Поиск
Шырав ĕçĕ:
Питӗ хитре, питӗ шалпар кӗпе!
Юлашки парне // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Ткаченко тӑна кӗрсе те ҫитеймерӗ, старостӑсем ӗнсе ҫинех антарса лартнӑ безкозыркӑллӑ матросла циклоп евӗр хӑрах куҫлӑ темӗнле шалпар капюшонлӑ брезент пальто тӑхӑннӑ пуҫлӑх ҫурт патне ҫитсе туйисемпе таклаттарса та илчӗҫ.
XV сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Фрося, чӑнах та, ҫитсӑран ҫӗленӗ шалпар кофта тӑхӑннӑ, пуҫне тура чиксе лартнӑ, вунтӑватӑ ҫулта пулин те йӗпне ҫӑмӑллӑн вылянтарса пултаруллӑн арҫын кӗпине пӳксе ларать.
VI сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Васкамасӑр, урисене хуҫлаткаласа, пӗрин хыҫҫӑн тепри, тем те пӗр пӗлме юратакан хӗрарӑмсем пек пыраҫҫӗ, вӗсем куҫхарши ҫинех антарса лартнӑ така тирӗнчен ҫӗлетнӗ мӑн ҫӗлӗксем тӑхӑннӑ, ваткӑллӑ шалпар пиншакпа.
V сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Ҫӗлӗкне куҫ ҫинерех антарса тӑхӑннӑ вӑл, шалпар шинельпе; шӑнса пӑрланнӑ ҫул тӑрӑх, темӗн те пӗр тултарнӑ кутамккине ҫурӑм хыҫӗнче сиктеркелесе, Семен Федорович Котко пырать.
I сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Вӑл паян шалпар сатин йӗмпе кӗпе тӑхӑннӑ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Кимӗ ҫывхарса ҫитерехпе карттус айӗнче шалпар йӗм тӑхӑннӑ ача ларнине асӑрхарӑм.Когда лодка подплыла поближе, оказалось, что под кепкой прячется мальчишка в широких черных штанах.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Ваткӑпа ҫӗлетнӗ шалпар халат тӑхӑннӑ тӗксӗм питлӗ стариксем кӗтесре хӗсӗнсе, шарламасӑр, чӗлӗмӗсене мӑкӑрлантарса лараҫҫӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Плащ-палаткӑран ҫӗленӗ шалпар шӑлавар тӑхӑннӑ йӗкӗт ура ҫине тӑчӗ.Поднялся молодой парень в широких шароварах из плащ-палатки.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Шалпар ватник тӑхӑннӑ пирки вӑл тата пӗчӗкрех курӑнать, пӑхма пит ватах мар пек, анчах хурлӑх нумай курни палӑрать.
Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Ун ҫийӗнче вараланса лӳчӗркеннӗ шалпар шӑлавар, пуҫӗнче кепкӑ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Ун ҫийӗнче пиртен ҫӗлесе тунӑ шалпар кӗпе, хресченсем тӑхӑнакан йышши хура ярӑмлӑ кӑвак шӑлавар, урине сарӑ ботинкӑ тӑхӑннӑ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Шалпар носки кӗлисем сылтӑмалла, вӗҫӗсем сулахаялла пӑрӑнса кайнӑ.
Власьевна // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Хӑй шалпар ҫанӑллӑ, вӑрӑм кӑвак кӗпе тӑхӑнса янӑ, пилӗкне йӳле янӑ; кӗпи аркине, кӑкар ҫине, ҫаннисене хӗрлӗ хӑю тытнӑ.
2 // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Вӑл тӗксӗм шалпар плащ, тӑхӑнса янӑ, ӑна мал енчен тӳмелесе лартнӑ, хыҫал енчен вӑл сарлака хутламсем пулса, усӑнса тӑнӑ.На нем был темный широкий плащ, плотно облегающий спереди и свободными складками ниспадающий сзади.
XXXVI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Ҫав ҫынсем — пӑлан тирӗнчен ҫӗленӗ шалпар тумтир тата ҫавӑн йышшиех атӑсем тӑхӑннӑ сунарҫӑсем; кӗтӳҫсем, мексиканец костюмӗсемпе сарлака шӑлаварсем тӑхӑннӑ мустангерсем, хулпуҫҫисем ҫине тутӑр-серапэ витсе янӑскерсем тата пуҫӗсем ҫине йӑлкӑшакан хура шлепке — сомбреро — чалӑштарса лартса янӑскерсем.
IX сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Типшӗм хул-ҫурӑмӗ ҫинчи вараланчӑк шалпар сӑхманӗ хӗрес юпи ҫинчи пек ҫакӑнса тӑрать, хул калакӗсем шӑкӑлтах палӑраҫҫӗ.
Пӗтӗм халӑх ӗҫӗ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Миронихӑпа пӗрле хӑйӗн ӗҫӗсене туса пӗтернӗ хыҫҫӑн вӑл ҫӳҫӗсене ҫивӗтлет, васкамасӑр кофтине хывса хурать, вара шалпар юбкине хывмасӑрах, хӑй ҫутине сӳнтерсе, пысӑк та ӑшӑскер, утӑ ҫине хӗрачасем ҫумне кӗрсе выртать.
44 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Вӑл Миронихӑн шалпар кофтине тӑхӑннӑ, пиҫиххи ҫыхнӑ.
44 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Вӑл Генкӑн кивӗ кӗпине тата шалпар шӑлаварне тӑхӑнса янӑ та украина ачи пекех курӑнать, шуранка та хӗвелпе пиҫсе хуралман пит-куҫӗпе тата вырӑсла калаҫнипе ҫеҫ вӑл Генкӑран уйрӑлса тӑрать.
28 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.