Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑхӑтран вӑхӑта вӑл аллине ҫӗклет те хуллен, кӑшт ҫеҫ тӗртӗнсе, ал лаппипе хӗр ҫӳҫне шӑлкаласа илет.
22. Лукашев хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫа кӗртет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Завьялов ун патнелле пычӗ, кресло хӗррине ларчӗ те Ленӑн ҫутӑ, йӑлтӑртатакан ҫӳҫӗсене шӑлкаласа илчӗ.
9. «Лена калаҫать!» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
— Да-а, — сухалне шӑлкаласа илчӗ мучи — Хамӑр фермӑран, колхозран аяккалла сахал тухатпӑр ҫав эпир…
XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
— Пирӗн Чемейре, ачам, чиркран та хытӑрах тӗлӗнмеллисем пур, — хуравлать пӗр мучи, шурӑ сухалне мӑнаҫлӑн шӑлкаласа.
Чемее пырса кӗрсен // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 1№ — 2-3 с.
Норма тултарас тетӗн пулсан, халех ҫителӗклӗ таран йӑтса кил, — каларӗ Клава, станокне шӑлкаласа тасатнӑ май.
Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.
Элекҫей, Тимуш пекех лутраскер, хӗвел ҫине ҫакса хурса типӗтнӗ пекех ырханскер, тӑкӑрлӑкран йӑпӑр-йӑпӑр чупса тухрӗ те чӳлмек ӑсти утса иртес ҫӗрте чарӑнчӗ, карттусне хывса, пур-ҫук ҫӳҫне шӑлкаласа тӑчӗ.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
— Карпов-юлташ сан спасипна илтме килмен, Тихӑн, акӑ мӗн, — терӗ Пруткин, мӑйӑхне шӑлкаласа — чухламана персе, «спаҫҫип» текелесе, ҫынна конфуса ан кӗрт.
XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
— Хаклӑ тусӑмсем, — мӑйӑхне алса тӳрчӗпе шӑлкаласа пирӗн ума ҫывхарчӗ бригадир.
XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Серебряков шӑпланса сывлӑшне ҫавӑрчӗ, тепӗр хушӑ мӑйӑхне шӑлкаласа тӑчӗ.
IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Ватӑ строитель, икӗ аллипе те карлӑкран тытса, кӑштах ҫӗрелле ӳпӗнчӗ, стройотрядри каччӑсемпе хӗрсене кашнин сӑнне астуса юлма тӑрӑшнӑн пӑхса ҫаврӑнчӗ, кӑвак мӑйӑхне кӑмӑллӑн шӑлкаласа илчӗ.
IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Кудряшов шӑрт пек ҫӳҫне шӑлкаласа илчӗ.
VIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
— Ӑнланатӑп, Александр Кузьмич, — шӑрт пек ҫӳҫне вирелле шӑлкаласа илчӗ Кудряшов, — епле ӑнланмӑн…
VIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Вӑл канфет хутне шӑлкаласа якатрӗ те чӳрече тӗлне тытса пӑхрӗ, каллех кӗлеткине чӗтретсе кулчӗ.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Питӗ те сатур ҫынсем лараҫҫӗ-ха кӗрекере! — терӗ те вӑл, сайра ҫӳҫне шӑлкаласа, тӗпеле иртрӗ.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Кабинӑран комбинезон ҫаннипе тарланӑ ҫамкине шӑлкаласа Кирик сиксе анчӗ, атӑ тӑхӑннӑ урисемпе кустӑрмасене тапа-тапа пӑхнӑ хыҫҫӑн мотор таврашӗнче тем чакаланчӗ, таса татӑкпа фарӑсене сӑтӑркаларӗ.
12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Вара, шывланнӑ куҫне шӑлкаласа, хулӑм туталлӑ чӑваш сӑмах хушрӗ:
Эпилог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Малалли паллӑ ӗнтӗ: стакана хоп! ҫавӑрса хучӗ те киленӗҫлӗн эхлетсе илчӗ, унтан мӑйӑхне шӑлкаласа якатрӗ.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Хӗрӗ, каччипе туталашкаласа, вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн шурӑ пӗчӗк тутӑрпа куҫҫульне шӑлкаласа илет.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Утӑ ҫулакансем, ӗҫ юххине пӳлсе, хӑш та хаш хашлаткаласа, пӑш та паш пашлаткаласа, лӑш-лаш тӳрленкелесе тӑчӗҫ те, тарланӑ пичӗ-куҫӗсене вӗлтти-велтти шӑлкаласа, ҫӳҫ-пуҫа тирпейлекелесе, ӗнтӗ туй шӑнкӑравӗ сассиллӗн татӑлмасӑр юхакан юрӑ илтӗннӗ еннелле хӑпӑл-хапӑл ҫаврӑнса, тим хурсах тинкерчӗҫ:
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Пушӑ вӑхӑтпа усӑ курса, йӑтмарҫӑсем, сывлӑш ҫавӑрса ярса, пит-куҫӗсене пӑтӑр-пӑтӑр тартан шӑлкаласа типӗтсе, пур-ҫук сивӗ апата ҫырткаласа ячӗҫ — пӗчӗк михӗ самант пушанчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.