Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кашнин мӑйӗ ҫинче — йывӑр йывӑҫ такан, ӑна хыҫалти тата малти чура таканӗнчен сӑнчӑрпа ҫыхӑнтарнӑ; вӑрӑм ҫак «хур карти» хура чӗрӗ вӑчӑрана аса илтерет.
VIII. Цаупере чура // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Вильсон пуҫне пӗр ӑнӑҫлӑ шухӑш килсе кӗчӗ: трилистниклӑ такан татах та тыттарма пултарать, ӑна пӗр вилнӗ лашаран илсе ахаль таканпа улӑштармалла пулать.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Пуртӑ, алӑ пӑчки, ийӗ, атӑ-пушмак юсамалли хатӗр-хӗтӗр, ҫип, запас атӑ тӗпӗсем, пӑта, мӑлатук, пӗр ҫыхӑ чӗн, вӗрен, сӑмала катӑкӗ — ҫаксене йӑлтах, ут таканӗсемпе такан пӑтисем таранах, брезентпа чӗркесе ҫыхнӑ та, ӗнтӗ вӗсене минут хушшинчех урапа ҫине ҫӗклесе кайса хума пулать.
XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Кавказ тӑвӗсем тепӗр май ҫавӑрса хунӑ лаша таканӗ пек выртаҫҫӗ, варринче, такан ҫинчи кача пек, Эльбрус хӑйӗн йӑлтӑркка ҫӗлӗклӗ тӑррисемпе ҫӗкленсе тӑрать.
XV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Уҫӑ сумкисенче пӗр мӑя ут таканӗсем — тӑват ура валли — ҫулланса пӗтнӗ тутӑр татӑкӗпе чӗркенӗ такан пӑтисем, ҫӗвӗ хатӗрӗсем — пӗр мӑшӑр йӗппе пӗр ярӑм ҫип, алшӑлли курӑнса выртаҫҫӗ.
21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Етре вырӑнне — тимӗр-тӑмӑр татӑкӗсем, пульӑсем — такан пӑтисем, ҫӗмрӗк такансем, вӗсене хутаҫпа хайхи хӗрарӑм ҫӗкленӗ.
XXVI. Зли-долӑ патӗнчи батарейӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Йӗрӗ каҫхинехи, ярт палӑрса выртать, таканӗ те палланӑ такан…
X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Халӗ тата виҫӗ такан тупса лаша туянасси ҫеҫ юлчӗ.
Кӑштах кулса илмелӗх // Евгений Турхан. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... sa-ilmelkh
— Такан айне лекрӗн эппин!
10-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кӑкӑрӗ ҫинче унӑн халӗ те тӗксӗмрех хӗрлӗ такан йӗрӗ пур.
8-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кӑвак пиншакӗн кӗсьинчен хӗрлӗ пурҫӑн тутӑр курӑнса тӑни тата «павлин куҫӗ» пек тӗрӗллӗ галстук ҫинче сапфир чулӗнчен тунӑ такан йӑлтӑртатни те сахал.
XLIV. Маёвка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Час-часах тусан ҫинче такан хуҫӑкӗсем, гайкӑсем е папирос коробкисем тӗл пулнӑ.То и дело в пыли мелькнет подкова, или гайка, или папиросная коробка.
XXII. Ҫывӑхри армансем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
13. Назорей пулса пурӑнас кунсем вӗҫленсессӗн, назорей пулнӑ ҫын тӗлӗшӗпе хунӑ саккун акӑ ҫакӑ: ӑна пуху чатӑрӗн алӑкӗ патне илсе пымалла, 14. вӑл вара пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана парне кӳмешкӗн айӑпсӑр пӗр ҫулхи така путек парӗ, ҫылӑх парни кӳмешкӗн айӑпсӑр пӗр ҫулхи сурӑх путек парӗ, канӑҫлӑх парни кӳмешкӗн айӑпсӑр така парӗ; 15. тата йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарса тулӑ ҫӑнӑхӗнчен тутлӑлла пӗҫернӗ пӗр пӗрне ҫӑкӑр илсе пырӗ, тутлӑлла пӗҫернӗ, йывӑҫ ҫӑвӗ сӗрнӗ пашалусем, вӗсемпе пӗрле тата тырӑ-пулӑ парни, ун ҫине юхтармалли парне илсе пырӗ; 16. ҫакна священник Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫӗклесе кӑтартӗ те унтан унӑн ҫылӑхшӑн кӳмелли парнине тата пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнине кӳрӗ; 17. такине пӗрнери тутлӑлла ҫӑкӑрсемпе пӗрле Ҫӳлхуҫана канӑҫлӑх парни кӳрӗ, священник ҫавӑн пекех унӑн тырӑ-пулӑ парнине тата ун ҫине юхтармаллине кӳрӗ; 18. вара назорей пуху чатӑрне кӗмелли вырӑнта хӑй назорей пулса пурӑннӑ чухнехи ҫӳҫне кастарса ярӗ, унтан хӑй назорей пулса пурӑннӑ чухнехи ҫӳҫне илӗ те канӑҫлӑх парни айӗнчи вут-ҫулӑм ҫине хурӗ; 19. унтан священник такан пиҫсе ҫитнӗ малти хулне тата пӗрнерен тутлӑлла пӗҫернӗ пӗр кукӑльпе тутлӑлла пӗҫернӗ пӗр пашалу илӗ, вара назорей пулнӑ ҫын ҫӳҫне кастарнӑ хыҫҫӑн ҫакна назорей ывҫи ҫине хурӗ; 20. унтан священник ҫакна Ҫӳлхуҫа умӗнче силлентерсе парне кӳрӗ: силлентерсе кӳнӗ ӑмрипе ҫӗклентерсе кӳнӗ хулсӑр пуҫне ҫак таса япаласем те священника пулмалла.
Йыш 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. [Моисей] такан ӑш ҫӑвне, хӳре чикки ҫинчи ҫӑвне, вар ӳчӗ ҫинчи мӗнпур ҫӑвне, пӗвер ҫинчи ҫу ҫурхахне, икӗ пӳрипе вӗсем ҫинчи ҫӑвне тата сылтӑм хулне илнӗ; 26. тата Ҫӳлхуҫа умне тутлӑлла ҫӑкӑрсем хунӑ кунтӑран пӗр тутлӑлла ҫӑкӑр, йывӑҫ ҫӑвӗпе пӗҫернӗ пӗр ҫӑкӑр тата пӗр пашалу илнӗ те парне ҫӑвӗпе унӑн сылтӑм хулӗ ҫине хунӑ; 27. ҫакна пурне те Ааронпа унӑн ывӑлӗсен аллисем ҫине хунӑ та Ҫӳлхуҫа умӗнче силлентерсе парне кӳнӗ; 28. Моисей ҫакна вӗсен аллинчен илнӗ те парне вырӑнӗ ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнепе пӗрле ҫунтарса янӑ: ку — халал парни, кӑмӑллӑ, ырӑ шӑршӑллӑ парне, ку вӑл — Ҫӳлхуҫана кӳнӗ парне.
Лев 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Аароншӑн кӳмелли така ӑмрине ил те ӑна Ҫӳлхуҫа умӗнче силлентерсе парне кӳр — ҫакӑ санӑн паю пулӗ; 27. Ааронпа унӑн ывӑлӗсемшӗн памалли такан силлентерсе кӳнӗ ӑмрипе ҫӗклентерсе панӑ хулне тасалӑх тивлечӗ кӳр — 28. ҫакӑ Израиль ывӑлӗсен Ааронпа унӑн ывӑлӗсене ӗмӗрех парса тӑмалли пайӗ пулӗ, мӗншӗн тесессӗн ку — ҫӗклентерсе кӳрекен парне; ҫӗклентерсе панине Израиль ывӑлӗсенчен [Израиль ывӑлӗсем] канӑҫлӑх парни кӳнӗ чухне илмелле, ку — вӗсем Ҫӳлхуҫана кӳрекен парне.
Тух 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӗлимун мучи будкӑран инҫех те мар, такан ҫинче вӗрекен яшкине пырса пӑлхатрӗ, вучаха татах ҫӑтӑр ҫапӑ пӑрахрӗ.
XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Кӑлтӑр-кӑлтӑр урапа сасси, чак! чак! такан сасси.
VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Сарлака тикӗс уя вара такан пек хупӑрласа тӑрать.
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
— Пире пурне те такан ҫине ҫакасси ҫинчен пӗлтерме, — терӗ Кузьма Васильч арӑмне.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Хуранне такан ҫинчен илсе, хӳшше кӗрсе кайрӗ.
XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.