Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тӗл пулнӑ чухне вӑл Джеммӑпа ик-виҫӗ хут хирӗҫсе кайнӑ, ҫавӑнпа та Мартини ун ҫине ҫав тери хытӑ ҫилленнӗ.В двух-трех случаях он был даже резок с Джеммой, чем сильно восстановил против себя Мартини.
III // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Джули унӑн инкӗшӗ, тӑван мар аслӑ пиччӗшӗн арӑмӗ пулнӑ, вӑл унпа тахҫантанпах хирӗҫсе пурӑннӑ.Юлия была жена его старшего сводного брата и пользовалась всяким случаем, чтобы отравлять ему жизнь.
I // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
— Ульсон, манпа хирӗҫсе каяс мар тетӗр пулсан, — тет Маклай ҫирӗппӗн, папуассем ҫинчен калаҫнӑ чухне пит-куҫӑра ҫавӑн пек пӗркелентерме пӑрахӑр.
Ульсонпа калаҫни // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Кунта эпӗ староста, мана пӑхӑнас пулать, — терӗ те Ременюк лешӗ тем пек хирӗҫсе тапаҫланчӗ пулин те ӑна ҫавӑтсах пӳрте илсе кӗчӗ.
XIX сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Укҫа кӗтсе тӑрӑр темен эпӗ сире, малалла уттарӑр, тетӗп, — тенӗ полицейски, хӑйпе хирӗҫсе тӑма кирлӗ маррине палӑртакан сасӑпа.
II // Василий Алагер. Франс, Анатоль. Кренкбиль: повесть; В. О. Алагер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1941. — 57 с.
Ӑнсӑртран ун пек япала пулас пулсан, тапӑнас-тӑвас пулсан — хӳтӗлен, анчах вырӑнсӑр хирӗҫсе тавлашӑва кӗрсе ан кай.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Эпир пӗр-пӗрне ҫывӑх ҫынсем, хирӗҫсе илнишӗнех уйрӑлса каяс ҫук.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Залкинд ӑшшӑн кулчӗ, Батманов еннелле ҫаврӑнса: — Эпӗ сан ҫинчен шухӑшларӑм, ху Роговпа хирӗҫсе илни ҫинчен каласа пани ман шухӑшпа пӗрешкел пулчӗ, — терӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Эпӗ унпа пӗрле Попова патӗнче гимназире вӗреннӗ, анчах кайран эпир хирӗҫсе кайрӑмӑр…
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
— Хирӗҫсе пурӑннинче мӗнле усӑ пултӑр-ха унта, — мӑкӑртатса илчӗ Яков, шпионпа калаҫма тытӑннӑшӑн ӳкӗнсе.— Какая же тут польза, во вражде? — пробормотал Яков, жалея, что заговорил со шпионом.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Тихонпа тетӗшӗ Татьяна упӑшкине пӗр пек шухӑшлӑ пулса хаклани тата ытларах тӗлӗнтернӗ, — стариксем килӗштермесӗр, темле палӑрмаллах, анчах сӗмсӗр хирӗҫсе, пӗр-пӗринпе калаҫман пекех, пӗр-пӗринчен пӑрӑнса пурӑннӑ-ҫке.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Яков пӗррехинче, ашшӗпе Мирон яланхи пекех хирӗҫсе илнӗ хыҫҫӑн, Митя Мирона: — Хӑрушшипе йӗрӗнмеллине мӗскӗнлӗхпе пӗрлештерни вӑл — чӑн-чӑн вырӑс химийӗ! — тенине илтрӗ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ӑна вӑл хӗрарӑм енӗпе хӑйӗн тӑшманӗ тесе шутланӑ пулин те, Яков Артамонов поручикпе хирӗҫсе каясран хӑранӑ, анчах та унӑн Полинӑна Маврина парас шухӑш пуҫӗнче те пулман, — хӗрарӑм ытларах та ытларах кӑмӑла кайса пынӑ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Вӑл ӗнтӗ нумайранпа, темиҫе эрне хушши, Ольгӑпа тӗл пулман, унӑн ывӑлӗпе хирӗҫсе кайнӑ хыҫҫӑн унпа тӗл пуласран пӑрӑннӑ.Он давно, несколько недель, не видел Ольгу, избегал встреч с её сыном, поссорившись с ним.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Строительство начальникӗ шутласа хунӑ пекех, вӗсен канашлура калаҫса пӗтернине пула, кунта хирӗҫсе каймарӗҫ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Взрывчатка кирлӗччӗ, памарӗҫ, эпӗ хирӗҫсе кайрӑм.
Улттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Халӗ, хӑйне Алексейпе хирӗҫсе кайнӑшӑн питленӗ чухне, хирӗҫсе кайнин сӑлтавне шыраса тупма йывӑр пулчӗ.Сейчас, когда он бичевал себя за разлад с Алексеем, трудно было отыскать причину этого разлада.
Улттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Юлташӗпе хирӗҫсе кайнишӗн Алексей кунӗпех куляннӑ, халӗ вара анкетӑра пӗлтернисене вӑл тимлесе итлерӗ, вӗсене ҫӗнӗрен ӑнланса илме тӑрӑшрӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Снабженецсем унчченхи пекех хирӗҫсе пурӑннӑ, вӗсем пӗр-пӗрне епле каласа хӑртни ҫинчен управленинче тӗрлӗрен халапсем ҫӳреҫҫӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
— Ҫакна шута илӗр: ӗҫре нимӗнле хирӗҫсе харкашни те ан пултӑр.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.