Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шӑрпӑк сăмах пирĕн базăра пур.
шӑрпӑк (тĕпĕ: шӑрпӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шӑрпӑк кӑларса алӑксем тӗлӗнче тата нишӑсенче ҫута-ҫута сӑнарӑм.

Я взял спички, светил около дверей и по нишам.

XV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Ҫак уйлану шӑрпӑк сӳнсен тата та хытӑрах илӗртме пуҫларӗ.

Эта мысль стала особенно заманчива, когда спичка потухла.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Шӑрпӑк ҫутрӑм та — хам тӑватӑ стенан сарлаках мар анлӑшӗнче тӑнине куратӑп, стенасенче ансӑр пусмасем, ҫӳлте пӗчӗк чул лапамсем, вӗсем тухмалли арккӑсенче пӗрлешеҫҫӗ.

Зажегши спичку, увидел я, что стою на нешироком пространстве четырех стен, обведенных узкими лестницами, с меньшими наверху площадками, примыкающими к проходным аркам.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Блюм ҫӗрле сӗм тӗттӗмре вӑранса кайрӗ, самантрах пӗтӗмпех аса илчӗ, — ҫакна вӑл Хейлӗн шуранка пичӗ вӑрманти шывра путнӑ хыҫҫӑн уйласа хунӑччӗ; шӑрпӑк ҫутмасӑрах тумланма пикенчӗ: кушак куҫӗсемлӗ тата шӑши ҫурин урисемлӗ этемӗн хӑнӑхуллӑ васкаварлӑхӗпе.

Блюм проснулся в совершенной темноте ночи, мгновенно припомнил все, обдуманное еще днем, после того, как бледное лицо Хейля потонуло в лесной воде, и, не зажигая огня, стал одеваться с привычной быстротой человека, обладающего глазами кошки и ногами мышонка.

V. Шӑплӑх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Пӳлӗмӗн сӗм тӗттӗмлӗхӗнче шӑрпӑк ҫутрӗҫ.

В полной темноте комнаты чиркнула спичка.

I. Чыс тӑватӑп // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Унтан шӑрпӑк ҫутса хут таткине вутпа ӑшӑтрӗ.

Еще, для верности, воспламенив спичку, погрел бумажку на огне.

VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Ҫуртӑн чылай чӳречине шалтан ҫутатман, таса мар пусмасенче картлашкасене хыпашласа тупма тивет, тепӗр чух — шӑрпӑк ҫутсах.

Не все окна дома были озарены изнутри, на грязных лестницах приходилось рассматривать ступени, а иногда зажигать спичку.

II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

— Пирӗн шӑрпӑк пӗтрӗ.

— У нас нет огня.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 326–330 с.

Батль шӑрпӑк ҫутрӗ, тӑватӑ кӗтеслӗ ансӑр алӑкран анчӗ.

Батль зажег спичку и вошел в низенькую четырехугольную дверь.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 321–325 с.

Тата, йывӑҫ ҫурт-хуралтӑра тӗлкӗшекен шӑрпӑк пӗрчине тӗплӗн таптанӑ евӗр, хӑйсенче ҫак шухӑша сӳнтереҫҫӗ:

И, подобно тому, как в деревянном строении затаптывают тлеющую спичку, гасили в себе мысль:

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 291–297 с.

Шӑрпӑк та пулин ҫутӑр.

Хотя бы спичку.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 253–258 с.

Вӑл явӑнчӗ-ҫаврӑнчӗ, урипе тапа-тапа унталла-кунталла пӑхкаларӗ, аллисемпе сулкалашрӗ; ӑнсӑртран Вита тӗксе ӳкерчӗ; тӑнне ҫухатнӑ юлташне пӑхмасӑрах пин ҫулхи баобаб патнелле ыткӑнчӗ, эпир шӑрпӑк пӗрчине ҫӗкленӗн — йывӑҫа ҫӗртен ҫӑп-ҫӑмӑллӑн туртса кӑларчӗ те унпа Виверӑна хаплаттарчӗ.

Он кружился, топал и размахивал руками, оглядываясь; затем, сбив с ног Витта, лишившегося от толчка чувств, кинулся к тысячелетнему баобабу, взял его из земли так же легко, как мы берем спичку, и хлопнул им по Вивере.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 119–131 с.

Шӑрпӑк!

— Спички?

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Йывӑр ӗҫ тунӑ чухнехилле — ҫине тӑрса, тимлӗн, васкавлӑн шырать, акӑ чиксе пӗтернӗ аллипе хуҫнӑ туратсене, шӑрпӑк пӗрчилле пӗчӗкҫӗскерсене, Нок умне хучӗ.

Порывисто, с напряжением и усердием, стоящим тяжелой работы, совала она Ноку наломанные ее исколотыми руками крошечные прутики, величиной в спичку.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Кимӗ ӗлкипе танлаштарсан унӑн хыҫӗ ытлашши тӗттӗмех мар, пуш-пушӑ пек; Гелли ҫывӑрать ахӑр, вӑл еплерех вырнаҫнине пӑхмашкӑн Нок шӑрпӑк ҫутрӗ.

Корма на фоне менее темном, чем лодка, казалась пустой; Гелли, видимо, спала, и Нок, чтобы посмотреть, как она устроилась, зажег спичку.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

— Ҫур ҫӗр иртни пӗр сехет, — терӗ вӑл сехетне шӑрпӑк ҫутипе пӑхса.

— Час ночи, — сказал он, подставив к спичке часы.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Нок кӗсменсене вӗҫертсе шӑрпӑк чӗртрӗ, чӗлӗмне хыттӑн паклаттарать; ҫулӑм ҫутинче Гелли ҫамрӑк ҫыннӑн чӗлӗм патнелле тӗлленӗ куҫӗсене ҫав тери тинкерсе пӑхрӗ; вӗсем пӗртте хӑрушшӑн курӑнмаҫҫӗ — ытти ҫыннӑнни пекех.

В это время Нок, выпустив весла, зажег спичку и засопел трубкой; в свете огня его лицо с опущенными на трубку глазами, жадно рассмотренное Гелли, показалось молодой девушке, к великому ее облегчению, совсем не страшным, — лицо как лицо.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Манӑн шӑрпӑк ҫукчӗ.

Спичек у меня не было.

Супӑнь ешчӗкӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 170–176 с.

Хирӗҫри пӳрт кантӑкӗнче те такам шӑрпӑк ҫутни курӑнсан тин пирусне паклаттарса ячӗ, вара ялӑн тепӗр вӗҫӗнче пурӑнакан Ҫекӗлсем патне таплаттарчӗ…

Помоги переводом

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Мӗн тӑвас ӗнтӗ, хӑй хушнӑ япала, Ехреме кайса каласах пать, — текелесе тухса кайрӗ вара тепӗртакран урама, те шашулкки лайӑх ҫакланманран, хапха калинккине темиҫе те уҫа-уҫа хупса, хытах шалтлаттара-шалтлаттара илчӗ, унтан ҫавӑнтах пирус чӗртме тапратрӗ, тӳрех тивертеймесӗр, темиҫе шӑрпӑк ҫута-ҫута пӑрахрӗ.

Помоги переводом

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней