Поиск
Шырав ĕçĕ:
Унтан вӑл ӑна пӑрахса панӑ розӑна илчӗ — ун ҫурри шаннӑ ҫеҫкисенчен розӑсен ахаль шӑршинчен урӑхларах, тутлӑрах шӑршӑ кӗнӗ пек туйӑнчӗ.
XXI // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Андрей Петровича эпӗ пиччене шаннӑ пекех шанатӑп.
XXVIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Анна Васильевна хӑй хӗрне вӗрентсе ҫитӗнтерме шаннӑ гувернантка, — тунсӑхласа пурӑнакан барыня — Еленӑна воспитани пама пачах пуҫламанни ҫинчен скобкӑра каласа хӑварасах пулать, — вырӑс ҫынни, ҫука тӑрса юлнӑ взяточник хӗрӗ, институтра вӗреннӗскер, питӗ ҫемҫешке чӗреллӗ, ырӑ кӑмӑллӑ суя хӗрарӑм пулнӑ; вӑл яланах кама та пулин юрата-юрата пӑрахнӑ, унӑн юратӑвӗ вара аллӑмӗш ҫулта (ун чухне Елена вунҫичче кайнӑ пулнӑ) темле офицера качча тухса, леш ӑна ҫийӗнчех пӑрахнипе пӗтнӗ.
VI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Павел медицинӑна пӑртак та кӑмӑлламан, анчах ҫав вӑхӑтра студентсен штачӗ пӗчӗк пулнипе ытти факультетсене кӗме май килмен; ҫитменнине тата вӑл хӑй анатомие вӗренессине шаннӑ.
III // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Мана шаннӑ пекех, ӑна та шанма пултаратӑн, сэр.Вы можете положиться на него в такой же мере, как на меня, сэр.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Вӑл Гуамини ҫине шаннӑ шанӑҫ пӗтмесӗрех хуҫӑлса ӳкме кирлӗ мар тесе шутланӑ пулмалла.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
— Чиперех-ха, Ваҫҫа пичче Кирюкпа Ҫинук венчете кайнӑ ҫӗре эпир хамӑра шаннӑ ӗҫе пурнӑҫлатпӑрах, — тавӑраҫ Кавӗрлепе Маюк.
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Вӑл Базарова шаннӑ кӑна мар, унтан хӑраман ҫеҫ те мар, вӑл хӑйне ун умӗнче Николай Петрович умӗнче тытнинчен те ирӗклӗрех, чарусӑртарах тыткаланӑ.
XXIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Вӑл хӑйӗн ҫылӑхлӑ, ҫапах та ырӑ ашшӗне питӗ юратнӑ, вӑл та Анна Сергеевнӑна питӗ юратнӑ, унпала хӑйӗн тантӑшӗ пулнӑ пек кӑмӑллӑн шӳт тунӑ, ӑна пӗтӗмпех шаннӑ, унпа канашланӑ.
XVI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Мӗне шаннӑ вӑл?
XX // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Каялла тавӑрӑннӑ чухне, ӑна, симӗс хирте лӑпкӑн ҫӳрекенскере, ҫав вырӑнтах тупасса вӑл шаннӑ.На обратном пути он уверен был найти ее на том же месте, спокойно пасущуюся на зеленой степи.
Кирджали // Василий Хударсем. Александр Пушкин. Кирджали; вырӑсларан В. Хударсем куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 17 с.
Вӑл ҫак хура та хӑрушӑ кунсенче ҫирӗплӗхе те, вӑй-хӑватне те, тӑван ҫӗршыва хӑтарма пулнине те, кирлӗ пулсан, пурнӑҫне те пама хатӗр (вӑл ҫакна шаннӑ), халӑх ҫине ӗненнипе пурӑннӑ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Килтисем шаннӑ ӗҫ харама кайтӑр-им?
Вӗҫсе курни // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 63–67 с.
Ӑна Черемшанкӑри пур колхозниксенчен те ытларах шаннӑ, ӑна хӑрушӑ ҫум курӑк пек ашкӑрса ӳссе кайма, парти пирӗн этемре нумай ҫулсем хушши вӗрентсе пырса тунӑ ырӑ енсене таптаса пыма май панӑ.
24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Питӗ лайӑх! — терӗ Мажаров савӑнӑҫлӑн, тата мӗн те пулин тӗлӗнмелли илтессе шаннӑ пек, старике хӑйӗн патӗнчен ямасӑр.
19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Эпӗ, Иван Фомич, сире ӑнлансах ҫитеймерӗм пулас, — Коробин пулӑшасса шаннӑ пек, вӑл ун ҫине ҫаврӑнса пӑхрӗ.
23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫапах та, халӗ ӑна пурнӑҫра нимӗн ырри те кӗтмен пек туйӑннӑ пулсан та, вӑл пурпӗрех шаннӑ — ҫук, ҫук, кирек мӗн пулсан та, вӑл кирек мӗнле шутласан та, Костя ӑна пурпӗрех ҫырса пӗлтерет.
20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ун хыҫҫӑн Константин вӗсем патӗнче час-часах пулнӑ, кил-йышра пурте ҫак ытлашши калаҫма юратман уҫӑ кӑмӑллӑ офицер часах вӗсен тӑванӗ пуласса шаннӑ.
20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Эсӗ ҫынсене лайӑх пурнӑҫ туса параймарӑн пулсан, — вӗсем сана шаннӑ, тума пултарасса кӗтнӗ, — апла-тӑк эсӗ, тен, пачах ниме юрӑхсӑр ҫын.
16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Халӗ вӑл пӗччен пурӑнакан Бахолдинӑн пӗчӗк хуҫалӑхне тытса пынӑ, Бахолдин ӑна пӗтӗмпех шаннӑ ҫеҫ мар, мӑкӑртатма тата хӑйӗн ҫине кӑшкӑркалама та ирӗк панӑ.
14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.