Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тавҫӑруллӑ сăмах пирĕн базăра пур.
тавҫӑруллӑ (тĕпĕ: тавҫӑруллӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эсӗ тавҫӑруллӑ пулаканччӗ, — тесе, Петӗр икӗ аллине те Сергей хулпуҫҫийӗсем ҫине хучӗ.

Помоги переводом

Философсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тавҫӑруллӑ чӑваш ун ҫине хӑпарса выртма та ӗлкӗрчӗ, ҫавӑнтах аллине ҫӗклерӗ.

Помоги переводом

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кукша пуҫсем ӑслӑ-пуҫлӑ, тавҫӑруллӑ пулаканччӗ, эсӗ пур, ҫавна та чухлаймастӑн.

Помоги переводом

Алӑпа пулӑ тытни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл каланӑ тӑрӑх, питӗ паттӑр вӑл, питӗ тавҫӑруллӑ.

Помоги переводом

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Тавҫӑруллӑ хӗрача, аякрине курать, — шухӑшларӗ Ятман.

Помоги переводом

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫакӑншӑн пӑртак кӑмӑлламасть Адашев ӑслӑ та тавҫӑруллӑ священника.

Помоги переводом

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Палӑртнӑ вӑхӑта ӗлкӗрес тесен тавҫӑруллӑ пулма тивӗ.

Вам придется проявить изобретательность, чтобы все успеть в указанный период.

34-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

— Хӑйсен йытти пирки пурте ӑслӑ та тавҫӑруллӑ теҫҫӗ, — евитлерӗ Гобсон, — эпӗ те ҫавнах калатӑп.

— Всегда говорят о своей собаке, что она умна и понятлива, — сказал Гобсон, — так вот и я скажу то же.

XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Мерседес ҫирӗм улттӑра, вӑтамран ҫӳллӗрех, вӗчӗрхенчӗк, кӗре сӑнлӑ, вӑрӑм ҫӳҫлӗ; Розита пач урӑхла: тавҫӑруллӑ, йӑваш, хӗрлӗ ҫӳҫлӗ, сӑнӗ сӑпайлӑ, Африкӑри несӗлӗсене кӑтартакан тачка туталлӑ.

Мерседес, двадцати шести лет, выше среднего роста, была раздражительна, смугла и черноволоса; Розита, в противовес ей, сметливая и покладистая, имела рыжие волосы и скромное лицо с толстыми губами, выдающими африканского предка.

XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Пирӗн хӗрарӑм — ӑслӑ та тавҫӑруллӑ хӗрарӑм — ҫапла хуравланӑ пулать:

Помоги переводом

VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Тавҫӑруллӑ Илемпи, ӑслӑ Илемпи ку калаҫӑва урӑхран хускатмарӗ, аса илтерсе чӗрӗ суран ҫине тӑвар сапмарӗ.

Помоги переводом

V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Унӑн ҫирӗплетӗвӗ — кунти ҫынсен ҫурринчен сахалӑшӗн ҫемйисем пур, вӗсем шурӑ хӗрарӑмсемпе пурӑнаҫҫӗ, ыттисем вара тӗп халӑх хӗрарӑмӗсемпе ҫырлахаҫҫӗ, кусем, ара, ӗҫ тумасӑр ларас малашлӑхпа тата капӑр кӗпе-йӗмпе илӗртӗнеҫҫӗ, ҫак вӑхӑтра вӗсен ашшӗсем тавҫӑруллӑ кӗрӗвӗсем хӑварнӑ кӗленчесен ҫумӗнче упаленеҫҫӗ.

По его словам, не более половины жителей имели семейства и жили с белыми женщинами, остальные довольствовались туземками, соблазненными перспективой безделья и цветной тряпкой, в то время как отцы их валялись рядом с бутылками, оставленными сметливым женихом.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Ҫавӑнпа та, промышленноҫри темиҫе кризис Европа ҫыннисене пекӗпе хурҫӑ калем темиҫе пус йӳнӗрехпе туянма май туса парсан, тавҫӑруллӑ ҫынсем векселӗмсене туянса пӗтерсен, — ҫак пӗтӗм лару-тӑру вара манӑн управляющие виле пытарнӑ чухнехи сӑнпа юлашкинчен ман пата кӗме хистесен, — вӑл мӗн хыпарлама пултарнине, урӑхла каласан — 1864 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнчи вунӑ сехет те аллӑ пилӗк минутра эпӗ ҫука тӑрса юлнине лӑпкӑн итлесен — унпа чунӑмри чаплӑ концерт хыҫҫӑнхи кӑмӑл-туйӑма аса илтерекен тӗлӗнмеллерех ҫутӑпа уйрӑлтӑм.

Поэтому, когда несколько промышленных кризисов обрадовали жителей Европы возможностью покупать перочинные ножи и стальные перья на несколько копеек дешевле, а смышленые люди позаботились скупить мои векселя, эти обстоятельства заставили моего управляющего явиться ко мне с похоронным лицом; я выслушал все, что он мог сообщить, то есть что в десять часов пятьдесят пять минут утра 9 июля 1864 года я стал нищим, и отпустил его со странным светом в душе, напоминающим впечатление от блестящего концерта.

III. Сив чир // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Тири, тавҫӑруллӑ та йӑвашскер, эсӗ ҫуллӑ шӑмӑ ярса тытнӑ, пуян арӑмлӑ пулаятӑн.

Тири, смышленый тихоня, ведь ты поймал жирную кость и можешь заполучить богатую жену.

V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Мӗн пур шалӑвне ялан тенӗ пекех ӗҫсе ярать; ҫав вӑхӑтрах — питӗ лайӑх, тавҫӑруллӑ моряк, хӑйӗн ӗҫне юратать.

Он пропивал обычно все жалованье, но был прекрасным, сметливым моряком и дело свое любил.

Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.

Револьвер пур унӑн, тавҫӑруллӑ тата вӑл, пурнӑҫра хурапа шурра самай куркаланӑ салтак…

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Амӑшне килти ӗҫре пуринчен ытларах пулӑшакан ӑслӑ та тавҫӑруллӑ Александра вӑл инженер е тата («мӗншӗн-ха ан пултӑр? Ҫӗршыва ун чух рабочисем тытса пыраҫҫӗ-ҫке-ха!») ҫӗрӗҫ хатӗрӗсем туса кӑларакан питӗ пысӑк заводӑн управляющийӗ пулма палӑртрӗ.

Александра, паренька умного и смышленого, лучшего помощника матери, он определил в инженеры или даже («почему бы нет? Управлять будут рабочие!») в управляющие гигантского завода земледельческих орудий.

8 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Разлив станцийӗнче чухне, Емельяновсен сарайӗн маччи ҫинче пурӑнма пуҫласан виҫҫӗмӗш кунне, вӑл Емельянова Сестрорецк заводӗнчи рабочи-большевиксем хушшинче связнойӑн кӑткӑс мар, анчах та чӑтӑмлӑ та тавҫӑруллӑ ӗҫне тума пултаракан ӑслӑ та ҫӑмӑл шӑм-шаклӑ йӗкӗт тупса хатӗрлеме каланӑччӗ.

Третьего дня, находясь еще на чердаке емельяновского сарая на станции Разлив, он попросил Емельянова подыскать среди рабочих-большевиков Сестрорецкого завода умного, расторопного парня, способного выполнять несложные, но требующие выдержки и сметки обязанности связного.

5 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Эмиль вӗт ҫав тери тавҫӑруллӑ арҫын ача, куна эсӗ ху та пӗлетӗн.

Так решил Эмиль — ведь он был очень смышлёный мальчишка.

Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Тавҫӑруллӑ Эмиль ҫакна мӗнле тумаллине хӑвӑртах шутласа тупрӗ.

И Эмиль, с присущей ему находчивостью, тут же придумал, как это устроить.

Вырсарникун, июнӗн вун виҫҫӗмӗшӗнче, Эмиль виҫӗ хутчен Линӑн кайри шӑлне туртса кӑларма хӑтланчӗ, кайран хӑйӗн йӑмӑкне кӑвак сӑрӑпа сӑрласа илемлетрӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней