Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫӑматӑ ҫийӗнчен автомашина камеринчен хӑех тунӑ пысӑк калушсене тӑхӑнчӗ, аҫамне пилӗкӗ тӗлӗнчен пӑявпа туртса ҫыхрӗ, алла уртӑш йывӑҫҫинчен тунӑ инҫе ҫула ҫӳремелли туйине илчӗ.
16 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пӗр хушӑ ҫапла кайнӑ хыҫҫӑн вӑл пӳрнисене хул айне чиксе ӑшӑтрӗ, унтан ҫамрӑк чӑрӑш патне пычӗ те унӑн хуппинчен тӑватӑ кӗтеслӗ татӑксем касса кӑларчӗ, унтан чӗрнисене хуҫсах, хурӑн хуппи вистерӗ, унттисем ӑшӗнчен ҫӑм шарф татӑкӗсене кӑларчӗ те вӗсемпе аллаппине чӗркерӗ, ун ҫине атӑ патушӗ пек чӑрӑш хупписене хурса, ҫиелтен хурӑн хуппипе тата бинтсемпе чӗркесе ҫыхрӗ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Алексей ҫавӑнтах чӗркуҫҫи ҫине ларчӗ те кинжалӗпе йывӑҫа касса илчӗ, тураттисене иртрӗ, икӗ юп хушшине сӑмса тутрипе, винтсемпе чӗркесе ҫыхрӗ, вара ҫавӑнтах малалла кайма пикенчӗ.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Ҫухатусем пысӑк, — терӗ те вӑл юлашкинчен тарӑхса, мӑйӗ ҫинчи плащ-палатка кантӑрисене салтса ҫыхрӗ, анса ларнӑ атӑ кунҫисене туртса хӑпартрӗ, унтан, автомачӗпе сулкаласа, сарлака утӑмсемпе малалла чупса кайрӗ.
25 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Вӑл хӑйӗн хатӗрӗсене чӗркенӗ алшӑллине салтрӗ те, хатӗрӗсене пушӑ койка ҫине пит те йӗркеллӗн хурса тухрӗ, алшӑллине Ваньӑн мӑйӗ тавра ҫыхрӗ.
17 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Вӑл картӑна хӑвӑрт кӑна полевой сумкине чикрӗ, плащ-палаткӑн усӑнса аннӑ кантрине мӑйӗ ҫине хурса карт туртса ҫыхрӗ те, хӑйӗн кӗске те ҫирӗп, кӑшт кукӑртарах урисем ҫине сиксе тӑрса аялалла, хӑйӗн вестовойне кӑшкӑрчӗ:
3 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Кӑсӑяна курнӑ хыҫҫӑн ӑна ҫак самантрах тав тӑвас килни ҫиеле тухрӗ: вӑл холодильникӗнчен салӑ татӑкӗ кӑларчӗ, ӑна витӗр шӑтарса хулӑн ҫиппе ҫыхрӗ, кантӑк питӗркӗчӗнчен ҫыхса тула кӑларчӗ.
Кӑсӑя // Владислав Николаев. Килти архив
Полли мӑнаккӑшӗ пурҫӑн ҫип вӗҫне ункӑ турӗ, ӑна ыратакан шӑл ҫине тӑхӑнтарса хытӑ туртӑнтарса лартрӗ, тепӗр вӗҫне кравать пуҫӗнчен ҫыхрӗ; унтан ҫунакан вутпуҫҫине ярса тытрӗ те ӑна ачан сӑмси патнех илсе пычӗ.
6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ҫиелтен катанпирпе туртса ҫыхрӗ.
Ӳпне ҫӑпан // Вир Мӗтри. Вир Мӗтри. Хӗрлӗ гварди. — Шупашкар, 1980
Тӑна кӗнӗ Татьяна унӑн суранӗсене васкаса ҫыхрӗ.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Пӗр салтак чупса пычӗ те кӗсьерен бинт илсе пуҫа ҫыхрӗ.Один солдат подбежал, вытащил с кармана бинт и забинтовал голову.
Аркадий Петров: Ҫара юрӑхсӑррине ҫирӗплетсен те вӑрҫа кайрӑм // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№
Коллективлӑ хуҫалӑхсем йӗркеленӗ тапхӑрти терт-нуша, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ҫулӗсенче чӑтса ирттернӗ йывӑрлӑх, каярахри лӑпкӑ мар пурнӑҫ аннесен тӑнлавӗсене самаях кӑвакартрӗ пулин те, пурнӑҫ илемлӗхне-техӗмне ҫухатмарӗ чӑваш хӗрарӑмӗ: ӗне-вӑкӑр кӑкарса суха турӗ, тырӑ вырчӗ, авӑн ҫапрӗ, вӑрман касса турттарчӗ, юн ӗҫен Гитлер ҫарӗ Атӑл ҫине тухма тапаланнӑ вӑхӑтра Сӑр тӑрӑхӗпе окоп-траншея чаврӗ, блиндаж-дзот турӗ, ҫӗрлесерен фронтри мӑшӑрӗ-ывӑлӗ валли чӑлха-нуски ҫыхрӗ, хӑй выҫӑ ларсан та мӗн пур апат-ҫимӗҫе фронта ӑсатрӗ.
Хĕрарăм – пурнăç, чĕрĕлĕх Турри // ЮРИЙ ЛИСТОПАД. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10