Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тиунов, туйине суллакаласа, урамсем тӑрӑх уткаласа ҫӳрет, хӑйӗн тӗттӗм куҫӗпе е пӗрне, е тепӗрне шӑтарасла сӑнтан тӗллесе пӑхать те, лаша ярмаркинче чикан урхамахсене суйласа тухнӑ евӗр, пурне те тимлӗн сӑнать, кам мӗн каланине мӗнпурне тимлесе итлет.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Ҫав вӑхӑтра Лодка ҫи-пуҫне тӑхӑнмасӑрах питне ҫурӗ, пӗр курка ҫӑра чей ӗҫрӗ те, кӑкринче таҫта шӑтарасла чиксе ыратнине туйса, каллех выртрӗ; унӑн чӗри ҫумне пысӑк хура сӗлӗх ҫывӑрса ларнӑ пек, юна ӗмет пек, сывлама йывӑрлатса, карӑнса ӳссех пырать, пыр патнелле ҫывхарса килет пек туйӑнать ӑна.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Сад тавра тытса ҫавӑрнӑ чул хӳмен катӑлса тухнӑ шӑтӑкӗнче Сима тӑра парать, аллине вӑлтасем тытнӑ, тӗпсӗр тарӑн куҫӗсемпе вӑл, суккӑр ҫын хӗвел ҫине пӑхнӑ пекех, пӗр мӑчлатмасӑр, тӳррӗн, хӗрсем ҫине шӑтарасла пӑхать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
— А эсӗ ман патӑма тӑтӑшрах килсе ҫӳре! — тесе сӗнет Лодка, вырӑн ҫинче ларнӑ хушӑра ӑна ҫаплах шӑтарасла куҫран пӑхса.— А ты ходи ко мне почаще! — предлагала Лодка, сидя на постели и всё время упорно глядя в глаза ему.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Хӑрах куҫ чӗнмесӗр тӑчӗ, унтан ҫакӑн ҫине шӑтарасла хыттӑн тинкерсе пӑхрӗ те сасартӑках ыйтрӗ:Кривой помолчал, потом строго воззрился на него и вдруг спросил:
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
— Мӗншӗн — кирлӗ мар калаҫу? — шӑппӑн ыйтать чалӑшши, куҫӗпе, пӑра пек, шӑтарасла пӑраласа пӑхса.— Почему — ерунда? — тихо спрашивает кривой, действуя глазом, точно буравом.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Ҫанӑсӑр казакин тӑхӑннӑ, пилӗкне килте тӗртнӗ хӗрлӗ хӗрӗллӗ алшӑлли ҫыхнӑ старик, аллинчи йывӑр шертешнӗкне чӑмӑртаса, урӑлса ҫитеймен «хӑнасем» ҫине хаяррӑн, шӑтарасла пӑхса тӑчӗ.
XIII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Лешӗ Мэрдан ҫине шанчӑксӑррӑн, унӑн вӑрттӑнлӑхне пӗлесшӗн пулнӑ пек, шӑтарасла пӑхрӗ, анчах, пӗр сӑмах та чӗнмесӗр, полковник хыҫҫӑн кайрӗ.
VI // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Ухват ураллӑ латака староста, хӗп-хӗрлӗ, кӑшт тӗкӗнсенех юн сирпӗнсе тухас пек сӑн-питлӗскер, хӗсӗк симӗс куҫӗсемпе Мэрдан ҫине шӑтарасла пӑхса, ун умнех пырса тӑнӑ.
I // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
«Нӳхрепе» ҫын пырса кӗмессерен Мюнхен этемми, ун ҫине шӑтарасла пӑхса, ҫӳҫне сылтӑм аллипе хӑлхи еннелле хӗрсе кайсах шӑлса якатма тытӑнать.
Ленин // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Фасонлӑ тинӗс картузӗн кӑсӑрукӗ айӗнчен ман ҫине цыганӑнни пек шӑтарасла куҫсем пӑхса тӑраҫҫӗ.Пронзительные цыганские глаза глядели на меня из-под козырька фасонистой морской фуражки.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Унтан, аттисемпе пӗр вырӑнта тӳсӗмсӗррӗн чӗриклеттерсе, куҫӗсемпе каллех ялавпа килекенсем ҫине шӑтарасла пӑхма тытӑнчӗ.Потом опять впился глазами в знаменосцев, нетерпеливо поскрипывая на месте сапогами.
XIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Хирӗҫ нимӗн те чӗнмесӗр пичче ун ҫине сивлеккӗн те шӑтарасла тимлӗн пӑхрӗ.Не отвечая, дядька смотрел на него суровым озабоченным взглядом.
Ӑнланма май ҫук япала // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Вӑл ҫын ҫине темле, витӗр шӑтарасла пӑхать.
VI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Сӑмси хӑлатӑнни пек, куҫхаршисене ялан пӗркелентерсе ҫӳрет, сарӑ ҫӳҫлӗ, куҫӗсем шӑтарасла та тимлӗн пӑхаҫҫӗ.Нос орлиный, брови всегда насуплены, волосы светлые, глаза внимательны и сосредоточенны.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Вӑл сӑнӳкерчӗке ярса илчӗ те ӑна шӑтарасла тимлӗн пӑхма пуҫларӗ.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Лешсем, ҫаплах кайри урисем ҫинче тӑрса, йӑлтӑртатакан пӗчӗк куҫӗсемпе пире шӑтарасла пӑхаҫҫӗ.Те все еще стояли на задних лапах и с любопытством смотрели на нас.
Вӑтӑр тӑххӑрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Шупка кӑвак куҫӗсем шӑтарасла пӑхаҫҫӗ.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Ачасем мана шӑтарасла пӑхма пуҫларӗҫ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Вӑл мӑйне кӑрт-карт турткалантарса илнӗ, пурин ҫине те хӑйӗн пысӑк намӑссӑр чарӑлса тӑракан куҫӗсемпе шӑтарасла тӳррӗн пӑхнӑ — куҫӗсем унӑн ниме те ӗненмен, шанман пулмалла — вӑл юрлакаласа, шӑна пек нӑрлатса, иртен пуҫласа каҫченех пир пӑсса ларнӑ, ун ҫине ула-чӑла картинкӑсем сӑрланӑ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.