Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шӑрӑх сăмах пирĕн базăра пур.
шӑрӑх (тĕпĕ: шӑрӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫуллахи шӑрӑх кунсенче урампа тӑкӑртатса урапа кусса иртнӗ чух пӗлӗт пек тусан ҫӗкленет, ҫумӑрлӑ ҫанталӑкра вара кустӑрма ҫӑрса тухайми пылчӑк пулать.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Лӑпкӑ та шӑрӑх ҫанталӑк.

Помоги переводом

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эсир мӗн, ҫак шӑрӑх ҫанталӑкра вуншар пин ҫын пухӑнакан ҫӗре алӑри ачасемпе кайма ухмаха ертӗр-и?

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫанталӑк ҫу вӑхӑтӗнчи пекех хӗвеллӗ, шӑрӑх.

Помоги переводом

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Ҫутҫанталӑкӗ шӑрӑх, ҫӗрӗ чул пек хытӑччӗ.

Помоги переводом

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Пирӗн экспедици вӑхӑтӗнче ҫанталӑк самай шӑрӑх тӑчӗ, ҫапах та аптрамарӑмӑр темелле, пуҫ усмарӑмӑр.

Помоги переводом

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Оренбург таврашӗнче хӗлле ҫатӑр сивӗ, ҫулла сывлама ҫук шӑрӑх.

Помоги переводом

Ҫӑкӑр чӗлли // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 122–126 с.

Ҫав ҫул ҫанталӑк шӑрӑх тӑчӗ ҫав.

Помоги переводом

Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.

Пӗррехинче Миккуль тете мана пӗр шӑрӑх кун пысӑк банкӑпа вӗлле усравӗнчен квас илсе килчӗ те: «Ӗҫсе пӑх, нумаях пулмасть кӑна тунӑччӗ», — терӗ.

Помоги переводом

Миккуль тете // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 108–109 с.

Шӑрӑх.

Помоги переводом

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

…Утӑ ӗҫне пӗтеричченех чӑтма ҫук шӑрӑх ҫанталӑк тӑчӗ.

Помоги переводом

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Шӑрӑх аптӑратнипе ҫил варкӑшӗ пултӑр тесе пахчана тата урама тухакан чӳречесене яри уҫса янӑ.

Помоги переводом

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Шӑрӑх.

Помоги переводом

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Пӗр шӑрӑх кун ҫамрӑксем йышпа кӑнтӑр апачӗ вӑхӑтӗнче шыва кӗме кайнӑ.

Помоги переводом

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Тантӑшсемпе ӑмӑртмалла чупса килнӗ асамлӑн туйӑнакан вырӑна ҫуллахи шӑрӑх кунсенче.

Помоги переводом

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Вӗри, шӑрӑх кунсенче кепкӑсӑр, монтаж пиҫиххийӗпе ҫыхӑнмасӑр ан ӗҫлеччӗр.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ӳпре-пӑванлӑ шӑрӑх ҫу кунӗсем хӑвӑрт иртсе кайрӗҫ.

Помоги переводом

50 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ӗнтӗ шӑрӑх кунсем иртсе кайрӗҫ.

Помоги переводом

7 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫитменнине ҫанталӑкӗ те шӑрӑх, ӑш хыпса тухать.

Помоги переводом

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

Ҫак климат тӑватӑ лайӑх палӑракан вӑхӑтран тӑрать: сывлӑш температури 35 °С те иртекен шӑрӑх ҫу тата сывлӑш температури -30 °C те аннипе тата юр нумай ҫунипе палӑракан сивӗ хӗлсем.

Этот климат характеризуется четырьмя чётко выраженными сезонами: жаркое лето, с максимумом выше 35 ° С и холодные зимы, с минимумами до −30 °C и обильными снегопадами.

Квебек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BA

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней