Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ятпа (тĕпĕ: ят) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑсатма килнисем экспедици ӑнӑҫлӑ пултӑр тенӗ ятпа пӗрер курка шампански ӗҫрӗҫ.

Провожающие выпили по бокалу шампанского за успех экспедиции.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хаҫатне вара ман ятпа почтӑран ярса панӑ.

Газета была прислана почтой на мое имя.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫирӗм ҫула ҫитиччен вӑл тундрӑра кӗтӳ кӗтсе сӳренӗ, ненецсем ахальтен мар ӗнтӗ унпа мухтанаҫҫӗ, ырӑ ятпа асӑнаҫҫӗ ӑна, юратаҫҫӗ.

До двадцати трёх лет он был пастухом в тундре, и ненцы недаром всегда говорили о нём с гордостью и любовью.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пирӗн ятпа пӑлан пусрӗҫ, ненецсем ӑна чӗрӗллех, аллисемпе турттарса карӑнтарнӑ аш татӑкӗсене хӑйсен тути патӗнчех ҫӗҫӗпе меллӗн каса-каса ҫирӗҫ.

В нашу честь был заколот олень, и ненцы ели его сырым, удивительно ловко отрезая у своих губ натянутые рукой полоски мяса.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ Швабрин мана хам ятпа чӗннӗ сасса илтрӗм.

Я услышал голос Швабрина, зовущего меня по имени.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпир ӑна паян кунччен те ҫак ятпа асӑнатпӑр.

До сих пор мы вспоминаем его под этим названием.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мана хамӑн пурнӑҫӑмра чи малтанхи хут ятпа, атте ячӗпе чӗнеҫҫӗ.

Впервые в жизни меня называли по имени и отчеству.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ку конвертра манӑн Кремле янӑ ҫыру, унпа пӗрле Расщепейӗн ман ятпа ҫырнӑ ҫыру.

В этом конверте оказалось письмо, которое я тогда написала в Кремль, и приложенная к нему записка Расщепея.

17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Мӗншӗн усӑ курас мар-ха ҫав ятпа!

Почему же имя не использовать!

12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Расщепей, усал ятпа мар калатӑп, пултарулӑха ӳсме памасть, унпа кашласах ӳсеймӗн.

— Расщепей, не в пику ему будь сказано, зажимает дарование, при нем не разгуляешься…

12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Картинӑна туса пӗтернӗ ятпа, маншӑн пулсан, чаплӑ сӑмах каламаллаччӗ пек.

Я ждала, что он произнесет торжественную речь по случаю окончания картины.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Атте хистенӗ тӑрӑх, кинофабрикӑран ман ятпа тухакан укҫа ман ҫине кӑна каймалла.

Отец требовал, чтобы деньги, которые платила кинофабрика маме, для того чтобы я могла усиленно питаться, тратились только на меня.

8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Манӑн ятпа

От моего имени.

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Улпутсем гусара ҫӑварӗсене карсах итлеҫҫӗ, вӑл ӗнтӗ, ҫул ҫинчен килнӗ ятпа, хӗрме те ӗлкӗрнӗ, хӑюланса кайнӑ, сӗтеле шакка-шакка, тирӗк-чашӑка сиктерсе, бокалсене тӳнтерсе, хӑйӗн шухӑ калавне малалла юптарать.

Помещики слушают развесив уши, а гусар, уже хвативший с дороги несколько стаканов вина, осмелев, стуча кулаками по столу так, что подпрыгивают тарелки и валятся бокалы, продолжает свой лихой рассказ.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ хурланса макӑрса ятӑм та, ӑна хыттӑн кӑшкӑрса ятпа чӗнетӗп…

Я горько, горько заплакал и громко произнес имя моей любезной…

Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Хушамачӗ унӑн — Тимошкин, анчах та вӑл хӑйне темшӗн Гаер Кулий ят панӑ, — вӑл ку ятпа мӗн тӑвасшӑн пулнине паян кунччен те пӗлейместӗп.

Фамилия его была Тимошкин, но он почему—то называл себя Гаер Кулий, – до сих пор не знаю, что он хотел этим сказать.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эсир ӑна ман ҫинчен пӗр сӑмах та ан калӑр: енчен вӑл мӗн те пули, ыйтса пӗлес пулсан, ман ҫинчен эсир ырӑ ятпа ан асӑнӑр.

Не говорите ей обо мне ни слова; если она спросит, отнеситесь обо мне дурно.

Майӑн 13-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Эпӗ пӗлсех тӑраттӑм вӑл ҫилхӑван иккенне, ун ҫине шанма та ҫук… хӗрхенмелле вара, чӑнах, ырӑ ятпа мар тӗп тӑвать вӑл хӑйне… урӑхла тата мӑйӗ те ҫук унӑн.

Да я всегда знал, что он ветреный человек, на которого нельзя надеяться… а, право, жаль, что он дурно кончит… да и нельзя иначе!..

Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ҫавӑн пекех вӑл Печорин ҫинчен те калаҫрӗ, ӑна тӗрлӗрен ачаш ятпа асӑнчӗ е хӑйӗн джанечкинчен сивӗннишӗн ӳпкелешсе илчӗ.

Потом она также говорила о Печорине, давала ему разные нежные названия или упрекала его в том, что он разлюбил свою джанечку…

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Дежурнӑй, илсе кайӑр вӗсене штаб начальникӗ патне, ман ятпа вӗсене апат ҫитерме, ҫӗр каҫмалӑх вырнаҫтарма хушӑр.

Дежурный, отведите их к начальнику штаба, распорядитесь от моего имени, чтобы их накормили и устроили на ночлег.

1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней