Поиск
Шырав ĕçĕ:
Шурӑ питлӗ шалпар кӗлеткерен хуҫа шӑрши кӗнӗ, Тетка унӑн сассине те уйӑрнӑ, вӑл хуҫа сасси пулнӑ, анчах тӗллӗн-тӗллӗн вӑл иккӗленнипе асапланнӑ хушӑра ула-чӑла кӗлеткерен тарма тата вӗрме хатӗр пулнӑ.
VII. Ӑнман дебют // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.
Вӗсем пӗтӗм пӳлӗмсене тӗрӗслесе тухрӗҫ, хӑйсем хушшинче калмӑкла темскер мӑкӑл-макӑл калаҫса илчӗҫ те, иккӗшӗ картиш таврашӗнче шырама кайрӗҫ, пӗри — хурарах хӑмӑр ӳтлӗ, шатра питлӗ те лапчӑк сӑмсаллӑ лутака калмӑкӗ, — лампассемпе капӑрлатнӑ шалпар шӑлаварне кӑрт-карт турткаласа, ҫенӗке тухрӗ.
XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑл киле ҫитрӗ ҫеҫ — шӑрӑха кура мар акӑлчансен пустав френчӗпе шалпар шӑлавар тӑхӑннӑ, салху сӑнлӑ Христоня пырса кӗчӗ.
XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫил Натальйӑн тӑрмаланса пӗтнӗ ҫӳҫне лӑскарӗ, йӗпе питне типӗтрӗ, куллен тӑхӑнакан сӑрӑ кӑвак юбкӑн шалпар аркине урисем тавра явӑнтарчӗ.
XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Шурӑ пакунлӑ, тӑпӑл-тӑпӑл ларакан акӑлчан френчӗсемпе шалпар бриджисем тӑхӑннӑ офицерсем уткаласа урисене ҫемҫетеҫҫӗ, лашисем патӗнче тӗккеленсе ҫӳреҫҫӗ, казаксем ҫинелле чалӑшшӑн пӑха-пӑха илеҫҫӗ.
V // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Тумтирӗ питӗ килӗшӳсӗр вара, шӑлаварӗ калама ҫук шалпар, ӑна шултра чечеклӗ пусмаран ҫӗлетнӗ.Представьте вы себе широчайшие панталоны, сшитые из ситца с крупными цветами,
VII. Ӑнӑҫсӑр ӗҫ // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.
Ҫийӗнчи шалпар шӑлаварне типтерлӗн сапланӑ, шӑтнӑ ҫӑм чӑлхине ҫиппе сӑртакласа ҫӗленӗ.Широкие шаровары его были аккуратно залатаны, шерстяные чулки заштопаны.
XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Лихачев пӗрмечеллӗ кӗрӗк пиншак тӑхӑннӑ, пуҫне хӗҫ тӳрчӗпе ҫапса лутӑрканӑ хура кубанка хуплать, кӗрӗк айӗнчи симӗс френчӗпе шалпар галифи ун ҫинче питӗ тӑпӑл-тӑпӑл лараҫҫӗ.
XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Унччен килӗнче кун каҫичченех каҫхи кӗпе вӗҫҫӗн тата ҫыхса тунӑ аялти ӑшӑ йӗм тӑхӑнса ҫӳренӗ ватӑ пан арчасенчен нафталин шӑрши ҫапнӑ сюртукӗсемпе генералсем тӑхӑнакан шалпар шӑлаварӗсене кӑларма хушрӗ.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Пуринчен малта, ҫарран, хура пуставран ҫӗлетнӗ шалпар галифепе, сӑран пиншакне йӳле ярса, Подтелков утса килет.Впереди шел Подтелков, босой, в широких галифе черного сукна и распахнутой кожаной куртке.
XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Вӑл вӑрӑм шалпар кӗпепе, пакунсӑр-мӗнсӗрех; кӗпи ҫинчен Кавказ тӑрӑхӗнче ҫыхса ҫӳрекен капӑр пиҫиххи ҫыхнӑ, лампаслӑ шӑлаварне шурӑ ҫӑм чӑлха ӑшне ҫавӑрса чикнӗ.
XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Каҫпа Бунчук, хӑйӗн лӑп кӑна вырнаҫнӑ ӑпӑр-тапӑр япалисене шалпар салтак хутаҫҫипе йӑтса, хула хӗрринчи пӗчӗк урама, Аннӑсен килне пырса кӗчӗ.
XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Вӑл пуканне шутарса сӗтел хушшине кӗрсе ларчӗ те ним пӑлханман пек лӑпкӑн шурӑ кокардӑллӑ симӗс карттусне хывса хучӗ, ҫӳҫне тураса якатрӗ, сулахай пӳрнисемпе френчӗн айӑкри шалпар кӗсйине тӳмелерӗ, хӑйне темскер калакан Богаевский еннелле тайӑлса ларчӗ.
X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫире вӗсен — уяв кунӗсенче тӑхӑнмалли формӑсем, хӑюсем, ылтӑн тӗслӗ тӳмесем, пылчӑкпа вараланса пӗтнӗ шалпар шӑлаварсем.На них праздничная форма, ленты, золото пуговиц, широкий клеш, захлюстанный в грязи.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Никита Никитич хӳшӗ умӗнче бинокльпе пӑхса тӑнӑ, ҫара урисене вӑл пушмак тӑхӑннӑ, тем пекех шалпар пустав шалаварӗ хушшине кивӗрех бешметне хӗстернӗ.
XXXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Анфиса ача амӑшӗ пулма хатӗрленнӗ, вӑл хӑй валли юри аркӑллӑ шалпар сарафан ҫӗленӗ, анчах сарлака тум та йывӑр ҫын пулнине пытарайман.
XXXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Вӑкӑрсене Нестор, ҫӳллӗ, хӗрӗхелле ҫитнӗ, кӑвак шалпар йӗмпе кӗске пиншак тӑхӑннӑ ҫын ҫавӑтса пынӑ.Быков вел Нестор — рослый мужчина лет сорока, в широких суконных штанах и в куцем пиджаке.
XXXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Хӑй тӗттӗм кӑвак шалпар шӑлавар тӑхӑннӑ, шӑлаварӗ тӑрӑх алтупанӗ сарлакӑш хӗрлӗ хӑюсем анаҫҫӗ, инҫетрен пӑхсан — генерал тейӗн ҫав!
XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Вӑл ваткӑпа ҫӗленӗ шалпар кофта тӑхӑннӑ, пуҫне аялтан шур тутӑр, унтан ӑшӑ тутӑр ҫыхнӑ, ҫиелтен хулпуҫҫийӗсене те, ҫурӑмне те, кӑкӑрне те ярапаллӑ шел тутӑр хупласа тӑнӑ.
X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Тумтирӗ те тӗрлӗрен пулнӑ: пӗрин вӗр-ҫӗнӗ ҫар тумтирӗ, теприн пустав галифе, виҫҫӗмӗшӗ авалхи пек ҫӗленӗ шалпар шӑлавар ӑшне галстуклӑ кӗпине ҫавӑрса чикнӗ.
XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.