Корпус чувашского языка

Новые

Ҫӗршывра паллӑ композитор пулса тӑнӑ Андрей Яковлевич Эшпай, Чӑваш Ене Литваран эвакуациленнӗскер, Сӗнтӗрвӑрри шкулӗнче вӗреннӗ.

Помоги переводом

Тӑм тивичченех окоп чавнӑ // Елена ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Йывӑр ӗҫре пӗр арҫын ачана тӑм тивнине аса илсе каласа кӑтартнӑччӗ.

Помоги переводом

Тӑм тивичченех окоп чавнӑ // Елена ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Ҫак ӗҫе хутшӑннисенчен пӗри — Мария Михайловна Евграфова — ҫулсем иртсен тӑван шкулӗнчех математика вӗрентекенӗнче ӗҫленӗ.

Помоги переводом

Тӑм тивичченех окоп чавнӑ // Елена ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Сӗнтӗрвӑрри шкулӗнче вӗренекенсем хӳтӗленмелли вырӑнсене Аксарин ҫывӑхӗнче хӑтланӑ.

Помоги переводом

Тӑм тивичченех окоп чавнӑ // Елена ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Сӗнтӗрвӑрри районӗнче те окоп сахал мар чавнӑ.

Помоги переводом

Тӑм тивичченех окоп чавнӑ // Елена ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Шартлама сивӗре те, ҫил-тӑманра та, ҫумӑрпа йӗпе-сапара та ӑшталаннӑ халӑх.

Помоги переводом

Тӑм тивичченех окоп чавнӑ // Елена ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Тӗрлӗ ӗҫ хатӗрӗ хута кайнӑ — кӗреҫе, киркка, лум, кувалда...

Помоги переводом

Тӑм тивичченех окоп чавнӑ // Елена ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Тӑпра ан ишӗлтӗр тесе вӗсене хӑма-пӗренепе, чулпа ҫирӗплетнӗ.

Помоги переводом

Тӑм тивичченех окоп чавнӑ // Елена ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан пирӗн ентешсем окоп чавас ӗҫе хастар хутшӑннӑ.

Помоги переводом

Тӑм тивичченех окоп чавнӑ // Елена ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Ҫак йывӑҫсем вара ҫут тӗнчене ҫӗнӗрен килекен ӑрӑва туслӑха упрамалли ҫинчен асӑрхаттарса кашлӗҫ те кашлӗҫ...

Помоги переводом

Шупашкарта Туслӑх аллейи уҫӑлчӗ // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Кашниех тӑван районне юратнине ҫирӗплетсе пӗрер тӗм лартрӗ.

Помоги переводом

Шупашкарта Туслӑх аллейи уҫӑлчӗ // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Ыркӑмӑллӑх, савӑк йыхрав ҫынсене пӗрлештерни куҫкӗрет: «Ҫӗнтерӳ» парка халӑх йышлӑ пухӑннӑ.

Помоги переводом

Шупашкарта Туслӑх аллейи уҫӑлчӗ // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Малашне тӗп хулара Пушкӑрт, Тутар, Чӗмпӗр чӑвашӗсен йывӑҫӗсем те ӳсӗҫ.

Помоги переводом

Шупашкарта Туслӑх аллейи уҫӑлчӗ // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Инҫе ҫула хыҫа хӑварса вӗсем те Шупашкара килнӗ.

Помоги переводом

Шупашкарта Туслӑх аллейи уҫӑлчӗ // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Республика тулашӗнче пурӑнакан йӑхташӑмӑрсем те маттур.

Помоги переводом

Шупашкарта Туслӑх аллейи уҫӑлчӗ // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Ҫавӑнпа та вӗсем хальхинче те йывӑҫ лартма сӗнсен хирӗҫлемен — тӳрех килӗшнӗ.

Помоги переводом

Шупашкарта Туслӑх аллейи уҫӑлчӗ // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

ЧНК президенчӗ Николай Угаслов палӑртнӑ тӑрӑх — конгресс тата ентешлӗхсем яланах пӗр тӗллевлӗ, пӗр шухӑшлӑ.

Помоги переводом

Шупашкарта Туслӑх аллейи уҫӑлчӗ // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Акцие ҫавӑн пекех Чӑваш наци конгресӗн членӗсем хастар хутшӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Шупашкарта Туслӑх аллейи уҫӑлчӗ // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Вӗсем ҫак туслӑха тата ӗҫтешлӗхе ҫирӗплетсе йывӑҫ лартма килни ҫинчен пӗлтерчӗҫ.

Помоги переводом

Шупашкарта Туслӑх аллейи уҫӑлчӗ // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

«Единая Россия» партин Чӑваш регион уйрӑмӗн секретарӗ, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Малов, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов республика ертӳлӗхӗ, хула влаҫӗ ентешлӗхсемпе яланах тачӑ ҫыхӑну тытнине, пӗр-пӗрне ӑнланса ӗҫленине палӑртрӗҫ.

Помоги переводом

Шупашкарта Туслӑх аллейи уҫӑлчӗ // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Сайт:

 

Статистика

...подробней