Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кӑна ӗнтӗ ӗненме те йывӑр пулӗ те, анчах Сачков, хулана тухмалли билет илсе, парка кайнине, унта курӑк ҫинче выртса, задачӑсене кедр мӑйӑрне шаклаттарнӑ пекех, шаклаттарса шутланине эпӗ хам куҫпа хам курнӑ.
«Саго-мару» пӗтни // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 16–42 с.
Такам, ачасенчен пӗри, Кэукая кура ӗнтӗ, Эттая хуллен ҫеҫ пуҫӗнчен шаклаттарса илчӗ.Кто-то из мальчиков, подражая Кэукаю, щелкнул Эттая по макушке.
Парнесем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Пӑлан усракансем капкӑнсене кула-кула, шӳт туса илеҫҫӗ, шаклаттарса пӑхаҫҫӗ, мухтаҫҫӗ.Оленеводы со смехом и шутками принимали капканы, щелкали ими, расхваливали их.
Тавыль шкула каясшӑн // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Джим хӑйӗн вӑйлӑ аллисене чӗркуҫҫийӗ ҫинчи саппунӗпе шӑлчӗ те, каска ҫинчен тӑрса, йывӑҫ урипе шаклаттарса, каллӗ-маллӗ уткаласа ҫӳреме пуҫларӗ.
Пӑрлӑ чикӗ леш енче // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Ильсеяр ӳт-тирӗ малтан вӗриленсе кайрӗ, унтан шӑнчӗ, вӑл вара пӗтӗм пӗвӗпе шӑлӗсене шаклаттарса чӗтреме пуҫларӗ.
I // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Акӑ, аттисемпе хыттӑн шаклаттарса, пӳлӗме Революцилле ҫар комитечӗн председателӗ Подвойский ҫитсе кӗрет.Громко стуча каблуками, вошёл председатель Военно-революционного комитета Подвойский.
Зимний — хамӑр алӑра // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
— Пӑлхавҫӑсем! — аттисемпе хыттӑн шаклаттарса кӑшкӑрса янӑ ҫак вӑхӑтра командир.
Тинӗсри хӗрлӗ ялав // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Суйласа илмеллийӗ ҫапла кӑна: е санӑн Маринка тӑван килӗн алӑкне шаклаттарса хупмалла та каялла тек таврӑнмалла мар, е ҫак пуян та та чаплӑ, йӑлкӑшса та ҫуталса тӑракан мӑнастирӗн уставне пӑхӑнса пурӑнмалла.
10 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Леш ҫав вырӑс аттисемех-ха, пурне те паллӑ, Франци тӗп хулинчен шаклаттарса ҫитрӗҫ.Те же русские сапожки притопали к нам, как известно, из французской столицы…
8 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Анчах та вӑт коридорта вӑл Маринка, шаклаттарса утни илтӗнсе каять те, алӑка пӗррех туртса уҫать те, темӗнле вӑрр ҫаврӑнса кӗрсе тӑрать те — пуҫра мӗн пурри, асра тытма кирли, каллех йӑлт манӑҫа тухать, каллех каруссель ҫавӑрӑнма тытӑнать.
6 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Поликей ачисене тимӗрҫӗ лаҫҫи патне ҫитерсен антарса хӑварса каллех чӗркенчӗ, ҫӗлӗкне юсаса илчӗ те вӑрах юртӑпа урапа сиктернӗ май питҫӑмартисене чӗтретсе урисемпе урапа хуппине шаклаттарса малалла пӗчченех кайрӗ.
VII // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
Вӑл — Гитлерӑн хӗвеланӑҫӗнчи наместникӗ, темӗн мӑкӑртатса пӳрнисене туртса шаклаттарса ларчӗ.Наместник Гитлера «на Востоке», что-то шепча про себя, стал нервно хрустеть суставами пальцев.
Ӗмӗт тулчӗ! // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 319–328 с.
— Николай Тихомолов, ефрейтор! — тесе хучӗ тепри атӑ кӗлисене шаклаттарса.— Ефрейтор Николай Тихомолов, — рубанул, звучно щёлкая каблуками,
Эйзенштрассе урамӗнчи передовой // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 305–318 с.
Лейтенант касса татнӑ пекех «так точно» терӗ, унтан, атӑ кӗлисене шаклаттарса илчӗ те генералтан кайма юранипе юраманнине ыйтмасӑрах пӳртрен тухса чупрӗ.
Вӑрҫӑ ҫулӗ ҫинче // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 172–187 с.
Майор тӑчӗ, атӑ кӗлисемпе шаклаттарса илсе хӑй ятне каларӗ: эпӗ кампа калаҫнине пӗлесшӗн, тесе ыйтрӗ.
Эпир — совет ҫыннисем // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 127–144 с.
Эпӗ ӗлӗк Мариински институтра хӗрсем ҫаврӑнкаласа пӑхнӑ тӗкӗр витӗр хама хам пӑхса илтӗм те, вӗсен ҫулҫӑ пек ҫӑп-ҫӑмӑл хӗрупраҫ кӗлеткисем хӗвӗшсе ҫӳренӗ урай тӑрӑх, атӑпа шаклаттарса, училище начальникӗ Градов полковник кабинечӗ патне пытӑм.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Манӑн чунӑм таҫта, Севастополӗн сӑрчӗсем ҫинче, Чоргунь патӗнчи блиндажсенче, приморецсем походлӑ маршпа харӑссӑн шаклаттарса ҫӳрекен крепость урамӗсенче аташса ҫӳрет.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Эпӗ Балабан кабинетне кӗтӗм, урасемпе шаклаттарса илтӗм, кирлӗ пек рапорт патӑм.Я вошел в кабинет Балабана, щелкнул каблуками, отрапортовал по форме.
Иккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Эпӗ алӑк витӗр вӑл уҫҫӑн та татса саламланине, аллапписемпе пӗҫӗ тӑрӑх ярт ҫапса, ура кӗллисене шаклаттарса илнине илтрӗм.
Иккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Сасартӑк охрана боецӑн ури айӗнчен ҫыпӑҫуллӑ кӗрӗк тӑхӑннӑ пӗчӗк кӗлетке сиксе тухнӑ та, командующи умне пырса, атӑ кӗлисемпе шаклаттарса, янравлӑ сассипе уҫҫӑн ҫапла пӗлтернӗ:
Гварди рядовойӗ // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 14–27 с.