Новые
— Ара, халӗ те хӑнӑхса ҫитейместӗп-ха эс юнашар иккенне.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Ара-а… — тӑстарарах ячӗ вара вӑл пӑртакран тытӑнчӑклӑрах сассипе.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Чӗнесси-мӗнӗ… — куҫранах чӑрлаттарса ыйтнӑран, тӳрех нимӗн те тавӑрса калама аптӑрарӗ Андрей Васильевич.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Каҫарах, чӗлхе-ҫӑвара ытлашши йӳнетсе ятӑм-тӑк…
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Андрей, эс ма нимӗн те чӗнместӗн ҫак?
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ой, шухӑшлама та хӑрушӑ…
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Мӗнех, ҫук, пурпӗрех Володьӑна улталани пулмасть ку, ӗнен, Андрей: текех эпӗ те вунҫиччӗри йӑр-япӑш мар ӗнтӗ, ватӑ хӗр, енчен хӗресленеймен-тӗк утас сукмакӑмӑрсем ӑнсӑртран — мӗнешкел тӗрӗсмарлӑх пулнӑ пулӗччӗ ку.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Пӗлместӗн, капла йӑнкӑртатса ларса, тен, айванла, кулӑшла та курӑнатӑп пуль эпӗ.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Куртӑм та, акӑ, сана, туйрӑм та, сисрӗм те чуну манӑнни иккенне…
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Мӗн тери тӳрӗ пурӑнас тесессӗн те, ҫук иккен пӗрехмай апла халлӗн ҫеҫ пурӑнма.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Тата ҫакна та ӑнлантӑм эпӗ, Андрей.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫил вӗрнине, юр-ҫумӑр ҫунине, шыв шӑнкӑртатнине, ҫулҫӑ шӗпӗлтетнине — пӗр сӑмахпа каласан, ҫӗр калаҫнине, хӗвел, уйӑх, ҫӑлтӑр ҫутине илтет-курать-тӗк, ӗмӗр-ӗмӗрех чӗрӗ вӑл, ӗмӗр-ӗмӗрех сывӑ этем.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Сасартӑк чухласа илтӗм эпӗ ҫакна.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Те ыйтӑвӗ унччен те пӗрре кӑна мар канӑҫ паманран, йӗкӗт мӗн тавӑрса каласса кӗтсе тӑмарӗ хӗр — пуҫланӑ пӑшӑрханчӑкне ҫав йӳтӗмпех малалла талкӑштарчӗ.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Кала-ха, Андрей, мӗн тума ҫуралать этем ҫут тӗнчене?
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ах, Володя, Володя…
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Пурнӑҫне те пурӑнса курнӑ, тутлине те, йӳҫҫине ҫителӗклех тутаннӑ, темелеччӗ.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ну, ватти ҫитсе ҫӗре кӗрсен татахчӗ хӑть.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫуралнӑ тейӗпӗр, тӗнче ҫутине асӑнмалӑх астивсе пӑхрӗҫ те яланлӑхах, ӗмӗрлӗхех сивӗ ҫӗр айне кӗрсе выртрӗҫ.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Андрей, ну, мӗн пӗлтерӗшӗ пулчӗ-ха ӗнтӗ ҫак икӗ ҫын пурӑннинче?..