Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чылайранпа сăмах пирĕн базăра пур.
чылайранпа (тĕпĕ: чылайранпа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чим-ха, кӑштах хӑналам сана… — ҫыхӑнусӑр мӑкӑртатрӗ вӑл, чылайранпа упранса пурӑннӑ кӑмӑшка кӗленчине арчаран кӑларнӑ май.

Постой-ка угощу тебя… — бессвязно бормотала она, доставая из сундука хранившуюся с давних пор бутылку самогона.

III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Киле пӗр-пӗр пыйтланса пӗтнӗ ҫӗтӗк-ҫатӑк та ырханкка, анчах чылайранпа кӗтнӗ кил хуҫи килсе кӗрет те, пӳрт-ҫуртра савӑнӑҫлӑ, ним тӗлли-йӗркисӗр тӗркешӳ пуҫланса каять: кирӗк-тусанпа хуралса ларнӑ служивӑя ҫӑвӑнма шыв ӑшӑтаҫҫӗ; ачисем, пӗри те пӗри, ашшӗне пулӑшасшӑн, унӑн кашни хусканӑвнех сыхласа тӑраҫҫӗ; савӑнӑҫ-телее пула ним тӑва пӗлми аптранӑ арӑмӗ е сӗтел ҫине апат лартса парасшӑн хускалать е упӑшкин таса кӗпе-йӗмне кӑларса хатӗрлеме арча патне чупать.

Приходил домой какой-нибудь оборванный, обовшивевший и худой, но долгожданный хозяин, и в хате начиналась радостная, бестолковая суета: грели воду для черного от грязи служивого, дети наперебой старались услужить отцу и караулили каждое его движение, растерявшаяся от счастья хозяйка то кидалась накрывать на стол, то бежала к сундуку, чтобы достать чистую пару мужниного белья.

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫын пурӑннӑ шӑршӑ-маршӑ та юлман пушӑ кухньӑра вӑл хӑйӗн хӗрарӑм ӑшӗнче чылайранпа капланса тулнӑ йӳҫӗ куҫҫульне юхтарса пӗтерчӗ, унтан Дон хӗрринчен шыв ӑсса таврӑнчӗ, вут хутса ячӗ, аллисене чӗркуҫҫи ҫине ӳкерсе, сӗтел хӗррине ларчӗ.

В пустой, пахнущей нежилым кухне выплакала все скопившиеся за долгое время горькие бабьи слезы, а потом сходила на Дон за водой, затопила печь, присела к столу, уронив на колени руки.

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Иван Егорович Ларин, ак, кунта вӑл чылайранпа ӗнтӗ, хӑй опытӗнчен ҫирӗплетсе пама пултарать.

Вот старожил наш, Иван Егорович Ларин, по собственному опыту может подтвердить.

4 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Наталья чунӗнче чылайранпа тӑвӑнса пуҫтарӑннӑ пӗтӗм хуйхӑ-суйхӑ сасартӑках тытамак тытнӑ чухнехилле хыттӑн чӗтресе ӗсӗклени ҫине куҫрӗ.

Все, что так долго копилось у Натальи на сердце, вдруг прорвалось в судорожном припадке рыданий.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Анчах эпӗ сана чылайранпа сӑнаса пынӑ ҫӗртенех, Григорий Пантелеевич, пит тем ӑнлансах пӗтерейместӗп…!

Но я вот давно к тебе приглядываюсь, Григорий Пантелеевич, и не могу тебя понять…

X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хайхискер майӗпен те тайкаланса утакан ҫын чӑн-чӑн Петро Богатырев — пӗлтӗр курнӑ пекех чакӑр куҫлӑ, анчах чылайранпа хырӑнман пирки сухалӗ шӑрт пек ӳссе кайнӑ Петро Богатырев пулнине ӗненсе ҫитрӗ те ура ҫине ҫӗкленчӗ, урисем ҫинче тытӑнса тӑма пултарнине тӗрӗслерӗ.

Окончательно убедившись, что медленно, вразвалку идет доподлинный Петро Богатырев, такой же голубоглазый, каким видели его в прошлом году, лишь немного обросший щетинкой давно не бритой бороды, — старик поднялся на ноги, попробовал, могут ли они его держать.

LIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Лукешка ӗлӗк хӑй патӗнче хваттерте пурӑннӑ ҫынна купӑста яшки антарса пачӗ, сӗтел сунтӑхӗн хыҫалти кӗтессинчен чылайранпа выртса шӑтӑкланса пӗтнӗ сахӑр катӑкӗ те кӑларчӗ.

Лукешка покормила старого квартиранта щами, даже ноздреватый от старости кусок сахара достала из потаенного угла сундука.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Чылайранпа курманччӗ сана, пытармастӑп — ют пулса кайнӑ эс.

Давно я тебя не видал и не потаю — чужой ты стал.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл, чылайранпа турта хушшинче пулса курман ӑйӑр пек, урисемпе урайне тапа-тапа тапӑртатма тытӑнчӗ, кӑмака умӗнче выртакан качака путеккинчен темле кӑна такӑнса ӳкмерӗ.

Он, как стоялый жеребец, затопал ногами, чуть не упал, споткнувшись о лежавшего у печки козленка.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пирӗн мужик хӑйӗн хура куҫхаршиллӗ хӗрӗпе чылайранпа ӗнтӗ халӑх хушшинче тӗрткелешсе ҫӳрет: пӗр лавӗ патне пырать, теприне хыпашласа пӑхать, хӑшӗ-пӗринпе хаклашать, анчах та пуҫӗнчи шухӑшӗсем унӑн ҫаплах-ха хайхи тулӑ миххисемпе хӑй сутма илсе килнӗ ватӑ кӗсри патӗнче ҫаврӑнкаласа ҫӳреҫҫӗ.

Приезжий мужик наш с чернобровою дочкой давно уже толкался в народе: подходил к одному возу, щупал другой, применивался к ценам; а между тем мысли его ворочались безостановочно около десяти мешков пшеницы и старой кобылы, привезенных им на продажу.

II // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Чылайранпа курмасӑр пурӑннӑ кумӗсемпе тӗл пулни ҫак ҫул ҫинче пулса иртнӗ ырӑ мар ӗҫе вӑхӑтлӑха мантарчӗ, пирӗн ҫулҫӳревҫӗсене ку тӗлпулу ярмӑркка ҫинчен сӑмах хускаттарчӗ, инҫе ҫулран килнӗ май кӑштах кантарчӗ те.

Встреча с кумовьями, давно не видавшимися, выгнала на время из головы это неприятное происшествие, заставив наших путешественников поговорить об ярмарке и отдохнуть немного после дальнего пути.

I // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Вара салтаксем пурте, ҫав тери ҫивӗч хӑлхаллӑскерсем, халь тинех хӑйсем чылайранпа илтмен шӑплӑх пусса илнине ӑнланчӗҫ.

И все солдаты, необычайно чуткие на ухо, сразу поняли: наконец-то наступила тишина, какой они не слышали давно.

XVIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Чылайранпа штабра ӗҫлекен Смольянинов капитан ҫарти политработниксем вӑрҫӑ ӗҫне пӗлнине шанмасть.

Старый штабист капитан Смольянинов втайне всегда относился с недоверием к военным знаниям политработников армии.

XIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ун пек апата каччӑ пулса ҫӳрекен Виктор чылайранпа курман.

какого Виктор, находясь на холостяцком положении, давно уже не видел.

II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Чылайранпа пулман вӗт, тепӗр сехетрен каллех вӑрмана каймалла.

Долго ведь не был, а через час снова в лес идти.

XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Эпӗ ӗнтӗ ирӗксӗртен чылайранпа хырӑнаймастӑп: куратӑн-и, тутасем ҫине шатрасем тухса тулнӑ!

Я в основном не могу сбрить, потому что возможности нет: видишь на губах повылезала сыпь!

XI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Эсӗ ман патра чылайранпа пулманччӗ.

— Долго ты до меня не заявлялся.

IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Стефан Петрович айккинче тӑрать, унӑн сӑн-сӑпачӗ ывӑннӑ ҫыннӑнни пек кичем, чылайранпа хырман сухаллӑ пичӗ ҫӗр тӗслӗ, куҫӗсенче хаярлӑхпа тарӑху хӗлхемленсе тӑрать.

Стефан Петрович Рагулин стоял в стороне, и вид у него был удручающе скучен, поросшее серой щетиной лицо — землисто-черное, а в глазах теплились и злоба и тоска.

XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Андрей вӑрҫӑра чылайранпа ӗнтӗ, анчах вӑл та, полкри салтаксенчен нумайӑшӗ пекех, тискер те хаяр артподготовка хӑрушлӑхне пӗрремӗш хут чӑтса ирттерет.

Как и многие солдаты полка, Андрей впервые испытывал все ужасы ожесточенной артподготовки.

XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней