Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫыхрӗ (тĕпĕ: ҫых) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ывӑлӗн пальто ҫухине тӑратса, тутӑрпа ҫавӑрса ҫыхрӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Йывӑр суранне питшӑллипе ҫыхрӗ

Помоги переводом

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗчӗк Упа пире иксӗмӗре пӗр пурнӑҫ йӗвенӗпе ҫыхрӗ.

Помоги переводом

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мӗнпур ҫаратнӑ туприне вӑл икӗ ҫӳпҫене хучӗ, ҫӳпҫисене пӗр-пӗринпе ҫыхӑнтарса ҫирӗп вӗренпе ҫыхрӗ те учӗ ҫине ҫакса ячӗ.

Помоги переводом

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл, чарӑнса, ӑна хытӑ чӗркесе ҫыхрӗ, каллех итлесе тӑчӗ.

Помоги переводом

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Савин мучи, илӗм-тилӗмпе тӑрса, чи малтан сада тухрӗ, шап-шур тӑкӑнса тулнӑ панулмисене пӗр пысӑк кунтӑ пуҫтарчӗ, ҫилпе чӗрӗлнӗ улмуҫҫи турачӗсене, аманнӑ салтака хӗрхеннӗ пек, сар тӑмпа шӑлса хуппа чӗркесе ҫыхрӗ, тӗкӗсемпе тӗкӗлерӗ.

Помоги переводом

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Кирук пӗрне илчӗ те икӗ шучча ҫыхӑнтаракан урлӑ патака ҫӳҫе хуллипе авса ҫыхрӗ.

Помоги переводом

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Хӑйӗн аялти кӗпе аркине ҫурса илсе, суранран ҫӳлерех хытӑ туртса ҫыхрӗ.

Помоги переводом

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Пӗр ушкӑн тӗрлӗ тӗслӗ материалтан бантик пек туса ҫыхрӗ, теприсем вӗсене сетка ҫине ҫирӗплетсе пычӗҫ.

Помоги переводом

Пурте пӗрле ҫӗнтерӗве ҫывхартатпӑр // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/03/21/%d0%bf%d1%8 ... %91%d1%80/

Апраҫ аппа кӑкшӑмпа уйран хатӗрленӗ, тутӑр ҫине шуратса пӗҫернӗ ҫӗрулми, ешӗл сухан, ҫӑкӑр хурса ҫыхрӗ, ҫавна пурне те Марине аппа йӑтнӑччӗ.

Помоги переводом

Ҫӑлтӑр чечекпе утмӑлтурат // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫав ҫекӗлрен аппа пӑяв ҫыхрӗ те каска ҫинчи пире пусарса хучӗ.

Помоги переводом

Хӗрсем пир ҫапаҫҫӗ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫатюк пӗчӗк тӑваткӑл шурӑ тутӑр татӑкӗ илчӗ те унӑн варрине кӗл хучӗ, вара ӑна ача ӗмкӗчӗ евӗрлӗ ҫыхрӗ.

Помоги переводом

Пукане // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Катьӑна аппа аллинчен илчӗ те ҫак миххе чикрӗ, анчах михӗ анине пуклепе тӑч хупланмалла мар, кушак сӑмси кӗмеллӗх «шӑтӑк» хӑварса, сулчӑ ҫыхрӗ.

Помоги переводом

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Ак паян та вӑл, ҫӑмӑл ураллӑскер, тӑри кайӑк вӑраниччен тӑрса, ҫине йӑм-йӑм сирень чечексем ҫапнӑ сарӑ ҫитсӑран ҫӗленӗ кӗпе, урине шурӑ чӑлхапа йӑлтӑр калуш тӑхӑнчӗ, хӗвел тухӑҫӗ хӗреличчен хӗрлӗ ҫырла тӗрриллӗ кӑвак тутӑр ҫыхрӗ, вӗлтӗрен кайӑкне шуйхатмасӑр ҫӑлран шыв ӑсса килчӗ, хура курак сас париччен лаҫра хуран ҫакса ячӗ те сиплӗ, хӑватлӑ курӑксенчен чей вӗретсе ӗҫрӗ.

Помоги переводом

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Арҫын лутӑркаланнӑ тӗксӗм шӑлаварӗн вӗче кӗсйинчен лӳчӗркенсе пӗтнӗ пӗр ывӑҫ хут укҫа кӑларчӗ те, 5 тенкӗлӗххине уйӑрса, Ула Тимӗре тыттарчӗ, вара сехете васкамасӑр хӑйӗн сулахай аллине ҫыхрӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫапла кӑмпасемпе мӑй таран тутӑ пулса, Ула Тимӗр, лӑнкӑрт-лӑнкӑрт лӑнкӑртатса, кӗленчерен шыв ӗҫрӗ, тутине ал лаппипе типтерлӗн шӑлса илчӗ, вара шывӗ чӑх сыпса тӑранмалӑх ҫеҫ юлнӑ кӗленчине рюкзакӑн ҫиелти пӗр кӗсйине чикрӗ, ҫав сулӑмпах хӑйне, рюкзакне, ӑҫта кирлӗ — тӳмелерӗ, ӑҫта кирлӗ — тӑтӑхлӑ, тӑп-тӑп ҫыхрӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Лена шурӑ халат ҫаннисене тирпейлӗн тавӑрчӗ, умне вараланасран ҫакнӑ саппунне тӳрлетсе ҫыхрӗ те михӗри комбикорма сарлака валашка ҫине ярса шывпа хутӑштарчӗ, ӑна тӗплӗн пӑтратса нӳретрӗ.

Помоги переводом

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Иккӗлле ҫивӗтленӗ ҫӳҫне пӗр ҫивӗт туса хыҫалалла пуҫтарчӗ, ҫийӗнчен виҫ кӗтеслӗ пӗчӗк шурӑ тутӑр ҫыхрӗ.

Помоги переводом

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Атте эпӗ ҫыхнине салтрӗ, хуҫӑлнӑ вырӑна темиҫе хут аллипе хыпашласа сӑтӑркаласа, хӑй пӗлнӗ пек ҫӗнӗрен майласа ҫыхрӗ.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Микула ҫухавине тӗрленӗ кӗрен пурҫӑн кӗпе ҫинчен ярапаллӑ пурҫӑн пиҫиххи ҫыхрӗ.

Помоги переводом

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней