Новые
Тыткаланӑ тирӗксемпе кашӑксене тӗпел кукрине кайса лартрӗ, ҫинӗ чухне яшка тӑкӑнкаланӑ тӗлсене алшӑллине типӗткелесе илнӗ хыҫҫӑн ватӑ учитель ҫумне пырса ларчӗ.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫапла, вышкайсӑр йывӑр ӗҫ вӑл, учитель ӗҫӗ, йывӑр та пархатарлӑ ӗҫ, — яшкана кӑп-кан хыпкаланипех чӗре сури тунӑ Андрей Васильевич та сӗтел хушшинчен тухрӗ.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Кӑна эсир питех те тӗрӗс каларӑр, Кузьма Афанасьевич.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫавӑнпа Андрей Васильевич уншӑн халь — яри уҫӑлнӑ кантӑкран пал-пал кӗрлесе кӗрекен янкӑр-янкӑр сывлӑш та, кал-кал шанчӑк та…
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Паллӑ: сахал мар вӑй, чӑтӑм кирлӗ пулнӑ ӑна ҫакнашкал уҫӑлса калаҫма, вӑрах вӑхӑт сийлӗ-сийлӗ таптаннӑ туйӑм юшкӑнне сире-сире ывӑтма.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ӗшенчӗк унӑн санпичӗ, пусӑрӑнчӑк.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Паҫӑр ҫутанкарах сӑнпичӗ унӑн халь, сухапуҫпе аштарса купаланчӑклатнӑ евӗр, тӗксӗм те туртӑнчӑк, пӗркеленчӗклӗ-пӗркеленчӗклӗ.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Кузьма Афанасьевич шӑпланчӗ.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫапла, мӗн тери йывӑр иккен вӑл учитель тивӗҫне ӳкермесӗр ҫӳлте тытса пыма, мӗн тери йывӑр…
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫитет шкул маччине тӗтӗм-сӗрӗмлесе…
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫук, Андрей Васильевич, стаж ман ҫителӗклӗ, сывлӑхӑм та такам ӑмсанмаллиех мар, тухатӑп эпӗ пенсие, ним тӑхтаса тӑмасӑрах тухатӑп.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ватӑлнӑ, пуҫӑм та кукшаланнӑ, пенсиччен те кармашса пӑхмалӑх кӑна — икӗ ҫул ытларах ҫеҫ юлнӑ.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
А-а, тепӗр тесен, мӗн пустуй хӑлаҫланмалли ӗнтӗ халь?
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Тӗрӗссине, пур-и-ха манӑн тивӗҫӗм ҫак чаплӑран та чаплӑ ята йӑтса ҫӳреме?..
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Вӗрентекен!
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Питӗ пысӑк инкек, хӑрушӑран та хӑрушӑ трагеди вӑл — эрех! — йывӑррӑн ҫӗкленчӗ те Кузьма Афанасьевич, апатшӑн-сӑйшӑн тав туса, сӗтел хушшинчен тухрӗ.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Ть-ху, чӑн та!
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ть-ху! — хӑйӗнчен хӑй йӗрӗннӗн, тӗпелелле лач! суранҫи турӗ хӗпӗртӳллех мар пурнӑҫ-пӑрнӑҫне аса илсе ларакан ӑшхыппи арҫын.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ара, мӗнле калаҫҫӗ-ха, камӑн кӗлетне хураллатӑн — ҫавӑн ашнех ҫиетӗн, теҫҫӗ-и-ха, так, сначӑт.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Вӑт пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗнех вара эпӗ ырӑ тӑвакана ырӑпа пулӑшасла, Кронид Евграфовичӑн кашни сӑмахне тӗпе картакан, ӑна аталантаракан вырӑнӗнче курӑнма тытӑнтӑм.