебедева, Л.В. Петрова, Е.А. Михайлова районти (округри) нумай ҫынна чир-чӗртен сиплесе ура ҫине тӑма пулӑшнӑ, вилӗм аллинчен туртса илнӗ.
Шур халатлӑ ӗҫченсене чысланӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/06/18/%d1%88%d1%8 ... %bd%d3%91/
Ял урамӗнче йӑмри те кашлатӑр, ял пӗвинче хур-кӑвакалӗ какалатӑр, ял урамӗпе урапа такӑртаттарса ирттӗр, турта хушшинчи амӑшӗ умӗнче пӗчӗк тиха чупса-выляса пытӑр, хапха айӗнчен пӗр-пӗр Хураҫка-Кампур хӑйӗн лӗв-лев сассине патӑр — ҫавӑн чухне кӑна чӑн-чӑн ял вӑл!
II // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.
Ҫын ура ҫине тӑчӗ, шӑлавар кӗсйинчен пӗчӗк тутӑр кӑларса, унпа суранне пускаларӗ, унтан костюмӑн шалти кӗсйинчи блокнотран пӗр таса листине ҫурса илсе темиҫе татӑк турӗ, пӗрне сӑмси шӑйрӑлнӑ вырӑна ҫыпӑҫтарса хучӗ, ыттисене, кайран улӑштарма тесе, кӗсйине чикрӗ.
Сахар таврӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Николай Коваленкон хресчен (фермер) хуҫалӑхӗнчи хальхи выльӑх-чӗрлӗх комплексӗнче, ҫӗнӗ приборсемпе оборудованипе тивӗҫтернӗскерте, паян пушкӑрт ӑратлӑ виҫҫӗр лаша, ҫавӑн пекех мӑйракаллӑ шултра выльӑх-чӗрлӗх 1300 пуҫ, сӗт антаракан пысӑк ӑратлӑ выльӑх усраҫҫӗ.
Сӗт юханшывӗ юхать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... at-3894809
Ман шутпа, парткомӑн, партком секретарӗн шӑпах прорабсен, инженерсен, ытти кадрсен ответлӑхне, пуҫарулӑхне ӳстерес, начаррисене, ӗҫе йӗркелеме пултарайманнисене лайӑхраххисемпе, пуҫаруллисемпе улӑштарас тӗлӗшпе ӗҫлемелле, вӗсем вырӑнне хӑйӗн кӳлӗнмелле мар…
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
«Эккей, э, сывлама та памаҫҫӗ-ҫке… Кусем ҫаратса кайнӑ хыҫҫӑн тата мӗн тӑрса юлӗ? Никама та кирлӗ мар пархатарсӑр пурнӑҫ ҫеҫ. Мӗн тесе шеллемелле-ха ӑна? Хирӗҫ чупса тухас та, ан тив, пӑшалӗпе печчӗр — ӗҫӗ те пӗтнӗ!» — пӗтӗм чун хавалӗпе тӑвӑлланса тӗвтурӗ Ҫтаппан.
XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Хӗллехи уяр сивӗпе хытӑркаса кайнӑ ӑпӑр-тапӑр хушшинче нумай шыраймасть вӑл: алли кӳтнипе, ун чухлӗ йышлӑ япала хушшинче пӗчӗкҫеҫҫӗ кӗленчене шыраса тупас ҫуккине ӑнланнипе, тин кӑна вӗҫме вӗреннӗ чӗкеҫ йӑвине пач чӑмнӑн, каялла, ӑшӑ пӳртелле, вӗлт кӗрсе тарать.
Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.
Эльгеев пырса кӗрес умӗн Урбанов чылай ҫӗнӗ хыпарсем пӗлтернӗ иккен: аскӑнчӑк Распутина Юсупов князьпа Пуришкевич вӗлерни ҫинчен, аслӑ князь Николай Николаевич — патша тетӗшӗ — каллех Верховнӑй главнокомандующи пулса лармалли сасӑ ҫӳрени ҫинчен тата ытти те.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
2024 ҫулхи январӗн 9-мӗшӗнчен пуҫласа августӑн 12-мӗшӗччен Пушкӑрт тӑрӑхӗнчи Раҫҫей ял хуҫалӑх надзорӗн управленийӗ 1008 фитосанитари сертификачӗсене 25,56 пин тонна гранулироват тунӑ кӑшман жомне, регион сахӑр завочӗсем Китая экспортлама валли хатӗрленӗскере, панӑ.
Пушкӑрт Китая хаклӑ выльӑх апачӗ ҫумне хушмаллин экспортне самаях пысӑклатнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... tn-3890822
Ҫапла пулса тухнӑ хыҫҫӑн пысӑк йывӑрлӑхпа ҫирӗпленме пуҫланӑ туслӑх арканма пултарасса, пачах пӗтсе ларасса, е тата ытларах иккӗшӗн хушшинче аталанма тытӑннӑ туйӑм, ӑна, тен, ӗненме те кирлӗ мар, ҫухаласса, кӗлле вӗҫсе кайса сапаланасса Ирина питӗ аван ӑнланать.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
1906 ҫулхи январӗн 12-мӗшӗнче кӗпӗрне пуҫлӑхӗ Шупашкар исправникӗ патне янӑ телеграммӑра ҫапла калани пур: «Баронесса Жомини телеграммой заявляет о расхищении крестьянами леса, сена в ее имении Козловке. Предлагаю немедленно прекратить самоуправство крестьян…»
«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.
Ҫак кун сцена ҫине «Степ» хореографи коллективӗ, Вӑрмарти ача-пӑча искусство шкулӗн, Г.Е. Егоров ячӗллӗ Вӑрмарти вӑтам шкулӑн вӗренекенӗсем, Эльвира Захарова, Светланӑпа Юрий Николаевсем, Александр Кузьмин, Мария Карпова тухса хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗҫ.
Ырӑ ӗҫ туса пурӑнар // Валерий ПЕТРОВ. http://gazeta1931.ru/urmary/12915-yr-c-t ... sa-pur-nar


