Новые
Тӑван ял — тӑван ялах, атте-анне килӗ, ачаран палла-тӑран ҫынсем, тӑван-хурӑнташ, арӑм, ача-пӑча…
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Тӗплентӑм терӗм вара тӑван ял шкулӗнче…
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫитрӗм вара эпӗ, так, сначӑт, каллех Кронид Евграфович патне ҫаврӑнса.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Вӑт, ҫапла, Андрей Васильевич.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Эпӗ вара, ирӗке юратаканни, нӑхтана пӑхӑнас теменни, карланкӑ чараксӑрне пула, пӗр шкула ҫитетӗп, тенӗр шкула… — калать-калать те Кузьма Афанасьевич хаш-ш сывласа ярать, калать-калать те хаш-ш сывласа ярать.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Кама тулӑпа, кама хулӑпа тенӗшкел, пӗрне ҫавӑрса илет хӑй аллине, тепӗрне…
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Вӑл (тӗсесе хунине иккен) — ларчӗ те кӗрсе завуч сӗтелли хушшине — пуҫларӗ ӑсталама хӑйӗн «политикине» вӑрттӑн-кӗрттӗн.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ытлашши калаҫмастчӗ, пулчӗ-пулмарӗ хушша-хуппа кӗместчӗ, кӗтмелли йӳтӗме кӗтме, уйлама, ҫиччӗ виҫсе пӗрре касма пӗлетчӗ.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Пултарулӑхӗпе йӑлтӑр йӑлкӑшанмастчӗ пулин те, сывлӑхне чирлешке евӗрех перекетлетчӗ вара.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Вӑл вара, Кронид Евграфович, так, сначӑт, ӗҫместчӗ.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
'Тӑван киле ырӑ-сывӑ таврӑнма шӑпа тухнипе тӳпемиех хӗпӗртенӗ ӗнтӗ, мӗн калӑн.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫичӗ ютпа ҫапӑҫса тӑватӑ ҫул тӑршшӗ пуҫ тӑрринче капланса тӑнӑ хуйхӑ-тертрен хӑтӑлнипе те шӑмшака самаях йӳле-ярханахлатнӑ пуль.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи пирвайхи ҫулсенче маншӑн шӳт вырӑнне кӑначчӗ эрехпе ҫавӑн йышшипе ашкӑнасси.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫамрӑк пулнӑ, харсӑр пулнӑ, такӑнасса, ӳпленессе шухӑшламан, — кашӑка сӗтел ҫине хурса, хаш-ш сывласа ячӗ ватӑ учитель.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫаплах-тӑр ҫав, тилхепине вӑхӑтӗнче карт-карт туртмасан, ая-яй сулӑнка ҫапа-ҫапа хӑшкӑлтарать иккен пурнӑҫ.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Пачах та расна ҫынсем эпир унпа иксӗмӗр, так, сначӑт…
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Тӗрӗссине калатӑп, килӗштерместӗп эпӗ Кронид Евграфовича.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Теприне-тӗк кӳренме те пултарӑттӑм пулӗ те кунашкал сумсӑршӑн, сире вара — ҫук…
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— … Тавтапуҫ тӳрӗ сӑмахӑршӑн.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Мӗн эсир, Андрей Васильевич? — калла куҫӑнах каланӑран, яшки ҫинчен мансах, шак хытрӗ Кузьма Афанасьевич.