Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ӳсӗр сăмах пирĕн базăра пур.
ӳсӗр (тĕпĕ: ӳсӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ӗҫмесӗрех ӳсӗр эпӗ, Хумкка хӑта, — шкафран сивӗннӗ какай кӑларса лартрӗ Ҫимун.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӗҫмесӗр те ӳсӗр пек ҫӳретӗп.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Те чӑнахах хӑрарӗ ҫамрӑк бригадир, те ӳсӗр хӗрарӑма пӑхса тӑма аван мар пек туйӑнчӗ ӑна, «Шамккай» тенине илтсенех, чӳрече умӗнчен сиксе анчӗ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗррехинче, прихутри ялсем тӑрӑх иккунпа ҫӳренӗ чухне, пуп ӳсӗр пулнипе ҫумӗнчи пысӑк хӗресне ҫухатса хӑварнӑ.

Помоги переводом

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӑна курсан, ӳсӗр ушкӑн чарӑнчӗ.

Помоги переводом

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӳсӗр ушкӑн, курма тухнӑ хӗрарӑмсем, ача-пӑча та пур.

Помоги переводом

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӳсӗр ҫынсем тем тума та пултарасса пӗлет вӑл.

Помоги переводом

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсем ӳсӗр.

Помоги переводом

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Михха, ӳсӗр пулсан та, Анук сиввӗн йышӑннине сисрӗ.

Помоги переводом

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл систермен пулсан, уретникпе стражник тата вӗсемпе пӗрле килнӗ ӳсӗр арҫынсем Микулана ҫав каҫах пӗтеретчӗҫ.

Помоги переводом

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Кирлӗ мара ан сӳпӗлтет, ӳсӗр сурӑх!

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унӑн пит-куҫӗнче каҫ ӳсӗр Ҫтаппан кӑмӑлне сар ҫу пек ирӗлтернӗ ачашлӑх выляса илчӗ.

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл, малтанхи савӑнӑҫлӑ шухӑшсене сирсе, ку ӳсӗр сӗмсӗрккесене чӑн та тӑн пама шут тытса, кӗрешме вӑхӑт ҫитсенех сылтӑм аллине Ҫтаппан еннелле тӑсрӗ.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Малашне никама та сӑлтавсӑр ан кӳрентерччӗр тесе, ҫакна калатпӑр: ку циркач тӑнлӑ-пуҫлӑ ҫынсене тӗлӗнтерес тесе пуль ӗнтӗ, хӑйне хупахран килнӗ ӳсӗр сурӑх пек тыткалать.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӳсӗр ҫыншӑн тинӗс те чӗркуҫҫи таран ҫеҫ тесе ахальтен каламан.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Такӑр сукмак ҫине ӳсӗр ҫын пек малалла тӑрӑнчӗ Пантей.

Помоги переводом

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Вӑл пур, ӳсӗр, студень пек чӗтренсе килсе кӗрет.

Помоги переводом

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Тӗп инженер хӑй патне тӗрлӗ ыйтупа пыракансене йышӑнмасӑр виҫӗ-тӑватӑ сехете яхӑн Иринӑна ӗҫ вырӑнӗнче ҫын пурнӑҫӗшӗн уйрӑмах хӑрушӑ «уҫӑ» вырӑнсем, хӑпарса тӑрса ӗҫлемелли «ӳсӗр» пусмасемпе лесасем, йывӑрӑш ҫӗклемелли юсавлах мар хатӗрсем пирки каласа асӑрхаттарчӗ, вӗсем ялан юсавлӑ пулмалли ҫинчен систерчӗ.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Раман пӗррехинче чӑнах та ӳсӗр Хӗлимуна килне сӗтӗрсе ҫитернӗччӗ.

Помоги переводом

51 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Людоговкӑра ӳсӗр смершевецсем патриотла хавхаланупа каччисем вӑрҫӑра вилнӗ икӗ ватӑ хӗре мӑшкӑлланӑ.

Помоги переводом

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней