Новые
Сутуҫи те, япшарскер, хаклӑ чулсемпе метал-сем ҫинчен каласа ӑнлантарать, хӑйӗн таварне рекламӑлать.
Пулас упӑшкана тӗрӗслени // Н. СУЙМАНОВ. «Капкӑн», 2016, 4№
Ӳсен-тӑрана апатлантарас, нӳрӗк тытас тӗлӗшпе Р.Айметов, Г.Жирнов, Л.Сусметов, В.Анисимов, Л.Головин, С.Елисеев механизаторсем тӑрӑшаҫҫӗ, Е.Никитин удобрени тиет.
Уй-хирте техника кӗрлет // Семен ВАСИЛЬЕВ. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№
«Прогресс» общество уй-хирӗнче трактор кӗрлевӗ акан 8-мӗшӗнчен тӑрать.
Уй-хирте техника кӗрлет // Семен ВАСИЛЬЕВ. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№
Хуҫалӑх акана хатӗрленсе 160 тонна удобрени, ҫунтармалли-сӗрмелли материал ҫителӗклӗ кӳнӗ, килӗшӳпе ҫирӗплетнӗ механизаторсем кашни автомашина-тракторшӑн яваплӑ.
Уй-хирте техника кӗрлет // Семен ВАСИЛЬЕВ. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№
Г.Казаков агрегачӗ курӑк лаптӑкӗнче нӳрӗк тытнӑ.
Уй-хирте техника кӗрлет // Семен ВАСИЛЬЕВ. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№
В.Васильев водитель уя минерал удобренийӗ турттарнӑ, михӗсене Ю.Роговой тиенӗ.
Уй-хирте техника кӗрлет // Семен ВАСИЛЬЕВ. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№
ЧР ял хуҫалӑхӑн тава тивӗҫлӗ механизаторӗ Л.Шерне /«Чутеевский» ЯХПК/ ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче нумай ҫул ӳсекен курӑка /250 гектар/ апатлантарма тытӑннӑ.
Уй-хирте техника кӗрлет // Семен ВАСИЛЬЕВ. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№
Ҫывӑх вӑхӑтра тӑпра кӑпкалатмалли машинӑсем илсе килесшӗн.
Уй-хирте техника кӗрлет // Семен ВАСИЛЬЕВ. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№
Вӑл 410 лаша вӑйӗллӗ NEW HOLLAND трактор туяннӑ.
Уй-хирте техника кӗрлет // Семен ВАСИЛЬЕВ. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№
Райадминистраци кӑҫал иртнӗ ҫулсенче усӑ курман ҫӗрӗн пӗр пайне Энтрияль, Пысӑк Енккасси, Энӗшпуҫ ял тӑрӑхӗсенче «Свебрата» общество пусӑ ҫаврӑнӑшне 1900 гектар кӗртессе шанать.
Уй-хирте техника кӗрлет // Семен ВАСИЛЬЕВ. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№
Районти уй-хир ӗҫӗсене Ф.Г.Хайртдинов фермер хуҫалӑхӗн механизаторӗ пуҫланӑ: нумай ҫул ҫитӗнекен курӑка апатлантарнӑ.
Уй-хирте техника кӗрлет // Семен ВАСИЛЬЕВ. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№
Пӗр кунта ҫеҫ минерал удобренине республикӑри хуҫалӑхсем иртнӗ ӗмӗрте анлӑн усӑ курнӑ Ан-2 самолетпа 200 гектар ҫинче сапнӑ.
Уй-хирте техника кӗрлет // Семен ВАСИЛЬЕВ. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№
Сӑр тӑрӑхӗнче кӗрхисене апатлантарма «КиПиАй Агро» общество пӗрремӗш тухнӑ.
Уй-хирте техника кӗрлет // Семен ВАСИЛЬЕВ. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№
П.Макаровпа Н.Петров тракторсене кунӗпех ӗҫлеттереҫҫӗ.
Уй-хирте техника кӗрлет // Семен ВАСИЛЬЕВ. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№
Суха пуссинче, кӗрхи культурӑсен, нумай ҫул ӳсекен курӑксен лаптӑкӗнче 3 агрегат нӳрӗк тытнӑ.
Уй-хирте техника кӗрлет // Семен ВАСИЛЬЕВ. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№
Ӗҫлӗ тӗлпулу регионсенчи ача-пӑча специалисчӗсен-хирургсен тата профессорсемпе педагогсен ҫул ҫитменнисене РФ округӗсенче хирурги пулӑшӑвӗ парассипе ҫыхӑннӑ ыйтусемпе ирттернӗ канашлӑвӗпе вӗҫленнӗ.
Шупашкарта - ача-пӑча хирургӗсем // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№
Симпозиумра вӗчепе ыйхӑ шӑммисен хутлӑхӗн тератомӗсене сиплессипе ҫыхӑннӑ темӑпа 20 ҫын тухса калаҫнӑ.
Шупашкарта - ача-пӑча хирургӗсем // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№
«Чӑваш Енре ҫул ҫитменнисен хирургийӗн службине Республикӑри ача-пӑча клиника больницин никӗсӗ ҫинче централизацилерӗмӗр. Усси куҫ умӗнчех: пӗчӗккисене операци туса сиплес, ҫав шутра пысӑк технологиллисем, пӗчӗк инвазивлисем тӗлӗшпе те, палӑрмаллах ҫитӗнӳ турӑмӑр. Эпир кашни пациентшӑн кӗрешнине кӑтартусем аван ҫирӗплетеҫҫӗ. Сывлӑхӑн 1-мӗш тата 2-мӗш ушкӑнӗсенчи ачасем йышланса пыни, хӗсмете юрӑхлӑ яшсен хисепӗ пысӑкланни уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ. Ҫаксем — халӑх сывлӑхӗн, ҫӗршыв пуласлӑхӗн кӑтартӑвӗсем», — пӗтӗмлетрӗ ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Алла Самойлова.
Шупашкарта - ача-пӑча хирургӗсем // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№
«Операци ирттермелли залсем кӑткӑс техникӑпа пуян, хӑйсен ӗҫне профессионалсен шайӗнче пурнӑҫлакан пӗр шухӑшлӑ сиплевҫӗсен туслӑ ушкӑнӗ чӑмӑртаннӑ. Операцисен 60 процентне ытла пӗчӗк инвазивлӑ технологисем пулӑшнипе ирттереҫҫӗ. Чи пӗлтерӗшли — ӗҫӗн ырӑ ҫимӗҫӗ: операцисен пысӑк эффективлӑхӗ тата пӗчӗк ачасем вилессин Раҫҫейри чи пӗчӗк кӑтартӑвӗ — 3,3 промилле. Вӗсене ҫӗнсе илмешкӗн мӗнлерех тӑрӑшма тивнине тата ача-пӑча хирургӗсем пысӑк тӳпе хывнине пурте аван туятпӑр», — ҫапла хакланӑ Владимир Круглый регионти ертсе пыракан ача-пӑча сиплевӗн учрежденийӗн ӗҫне.
Шупашкарта - ача-пӑча хирургӗсем // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№
Сӑмах май, Владимир Круглый симпозиум пуҫланас умӗн Республикӑри ача-пӑча клиника больницин ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашнӑ.
Шупашкарта - ача-пӑча хирургӗсем // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№


