Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӗсем пӗр-пӗрин ҫине шӑтарасла пӑхаҫҫӗ.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Григорий Аксинья куҫӗнчен шӑтарасла пӑхрӗ те, вӑл куҫсем ачаша вӗреннӗ ҫуйкӑн ҫулӑмпала ҫутӑлса кайнине асӑрхаса илчӗ.Григорий в упор поглядел Аксинье в глаза, увидел, как вспыхнули они балованным отчаянным огоньком.
8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
«Ҫирӗмпе мар, вунпиллӗкпе паратӑп, суймастӑн пулсан» тет ӑна йӗкӗт, ун ҫинчен шӑтарасла пӑхакан куҫӗсене илеймесӗр.
V // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Сӑн-пичӗ унӑн ҫав тери кӑмӑлламалла, куҫӗсем хӗмленсе тӑраҫҫӗ, хӗр ҫине шӑтарасла пӑхаҫҫӗ.
I // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Унтан вӑл хӑна куҫӗнче тем-тем тупасшӑн пулнӑ пек, шӑтарасла пӑхать.
XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Халь ӗнтӗ Андрей кирек мӗн ҫине те васкарах, шӑтарасла пӑха-пӑха илет, калаҫасса та хытӑраххӑн, хӑш-пӗр чух тата харкашса илнӗ пекрех те калаҫать.Поглядывал теперь Андрей на все торопливо, чуть колюче и разговаривал резко, а иногда и ворчливо.
XIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ҫак хушӑра вӑл хӗрарӑмсем ҫине шӑтарасла пӑхса илчӗ, лешсем вара пӗтӗмӗшпех ӑнланса илчӗҫ.
III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Вӑл ман ҫине кӗҫ-вӗҫ тытса ҫурас пек усаллӑн шӑтарасла пӑхрӗ те аппӑшӗ мана мӗн тума кирлӗ пулни ҫинчен тӗпчеме тытӑнчӗ.
Хупахра // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 76–92 стр.
Анчах пуҫне ҫӗклесен, Володя сасартӑк хӗпӗртерӗ те тӗлӗнчӗ те: унӑн ҫивӗч куҫӗсем ҫав тери лӑпкӑ та уҫҫӑн пӑхаҫҫӗ, ҫав вӑхӑтрах чул витӗр шӑтарса тухма пултарнӑ пек, шӑтарасла пӑхаҫҫӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
— Ну, мӗн эсӗ ман ҫине шӑтарасла пӑхатӑн?
Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ҫав минутра Ромашов хӑйне хӑй, — намӑсланнӑскере, шӑтарасла тинкернине пула мелсӗррӗн те килпетсӗррӗн утса пыраканскере, — куҫӗ умне кӑларса тӑратрӗ те, ӑна пушшех аван мар пулса кайрӗ.
X // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Хӑй патне килсе кӗрсен, Ромашов хӗҫне те хывмарӗ, кравать ҫине пальти-мӗнӗпех йӑванса кайрӗ те, маччаналла тӑнсӑррӑн та шӑтарасла пӑхса, темӗнчченех ним сиккелеми выртрӗ.
III // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Тӗсне ҫухатнӑ, ватӑлла тӗксӗм, хаяр куҫӗсем унӑн шӑтарасла тӳп-тӳррӗн тӑрӑнни, гипноз тӑвать тейӗн, салтаксене вырӑнтах хытара-хытара лартнӑ, лешсем вара, хӑранӑран, ун ҫине пӗтӗм кӗлеткипе туртӑнса, аран ҫех сывласа, пач мӑчлатмасӑр пӑхнӑ.
I // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Бек-Агамалов тӑм кумкинчен икӗ утӑм чакса тӑчӗ, ун ҫине тӳп-тӳррӗн тӗлленӗ ҫивӗч куҫӗсемпе шӑтарасла тӑрӑнчӗ, вара, хӗҫне ҫӳлте-ҫӳлте йӑлтӑртаттарса илсе, сасартӑк, ӳкрӗ тейӗн, пӗтӗм кӗлеткипе малалла ӳпӗнчӗ те куҫа курӑнмалла мар хӑвӑртлӑхпа хӑрушшӑн хусканса, сулса ячӗ.
I // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Мана курсан, вӑл кӑштах аяккалла чупса кайрӗ, унтан часах чарӑнчӗ, кайри урисем ҫине тӑчӗ те мана куҫран шӑтарасла пӑхма тытӑнчӗ, манпа паллашма шут тытрӗ тейӗн.
Улттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Мӑнтӑркка ача шкул ачине куҫран шӑтарасла тинкерчӗ, лешӗ ҫакна тӳсеймесӗр ҫаврӑнса тӑчӗ, — ун умне такамӑн ӗмкӗчлӗ шыҫмак кӑкӑрӗ тухса тӑчӗ, ӗмкӗчӗ тавра темиҫе вӑрӑм шӑрт ӳссе ларнӑ.
Халӑха кӑтартма // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 107–114 стр.
Вӗсем иккӗшӗ те шӑпӑртах, иккӗшӗ те пӗр-пӗрин ҫине шӑтарасла пӑхаҫҫӗ.
III // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.
Ачине кӑкӑрӗ ҫумне пӑчӑртаса тытнӑ тӑлӑх арӑм ахаль те хӑранипе чӗтресе кӑна тӑратчӗ, Чжао Ци-ен сиксе тухасла куҫӗсем хӑй ҫине шӑтарасла пӑхнине курсан тата сехӗрленсе ӳкрӗ.
Хускану // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 54–66 стр.
Ун чухне, паянхи пекех япӑх паллӑсемпе аптраса ҫитсе, хӑй пит начар тӗлӗк курнине шута илсе, вӑл пӗрремӗш бригадӑна кайма пачах килӗшмерӗ; ҫакна илтсен, Давыдовӑн яланах ӑшӑ та ачаш куҫӗ сасартӑк тӗксӗмленсе кӑйрӗ, сиввӗн те шӑтарасла ҫивӗччӗн пӑхма пуҫларӗ.
XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Сан шухӑшпа кам-ха эпӗ апла? — Дубцов счетовод ҫине шӑтарасла пӑхса илчӗ.— А кто же я, по-твоему? — Дубцов вызывающе уставился на счетовода.
XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.