Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫӗкленме (тĕпĕ: ҫӗклен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Светлана хӗрелсе, тӗлӗнмелле хитреленсе кайрӗ, унӑн куҫӗсем ҫунса тӑчӗҫ, кӑкӑрӗ хӑвӑрттӑн-хӑвӑрттӑн пӑлханса ҫӗкленме пуҫларӗ.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Татьяна Ишмуратовӑн сӑнарӗ вара «Турӑ ҫырни» калавра хытах тертленет, ултав ӑна самаях ҫапса хуҫать, апла пулин те пике ҫӗнӗрен ҫӗкленме вӑй тупать.

Помоги переводом

«Чӗре тӗпӗнчи туйӑм» – юрату хайлавӗсен сборникӗ // Ольга ИВАНОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... en-sbornik

Эп сана усал тума килмен, шӑллӑм, — Ҫӗпритун ик алли ҫине ҫӗкленме хӑтланчӗ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑхӑт иртнӗҫемӗн вара ҫак вырӑнта нумай хутлӑ ҫуртсем ҫӗкленме пуҫларӗҫ.

Помоги переводом

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Малашне ӗнтӗ унта-кунта хӑварнӑ юмансем ҫеҫ ҫак вырӑнта шалкӑм вӑрман пулнине аса илтерӗҫ, ҫӗнӗрен лартас хунав вӑрмана хӑвӑртрах ҫӗкленме йыхӑрӗҫ.

Помоги переводом

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Анне, эпир халех, — чупса пычӗҫ ывӑлӗсем, хулӗсенчен тытса амӑшне ҫӗкленме пулӑшрӗҫ.

Помоги переводом

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫӗкленме вӑйӗ юлмарӗ ӗнтӗ.

Помоги переводом

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Канӑҫсӑрлӑх Ванюшӑн уҫӑмсӑр сассипе турткалать ӑна, хӑратать, юнать, ҫӗклесе тӑратасшӑн, ҫӗкленме вара вӑй ҫук.

Помоги переводом

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Мана сывлӑша ҫӗкленме чарнӑ ҫынсем те тӗрӗслӗх ҫинчен ҫунатлӑ сӑмахсем калатчӗҫ.

Помоги переводом

12. Ыйтусемпе ответсен каҫӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫавна пула вӑл хӑй ытла пуҫӗпех пурӑнма манманнине, унӑн вӑйӗ ҫӗкленме пултарнине, хӑй мӗн патне те пулин туртӑнма пултарнине ӗненчӗ.

Помоги переводом

9. «Лена калаҫать!» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Нумай ҫулсем хушши, хӑйне пӗлӗте ҫӗкленме чарнӑран, ӗмӗрлӗхех ҫӗр ҫумне ҫыхса лартнӑран вара, хӑйӗн ҫунаттисене ҫапса хуҫнӑ хыҫҫӑн, хӑйне запаса яни ҫинчен илтнӗ хыҫҫӑн халӗ пӗрремӗш хут ӑна хӑрушӑ пулчӗ.

Помоги переводом

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Педагогсен династине тӑсаканскер хӑйӗн йӑх-несӗлӗнчи хӑш-пӗр ӗҫтешӗ пекех лӑпкӑн пурӑнма юратмасть, ӳсӗм пусми ҫинче хыҫа хӑварнӑ пӗр картлашка хыҫҫӑн теприн ҫине ҫӗкленме ӑнтӑлать.

Помоги переводом

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ пӗтӗмӗшле 10 пин ҫул ӗҫ стажӗ пухнӑ династисене тав тунӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/02/chav ... stazhepe-d

Вӑл каялла больница ҫурчӗ патнелле чупса ҫитнӗ вӑхӑтра тепӗр чӳрече умӗнчи решетке ҫӗкленме пуҫланӑ — тепӗр вӑрри тухса тарма тытӑннӑ.

Помоги переводом

3. Больницӑран шӑнкӑравлаҫҫӗ… // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Ҫавӑнпа вӑл ачана хыпалансах ура ҫине ҫӗкленме пулӑшрӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

— Ӑҫта эп? — терӗ Укаслу, ҫӗкленме хӑтланса, анчах ҫӗкленеймерӗ, ӳкрӗ.

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Халӗ тӑшман атакӑна ҫӗкленме пултарать, — терӗ Андрей.

Помоги переводом

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Киселев, пулемет патӗнче выртаканскер, фашист ӑҫтине пӑхма тесе, ҫӗкленме пикенчӗ, анчах ӑна ҫав самантрах тӑшман пули кӑкӑртан тиврӗ, ҫурӑмран тухса кайрӗ.

Помоги переводом

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Пӑрах винтовкуна! — тесе, эпӗ унӑп штыкне хамӑн штыкпа сасартӑк сулса яратӑп, анчах вӑл кӑшт ҫӳлелле ҫӗкленме ӗлкӗрет, ман штык вӗҫӗ аяккалла сулӑнса каять.

Помоги переводом

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Ҫӳлелле сиксе пӑхрӗ, кӗске пӳрнисемпе шӑтӑк хӗррине ҫаклатса та илчӗ, ҫӗкленме хул вӑйӗ ҫитмерӗ, каялла тачлатрӗ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ тамӑкӗ // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 29–30 с.

– Тӑван халӑхӗшӗн кунӗн-ҫӗрӗн ӗҫленине пула Олег Мустаев пурӑннӑ чухне чӑваш халӑхӗн чи сумлӑ ҫыннисен шайне ҫӗкленме пултарчӗ.

Помоги переводом

Чӗри тӗпне кӗрсе вырнаҫнӑ юлташне этем нихӑҫан та манса каймасть // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... sa-kaimast

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней