Поиск
Шырав ĕçĕ:
Халӑх калаҫнине, лашасем тӑпӑртаттарса пынине тата урапасем кӑлтӑртатнине, путенесем хаваслӑн авӑтнине, сывлӑшра ниҫталла куҫмасӑр ушкӑнӑн-ушкӑнӑн явӑшса тӑракан ӳпре-пӑван сӗрленине, армутипе улӑм тата лаша тарӗ шӑршине, ҫутӑ сарӑ хӑмӑл ҫине, инҫетри кӑвак вӑрман тата шупкарах хӑмӑр кӑвак пӗлӗтсем ҫине хытӑ хӗртекен хӗвел сапса тӑракан пин-пин тӗрлӗ тӗссене тата мӗлкесене, сывлӑшра вӗҫекен е хӑмӑл ҫине карӑнакан шурӑ эрешмен картисене — ҫаксене пурне те куртӑм эпӗ, илтрӗм, туйрӑм та.
VII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Чӑнах та, кӑвакарчӑн эрешмен картипе чӑлханса ларнӑ-мӗн.
Кайӑк чӗлхи // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гарин-Михайловский Н.Г. Корея юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 32 с. — 10–12 с.
— Вӑл: эпӗ эрешмен картипе чӑлханса лартӑм, тет.
Кайӑк чӗлхи // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гарин-Михайловский Н.Г. Корея юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 32 с. — 10–12 с.
Тӑрӑ сывлӑшра эрешмен картисем йӑлтӑртатса выляҫҫӗ.
Пан Тюхинпа пан Телеев // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 230–248 с.
Стронский, ӗҫ тӑвассинчен ытларах юри аппаланса пӑхма пулас, аллисемпе шкапа аялтан тытрӗ те пӑрахрӗ, авӑннӑ пилӗкне тӳрлетсе, эрешмен карти ҫыпӑҫнӑ аллисене пӑхса илчӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Хӗртекен август хӗвелӗ тӗтрене сирсе ячӗ, сывлӑша типӗтрӗ, эрешмен картисене типӗтсе таткаласа пӗтерчӗ, тусене ирхи пӗтӗм тулли илемӗпе кӑларса тӑратрӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Сывлӑмпа йӗпеннӗ хулӑн та чӑпар эрешмен картисем лилипутсен пулӑ тытмалли сереписем евӗр каркаланса тӑраҫҫӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Вӗсем тӑраҫҫӗ те, эрешмен картисене хӑйсем ҫинчен иле-иле пӑрахса, пӗр-пӗрин патнелле утаҫҫӗ.Они встают и, снимая с себя паутину, идут навстречу друг другу.
XIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Хама эрешмен картине лекнӗ шӑна пекех туйрӑм.
Вӑтӑр тӑххӑрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Сӑмсана эрешмен карри сырӑнчӗ.
Вӑтӑр тӑххӑрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Пирӗн пекех-ши е эрешмен майлӑскерсем?
Вӑтӑр пиллӗкмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Кӗтесри эрешмен карти те чӗтренсе илчӗ.
Ҫирӗм тӑххӑрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Аслӑк кӗтессинче эрешмен карта ҫавӑрнӑ.
Ҫирӗм тӑххӑрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Туратсем ҫинче эрешмен картисен кӑвакрах ҫипписем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Вунулттӑмӗш кун ҫитсен, шурӑ ҫӳҫлӗ йӗкӗт пуҫласа куҫне уҫрӗ те, Кавӗрле мучи ҫил ҫинчи эрешмен карти пек хуллен хӑйӑлтатса тухакан сасса илтрӗ:
Ют юн // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Ют юн. — Тӑван Атӑл, 1965, 3№, 82–91 с.
Унтан каллех вара пӳрте куҫа курӑнми эрешмен карти пек шӑплӑх карса илчӗ.И снова тишина расплеталась в хате незримой кружевной паутиной.
Ют юн // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Ют юн. — Тӑван Атӑл, 1965, 3№, 82–91 с.
Мачча кӗтессинче пӗр пысӑк эрешмен кӑна хӑйӗн кӗмӗл карринче ҫиллессӗн сулкаланса илчӗ.Только большой мохнатый паук сердито закачался в углу под потолком в своем серебристом гамаке.
Иккӗмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Яков пуринчен ытла Полина ӑна эрешмен тесе чӗннине юратман, ачаш минутсенче унӑн ӑна валли урӑхла, кулӑшларах ят пулнӑ — Солененький.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
— Паллах ӗнтӗ, саншӑн, эрешмен, лайӑх кӑмӑл кӑна пултӑр!
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
«Глеб пуп та ҫавнах каланӑ, Горицветов та, тата ыттисем те нумайӑшӗ ҫавнах каланӑ. Ҫапла ҫав, ҫынсем эрешмен картине лекнӗ шӑнасем пекех тапаҫланаҫҫӗ».«Поп Глеб то же говорил, и Горицветов, и ещё многие. Да, мухами в паутине бьются люди».
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.