Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шӑрӑх сăмах пирĕн базăра пур.
шӑрӑх (тĕпĕ: шӑрӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шӑрӑх ҫанталӑкра сивӗ те тутлӑ шывпа уҫӑлма аван.

Хорошо в жаркую погоду освежиться холодной и вкусной водой.

«Светлый путь» хаҫат редакцинче пулнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... ln-3382722

Ҫуллахи шӑрӑх кунсенче вӑхӑта библиотекӑра ирттерме мӗн тери аван.

Помоги переводом

Пархатарлӑ ӗҫ — библиотекарь // Алиса ОСИПОВА. http://kasalen.ru/2023/08/07/%d0%bf%d0%b ... %80%d1%8c/

Шӑрӑх.

Помоги переводом

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

Ҫӳҫӗсем кӗмӗлленме пуҫланӑ пулин те, ялан пӗрле, хулран-хул ҫакланса ҫӳренӗ — пасара та, кинона та, шӑрӑх кунсенче Атӑл леш енчи хӑйӑр ҫинче хӗртӗнсе выртма та, кӑмпа татма та.

Помоги переводом

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Ҫуллахи шӑрӑх кунсенче ҫынсем пӗве-кӳлӗре шыва кӗрсе уҫӑлма васкаҫҫӗ.

Помоги переводом

Ачасене пӗчӗклех ишме вӗрентӗр! // Артемий МЯСНИКОВ. http://kanashen.ru/2023/06/09/%d0%b0%d1% ... 82e%d1%80/

Ҫанталӑк шӑрӑх паян.

Помоги переводом

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Темӗнле чӗпӗтекен типӗ шӑрӑх.

Помоги переводом

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Кӗр акнисем кӑҫал, чӑн та, хулӑн мар, тӗл-тӗл тата — ҫӗр шӑнмасӑрах юр ларнипе — ҫӗрсе кайнӑ, кайрантарах шӑрӑх персе хӑварчӗ вӗсене.

Помоги переводом

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ӗнтӗркеттерекен шӑрӑх, пуҫа ҫавӑрса яракан уҫӑ сывлӑш чуна илӗхтерсе ярать.

Помоги переводом

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Кунсем хӗвеллӗ те шӑрӑх тӑраҫҫӗ.

Помоги переводом

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

— Мӗн ӗҫлетӗн эс текех пахчара? — тесе ыйтрӑм пӗр ҫуллахи шӑрӑх кун ҫӗрулми ҫеҫки хушшинче ҫӳрекен Мартинран.

Помоги переводом

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Хӗвеллӗ шӑрӑх кунччӗ.

Помоги переводом

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

— Мӗн каласшӑн, Тимофей Иванч? — терӗ вӑл, сӑмси чи шӑрӑх ҫанталӑкра та уҫӑлса ҫитменнипе яланах ҫӑварпа сывлаканскер.

Помоги переводом

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Аслати умӗнхи шӑрӑх та пӑчӑ чухнехи пек лару-тӑру халь: кӗтетӗн аслатие, ҫав вӑхӑтрах хӑратӑн та унран, турат хуҫӑлни те аслати ҫатӑртатма тытӑннӑн, кӗрӗслеттерсе ҫапма пуҫтарӑннӑн илтӗнет.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Калаҫу тӗпрен илсен вут-кӑвартан сыхланас, ҫуллахи шӑрӑх вӑхӑтра шыва кӗнӗ чухне путасран асӑрханас ыйтусем тавра пынӑ.

Помоги переводом

Инкек пуласран асӑрханмалла // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d0%b8%d0%b ... %bb%d0%b0/

Мӗншӗн тесен шӑрӑх ҫанталӑкра ҫак ӗҫе пурнӑҫланин усси сахал.

Помоги переводом

Калчасем мӗнле шӑтса тухнине тӗрӗслеҫҫӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/05/23/%d0%ba%d0%b ... %d0%b5cce/

Хуллен-хуллен саплаштарса чиперех пурӑнатчӗҫ пулӗ Сахмановсем, анчах пӗр ҫулхине кил пуҫӗ Атӑла путса вилет: уяр шӑрӑх кун юхан шыв хӗррине ҫитсен ӳсӗрскер тӳрех шыва чӑмнӑ-мӗн, шӑнӑрӗ хутланса ларнӑ-тӑр — каялла тухайман.

Помоги переводом

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пӗр ҫулхине ман ҫӗр лаптӑкне шӑрӑх ҫунтарса ярӗ, тепринче пӑр ҫапса кайӗ, вара пӗр пӗрчӗ тырӑ та пухса кӗртейместӗп-иҫ!

Помоги переводом

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Утӑ уйӑхӗнчи шӑрӑх ир.

Помоги переводом

Шарик // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/558

Мясников хуҫа ҫулла шӑрӑх чух Атӑлта мар, картишӗнчи пысӑк каткара шыва кӗнӗ, ҫавна кура Георгий ашшӗ те ҫавӑн пек катка тутарнӑ.

Помоги переводом

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней