Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хытах ҫапӑнать вӑл, пуҫне малти урипе шӑлкаласа, тенкел айне кӗрсе каять.
Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.
Тамара кӗме шутламасть те иккен: утта явӑнтаракан пӑрушка ҫурӑмне улӑмпа шӑлкаласа тасатать.
Поэтсем ӑҫта пурӑнаҫҫӗ-ши! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Алӑ тытнӑ хыҫҫӑн сарӑ та вӑрӑм мӑйӑхне шӑлкаласа якатать.
«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
— Канешнӑ, — куҫкӗрет мӑшкӑллать таксист, куктӗррипе витӗннӗ питне хӑрах аллипе шӑлкаласа.
Ҫӑтмах ҫынни милицие ма васкать? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Вӑхӑчӗ ҫитсен, хӑйсемех сивӗтӗҫ-ха, — тикӗт евӗр йӑлтӑр-йӑлтӑр ҫӳҫне Мерчен Ваҫлейӗ икӗ аллипе те шӑлкаласа якатать; арпашӑннӑ вӑрӑм та шултра ҫӳҫ пурпӗр якалмасть.
Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
— Ҫук, — хӗвел ҫинче ларнӑран пӑтӑр-пӑтӑр тарланӑ ҫамкине шӑлкаласа каларӗ Мидхат Гильманов.
5 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
— Мӗн пулчӗ? — тӗпчет вӑл, Ваҫук куҫне тутӑрӗн вӗҫӗпе шӑлкаласа.
2 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
— Хе-хе-хе, — качака путекки мекеклетнӗн, кӗскен те хӑвӑрттӑн кӑлтӑртатса кулчӗ Мишша, куктӗрне шӑлса тӑкма хӑтланнӑн, питне хӑрах аллипе шӑлкаласа.
1 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Старик ура ҫине тӑчӗ, сухалне шӑлкаласа илчӗ.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Пуҫа ҫӗклерӗм, тин ҫывӑрса тӑнӑ пек пултӑр тесе, куҫсене шӑлкаласа илтӗм, унтан тӑрса лартӑм.
III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Ҫимун тӑна кӗнӗ пек пулчӗ те, куҫӗсене тутӑрпа шӑлкаласа, виҫ кӗтеслӗ ҫырӑва уҫрӗ.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Тӑрас килмесӗр ура ҫине тӑчӗ Ҫимун, аллине умӗнчи пир саппунпа шӑлкаласа типӗтрӗ.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Карчӑк, — терӗ Хумкка, хыҫлӑ пукан ҫинче лараканскер, пит-куҫне шурӑ питшӑллипе шӑлкаласа.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Чун тарӑхса ҫитсессӗн, ларатпӑр та юрлатпӑр, — ҫак юлашки сӑмахсене, куҫне тутӑр вӗҫӗпе шӑлкаласа, чи асли Сарпике каларӗ.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Мария Тимофеевна, сӳс тӳме чарӑнса, шӑпӑртатса аннӑ куҫҫульне шӑлкаласа типӗтрӗ.
Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Динщӗк мар — ординарсӑ, — тӳрлетрӗ ашшӗ, пит-куҫне шурӑ питшӑллипе шӑлкаласа.
Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Вӑй патӑр, чиперккесем! — терӗ вӑл, кӗске хура сухалне шӑлкаласа, пилӗкшер ҫурӑмӑн ҫыхса хунӑ сӳс куписем ҫине пӑхкаласа илчӗ.
Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Пирӗн килес, — йӑпӑлтатрӗ Юмӑҫ Укань, лупасайне кӗнӗ-кӗменех сӑмсине шӑнкартса, аллине кӗрӗк аркипе шӑлкаласа.
Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Улӑмпа шӑлкаласа тасатнӑ хыҫҫӑн йывӑр чула бригада пӳртне йӑтса кӗчӗ Ҫимун, хунарпа ҫутатса, пур енчен ҫара алӑпа сӑтӑркаласа пӑхрӗ.
Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Ӗлӗк те пурччӗ шалун начальникӗ, — сайралнӑ сухалне аллипе шӑлкаласа илет савӑнӑҫлӑ Хумкка, — пуйӑс хуҫи тенине пӗлтерет вӑл, амӑшӗ.
Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.