Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шӑрпӑк сăмах пирĕн базăра пур.
шӑрпӑк (тĕпĕ: шӑрпӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапах та Герасим Федотович пӗр хушӑ ӗнсе хыҫкаласа тӑнӑ хыҫҫӑн шавлӑн хашлатса сигарета тута хӗррине хӗстерчӗ, шӑлавар кӗсйинчен шӑрпӑк курупки кӑларчӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Раман, вӑйран кайнӑскер, тайкалана-тайкалана ҫенӗке тухрӗ, шӑрпӑк ҫута-ҫута унта мӗн пуррине тӗрӗслерӗ: ҫӗмрӗк вӗллесем, ҫур метр тӑршшӗ татнӑ хӑрӑк хурӑн сыпписем те куҫ тӗлне пулчӗҫ.

Помоги переводом

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ҫенӗкре шӑрпӑк ҫутса пӑхрӗ.

Помоги переводом

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Юлашкинчен мел тупрӗ Изамбаев: плащ тӳмисене вӗҫертсе унӑн аркипе хӗрарӑма картларӗ те, шӑрпӑк чӑл! ҫуталса кайрӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Лап! вӗрет те ҫил — сӳнет ларать шӑрпӑк.

Помоги переводом

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Малтанах вӑл виҫӗ пачка «Север» тата пилӗк курупка шӑрпӑк илчӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

«Ку таранччен пӗрре те пулмарӗ», — ҫӑвара пирус хыпрӑм, хӗрарӑма чӗлӗм тӗтӗмӗпе йӗклентересрен шӑрпӑк чӗртме тӑхтарӑм.

Помоги переводом

II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Вӗсенчен нихӑшӗ те хунарӗсене ҫутатман, ҫутатма мар, кунта шӑрпӑк чӗртме те юрамасть, чикаркка та шинель ҫаппине пытарса туртатпӑр.

Помоги переводом

1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Анчах эпир пӗҫерме те пултаратпӑр, пирӗн шӑрпӑк пур-ҫке!

Помоги переводом

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Алла та шӑрпӑк ларнӑ.

Помоги переводом

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Каллех Андрейка аллинчи йӗнӗ хӗррине ҫапнӑ шӑрпӑк пӗрчи вӗҫӗнчен чӑрррр! пӗчӗк вут ҫулӑмӗ сирпӗнсе каять, каллех ачасене кулӑш та савӑнӑҫ.

Помоги переводом

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Апла та капла выляса йӑлӑхсан, Андрейка кухньӑри сӗтел сунтӑхӗнчен спичка йӗнни илет, унтан, йӗнӗрен, темиҫе шӑрпӑк пӗрчи чӗпӗтсе кӑларать.

Помоги переводом

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Хмельно-ой! — шӑрпӑк тӑрӑнтарчӗ кӗпҫери сасӑ, унтан чурӑссӑн: — Мӗн пулнӑ? — тесе ыйтрӗ.

Помоги переводом

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Ывӑнса йӑшсан, тарпа лачкам шӳнӗ колхозниксем ларса сывлӑш ҫавӑрса канса илеҫҫӗ, пӗр-пӗрне хыпар-хӑнарпа сӑйлаҫҫӗ, тӗрткелесе, шӑрпӑк тӑрӑнтаркаласа, шуҫтаркаласа шӳтлеҫҫӗ, лахӑлтатаҫҫӗ, лӑхлатаҫҫӗ, йӗхӗлтетеҫҫӗ, ӗҫӗ пирки те сӑмах ҫӑмхалакалаҫҫӗ, вӗсемпе, сӑмахсемпе, «лапталла вылякалаҫҫӗ», вара каллех ҫанна тавӑрса ӗҫе ярӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Аллине темле шӑрпӑк (е лӑсӑллӑ йывӑҫ йӗппи?) тирӗнсе кӗнӗ иккен.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чӑрӑш лӑссисем айне кӗрес тесе «алӑк» умӗнче чӗркуҫленнӗччӗ ҫеҫ, сасартӑк инҫех те мар, хӑй килнӗ енчен, вӑрман шӑплӑхне такам вунӑ ҫул туптаман кусар пек мӑка, тӑсӑмлӑ шӑхӑрнӑ сасӑпа «шӑрпӑк та хӑйпӑк тирӗнтерчӗ»: «Ҫ-ҫ-ҫ-ши-и-и-и-и-и-и-и!»

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӑш-пӗр тӗлте е йывӑҫӑн хӑйпӑнчӑкне, е хуҫӑлнӑ турат тӗпне, е йӗплӗ вулӑллӑ тӗмӗ ҫине пыра-пыра тӗрӗнсе, тӑрӑнса, Ула Тимӗр ал лапписемпе пӳрнисене ыраттарса, юнлантарса, шӑрпӑк та кӗрткелесе пӗтерчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ваҫҫили икӗ пӗрчӗ шӑрпӑк парса ячӗ.

Помоги переводом

Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.

Шӑрпӑк шырарӗ, тупаймарӗ, Кӗтерне инке патне чупрӗ.

Помоги переводом

Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.

Шӑрпӑк та пулин пур…

Даже спички…

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней