Новые
Ытах ҫук-тӑк ача сачӗ-ясли таврашӗ — эп нимӗнле хура ӗҫе те тиркесе тӑмӑп.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ялӗ те ял майлах пуль, ача яслисӗр-сачӗсӗр мар-тӑр, терӗм.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Хам эпӗ, хӑть вӑрҫ, хӑть хӑтӑр ӗнтӗ, санпа та канашласа тӑмарӑм — пуҫ тавра ҫавӑртӑм-ҫавӑртӑм та ӗҫрен шат та пат! тухса килтӗм.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Паллах, ку ула шӑтӑкӗнчен пӑртакран Шупашкара тухса вӗҫтерес темесессӗн ху? — йӗкӗт ытамӗнче телейлӗн йӑшӑлтатса илчӗ Христина, пуҫне чалӑштарса Андрее питӗнчен чеен тинкерчӗ.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ма, экзаменӗсене ӑнӑҫлӑ тытсан, пытӑр, пурӑнтӑр унта…
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Лайӑх вӗренет, художник ӗҫне кӑмӑллать, пысӑк малашлӑхлӑ, тесеттӗн?
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Каламастӑнччӗ-и-ха хӑвӑн класунтах пӗр чипер хӗрача пур тесе?
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Яланлӑхах, Андрей, яланлӑхах, — шӑпа пӳрнӗ хӳтте кайӑк чӗппи евӗрех тӗршӗнчӗ хӗр.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Хреҫҫи, нивушлӗ эсех-и вара ку, нивушлӗ — яланлӑхах?
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Халӗ, ак, пӑхатӑп та — те ӗненмелле ман ку юмаха, те ӗненмелле те мар?
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Мӗн тӑвӑн, телейӗ ҫавнашкалли пулчӗ курӑнать ман: сӑмахлаймарӑм курнӑҫса…
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Шутсӑр сана курассӑм килнӗччӗ, Хреҫҫи…
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Эсӗ урлӑ хыпарласассӑн та, пуҫтартӑм-пуҫтартӑм чӑтӑма — ҫапах пуҫтарса ҫитереймерӗм, ирӗк илтӗм те пӗр-ик кунлӑха — тухса тапрӑм Шупашкара.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Туяттӑм, сисеттӗм пурнӑҫ иксӗмӗре ӑнсӑртранах курнӑҫтарманнине.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ӑнланатӑп: чуну таса ҫав санӑн мӗн те пулин пытарса хӑварма, чӗркӗмӗл пек таса.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Эсӗ, Хреҫҫи, тапратмасӑр те пултарнӑ ку сӑмаха…
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Маншӑн-тӑк, акӑ, чи кирли, эсӗ пур та сана темрен те мала хуракан эпӗ.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Чунӑм, эпӗ сана ӳпкелӗттӗм-и?
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ни йӑпатма ӑн ҫитерейместӗп, — йӗкӗт, хӗре пилӗкӗнчен тытса, ӑна каллех хӑй еннелле сулӑнтарчӗ те, ҫурӑмӗнчен ҫупӑрласа, унӑн сылтӑм хулпуҫҫине танлӑн та ҫепӗҫҫӗн лӑпкама тытӑнчӗ.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ларатӑп, ак, сан шӑнкӑр-шӑнкӑр сассуна итлесе.