Новые
Наци шухӑшлавӗпе юнран тӑванлӑ ҫыравҫӑн подтекст туйӑмӗ вӗри, шухӑша ытарӑшӑн (вырӑсла: иносказательность) тӗрлӗ енӗсене вырнаҫтарас екки пысӑк.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Эппин, вулакан туйрӗ пуль — чӑвашсен прозӑри сӑнарлӑ шухӑшӗ эпикӑн пиҫӗ, кӗскен хывӑннӑ, анчах идея тӗлӗшӗнчен анлӑ вӑйтармӑша саварах парать.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Пӗри те, ман шутӑмпа, килти кукша ялтинчен хаклӑрах тенешкел туртӑмсем мар, ытти литературӑсен опытне алла илес, сарса пырас хевти вӑйлӑ вӗсен.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Прозӑри сӑмах-юмахӑн таппи ҫавӑн евӗрлӗ пулни халӑх сӑмахлӑхӗнченех сӗтекленет.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Кунашкал рете татах тӑсма пулать, пурте вӗсем литературӑри чӑн чӑвашлӑхӑн пӗр енӗ пуплев, чӑваш чӗлхинчи сӑнарлӑх пулнине ӗнентереҫҫӗ пулӗ тетӗп.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Ю. Скворцовшӑн философиллӗ символсем, символла детальсем нимрен паха пулнӑ…
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Хв. Агиверӗн философилле прозинче анлӑлатнӑ танлаштару-парабола час-час тӗл пулать, ӑна вӑл хӗрхӳ тутӑллӑ камите лекнӗ этем чунне ӑнланма хута ярать.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
А. Емельяновӑн та анлӑ метафорӑсене кӑмӑллас хевти пур, анчах юлашки ҫулсенче вӑл аллегорисемпе, символсемпе, анлӑ танлаштарусемпе ӗҫлеме кӑмӑлларах пычӗ.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
А. Артемьев шухӑша кӗскен те туллин калама анлӑ метафорӑсемпе ӗҫлет, Ф. Павловшӑн ку тӗллеве тытса пыма анлӑ метоними юравлӑ.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Анчах та чӑваш ухмаха персе калаҫнине ытларах асӑрхать, кунашкал хӑтланура чӑвашӑн пуян ӑс-хакӑлӗ пытарӑннине сисет вӑл.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
И. Тӑхтишӗн ытарлӑ аллегорисене мала кӑларасси пахарах.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Сасӑсен пӗр пек янӑравне, ассонанссене, чун сисӗмне кӑтартакан евӗрлев сӑмахӗсене те кӑмӑлпах ӗҫе кӗртнӗ чаплӑ ҫак ӑста.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Мих. Федоров юптарса, вӑлтса калаҫма, вӗттӗн йӗплесе ҫырма кӑмӑлланӑ.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Макс. Федоров каламасӑр хӑварнин мелӗпе ӗҫлеме сӗмленнӗ, чӑваш айвана пенине ас тунӑ терӗмӗр.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Федоров вӑхӑчӗ урӑхла вӑхӑт пулнӑ; тата унран пӗр сӑвӑрах пӗтӗм чӑваш прозине ытамлакан пахалӑхсем тупасса кӗтни те айванла япала ҫеҫ пулӗ.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Ун техӗмӗпе ӗҫлекенсем унран талантлӑрах пулнинчен те килмест.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Ҫак тӗлӗшрен поэт ыттисенчен каярах пулнине кӑтартмасть ку.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Ӗнтӗ Макс. Федоров ку мелсен мӗн пур вӑйне туллин кӑтартайман.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Хайхискер, каламасӑр хӑварни те, тӗрлӗ шухӑшсем ҫыхӑнса пӗтмен пекки те сӑнарлӑх енчен ҫӗнӗ сӗм тупать, илемлӗхӗн тулли, сулӑмлӑ хатӗрӗ пулса тӑрать.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Ытарлӑх тӗшшиллӗ халап, символ, характер вырӑнне усӑ курнӑ тип, лейтмотивлӑ сӑнарсем, тӗрлӗ шухӑш пайрӑмӗсене ассоциаци йӗркипе ҫыхӑнтарни… — пурте ку эпика таппине хӗсет, тухӑҫлӑрах тӑвать, сӑмаха кӗскетет, сӑнлӑх-сӑнара перекетлет, ӑна нумай пӗлтерӗшлӗ тӑвать.